16 января 2013 г.
Иисус Христос халăха вĕрентме тухас умĕн Иордан хĕррине Иоанн пророк патне шыва кĕме пынă. Вăл ун чухне 30 çулта пулнă. Шыва кĕнĕ чухне сасартăк пĕлĕт уçăлса кайнă, çÿлтен Атте Туррăн сасси илтĕннĕ: «Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм Ун çинче», – тенĕ. Çавăн чухнех тата çÿлтен Иисус Христос çине кăвакарчăн пек пулса Святой Сывлăш аннă. Турă шыва кĕнине урăхла Турă курăнни (Богоявление) теççĕ. Ун чухне эпир пуççапакан Туррăн виçĕ Ипостаçĕ те палăрнă.
Турă шыва кĕнине кăрлачăн 19-мĕш кунĕнче асăнаççĕ. Вăл праçник ыран тенĕ чухне типĕ тытаççĕ, ăна сочельник кунĕ теççĕ. Сочельник кунĕ те (кăрлачăн 18-мĕшĕ), Турă шыва кĕнĕ кун та чиркÿсенче шыва кĕлтуса тасатаççĕ (Крещенская вода). Çав тасалнă шыв ăна ĕçекен çынсенĕн ÿтне те, чунне те сыватать. Вăл шыва Турра ĕненсе ĕçсен, шыв пиртен курăнакан тăшмансене те, курăнман тăшмансене те сирсе ярать, кил-çурта усал-тĕселтен тасатать. Çак шыва пурин те килте çулталăк хушши усă курма тытмалла.
Турă шыва кĕнĕ кун шыва кĕлтуса тасатма çырмана, е кÿлĕ çине, е çăл патне каяççĕ. Вăл кун пурте шыва кĕрсе тухма тăрăшаççĕ.
Йÿçкасси ялĕнчи чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте.