16 января 2013 г.
Ĕмĕр пурăнасси уй урлă каçасси мар теççĕ те, пурпĕрех каялла çаврăнса пăхатăн та – вуншар теçетке çул хыçа юлнине те сисместĕн. «Тур мучи усрать пулĕ», – тет Муркашра пурăнакан О. Костина кун пирки. Январĕн 10-мĕшĕнче вăл 90 çул тултарчĕ. Муркашра пурăнакан В. Петрова та унпа пĕр тантăш: январĕн 8-мĕшĕнче вăл 9 теçетке тултарса вуннăмĕшне ярса пусрĕ. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Токшикри Т. Зинова та çак кунах паллă турĕ хăйĕн 90 çулхи юбилейне. Пурнăçри çак паллă кунпа иртнĕ кĕçнерни кун юбилярсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ăшшăн саламларĕ. Вĕсене Раççей Президенчĕн Салам открыткисене панă хыççăн район администрацийĕн Тав Çырăвне, чĕрĕ чечек çыххипе асăнмалăх парне пачĕ. Юбилярсене районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн чĕререн тав турĕ.
Çавăн пекех тыл ĕçченĕсене Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем С. Ермолаевпа А. Лаптев, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене туса пыракан Н. Васильева саламларĕç.
90-ра «Çамрăксен
хаçатне» вулать,
физкультура тăвать
«Халь пурнăçĕ лайăх. Мĕн пурăнмалла марри пур. Пенси укçине вăхăтра параççĕ», – шăкăл-шăкăл калаçать Муркашри В. Петрова. Ĕçлемесĕр ларма хăнăхман нихăçан та Варвара Кузьминична. Çамрăк чухне Волгоград облаçĕнче 5 çул дояркăра вăй хунă. Канмалли кун мĕн иккенне те пĕлмен. «Манăн ушкăнра 50 ĕне пулнă тата хамăн икĕ алă. Ĕçленĕ те ĕçленĕ», – тет çав вăхăтрисене аса илсе Варвара Кузьминична. Килте те 3 ĕнерен кая тытман. Икĕ ывăлне те пĕччен çитĕнтерме тивнипе канлĕх çинчен шутлама та вăхăт пулман.
Паян та килте ахаль ларасшăн мар вăл. Кĕçĕн кинне (мăнукĕн мăшăрне) яшка пĕçерме пулăшать, çĕр улми шуратса парать. Ку таранччен тăван ялĕнче Исетерккĕре пурăннăскер, паян ывăлĕн çемйипе Муркашра пурăнать. Шел, ывăлĕсем иккĕшĕ те вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Паян вара Варвара Кузьминичнăна 3 мăнукĕ тата мăнукĕсен 5 ачи савăнăç парнелеççĕ. Кинĕ Вера Семеновна тăван хĕрĕ пекех. «Пĕр вырăнта лармалла мар. Ытларах хусканусем тумалла», – тет вăл хуньамăшне. Варвара Кузьминична килĕшет ун шухăшĕпе. Аллине туя тытсах физкультура тăвать. Картлашкапа кинĕнчен хăвăртрах хăпарса анать. Тĕнчере, республикăра мĕн пулса иртнине пĕлсе тăрать, мĕншĕн тесен хаçат вулама юратать вăл, телевизор та пăхать. «Эпĕ «Çамрăксен хаçатне» çырăнатăп. Юратса вулатăп», – тет.
Шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнаççĕ Петровсем. Хăйĕн ĕмĕрĕ вĕрăм пулнин сăлтавне Варвара Кузьминична шăпах çывăх çынсем çумра пулнинче курать. Ахаль мар ĕнтĕ вăл хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăк курăнать. Пĕр 20 çулне нимĕн те мар кăларса илме пулать сăнне пăхсан.
Çывăх çынсем çумра пулнăран вăрăм ĕмĕрлĕ
Муркашри Петровсенчен инçех мар пурăнакан О. Костина та килĕшет Варвара Кузьминична шухăшĕпе. Вăл та хăйĕн 90 çулхи юбилейне хĕрĕн килĕнче паллă турĕ. Çăмăллăн утса çÿрекенскере 90 çул пама йывăр. Вăрçă çулĕсем те çапса хуçаймарĕç ăна. Хăй вара çав вăхăтсене чĕрине ыраттармасăр аса илеймест. «Талăкра 400-шер грамм çăкăр паратчĕç. Мĕнле чăтнă-ши çав выçлăха», – тет. Ĕçлессе вара канма пĕлмесĕр ĕçленĕ: Сăр шывĕ хĕрринче те, аэродром тунă çĕрте те. Ачаран ĕçе хăнăхса ÿснĕскер, Олимпиада Ивановна ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне «çыпăçтарнă». «Ирхине 5 сехетрех тăрататтăм вĕсене», – аса илет паян тыл ĕçченĕ. Ачисем вара унăн 5. Мăшăрĕ Павел Тихонович вăрçă хыççăн бригадирта ĕçленĕ май ирех ĕçе каятчĕ. Килти мĕн пур ĕç вара Олимпиада Ивановна çине тиенетчĕ. Хăй те ĕмĕрĕпех колхозра ĕçлерĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан та ĕç час пăрахаймарĕ. «Килте канмалла мар-и», – тетчĕç пĕр ялта пурăнакансем. «Хăвăр пенсие тухса пăхăр-ха, тÿрех киле кайса ларать килет-и», – тетчĕ Олимпиада Ивановна.
Çулла кинемей пахчаран тухма та пĕлмест. Уттине те çулса пухать, çум çумлать тата ытти те. Хĕлле вара çăм арланă май телевизор пăхать, хаçат вулать. Ара, пурнăçран юлмалли çук. Çĕнĕ хыпарсене пĕлмесĕр юлас килмест.
– Паян мĕн пур условисем пур. Пурăн та пурăн. Малтан шыв патне çăла çухрăм çурă утаттăмăр, – тет вăл.
– Ун чухне çавăн пек нумай утнипе, ĕçленипе ĕнтĕ çак çула çитрĕн, – калаçăва малалла тăсать хĕрĕ Тамара Павловна Осколкова.
Олимпиада Ивановна пĕтĕмĕшле практика врачĕ А. Алексеева час-час киле килсе унăн сывлăхне тĕрĕсленипе те питĕ кăмăллă. Çемье ăшшине туйса пурăнакан кинемей хăйне телейлĕ туять.
– Юрать ачасем, мăнуксем пур. Вĕсем пулăшаççĕ, – тет. Мăнукĕсем вара Олимпиада Ивановнăн 12, вĕсен ачисем тата тепĕр пиллĕкĕн. Апла пулсан тата нумай-нумай çул савăнса пурăнма сăлтав та пур.
Паян та çамрăк чухнехи пекех шÿтлет
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакан Т. Зинова та 90 çула çитнине пăхмасăрах вăр-вар. Çамрăк чухнехи пекех шÿтлеме юратать. «Хама аван туятăп. Хăлха кăшт начартарах илтме пуçларĕ кăна. Ват çынсен ун пекки пулать-ха вăл. Ман вăл унпа мар-ха. Кăшт чирлесе илтĕм», – тет йăл кулса калаçаканскер. Шутлатăн та, мĕн чухлĕ вăй-хал, чĕрĕлĕх çăл куçĕ çак пăрчăкан пек правур хĕрарăмра. Çамрăксем те ăмсаннă пулĕччĕç ăна. Çамрăк чухне мĕнле маттур пулнă пуль тата. «Ялти чи маттур хĕр», – тенĕ ун пеккисем пирки ĕлĕк ялта. Вăрçă нушине чăтса ирттернĕскер, икĕ ывăлне пĕччен ура çине тăратнăскер, нăйкăшса ларма хăнăхман вăл. Мăшăрĕпе 5 çул кăна пурăнма ĕлкĕрчĕ. Вăрçă хыççăн нумай пурăнаймарĕ çав вăл.
Татьяна Петровна ĕмĕрĕпех хуçалăхра ĕçлерĕ. Хăй ĕмĕрĕнче 2 çурт лартрĕ. Пĕрремĕшне – 1954 çулта, теприне – 1973 çулта. Аслă ывăлĕ çартан таврăнса лартнă çуртра пурăнать вăл паян. Ывăлĕсем хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Килте пĕччен пурăнакан Татьяна Петровна вара хăйне пĕрре те пĕччен туймасть. Ывăл-кинĕсем, мăнукĕсем кашни кунах килсе тăраççĕ. Ăшă кукăль, сĕт тата ытти çимĕçпе сăйлаççĕ. Татьяна Петровна 5 – 6 çул каялла çеç выльăх усрама пăрахрĕ. Чăхсем тытать-ха.
Çулла анкартинче çум çумлать, уттине те çулать, картине те пуçтарать. Вăхăт иртнине те сисмест. Халь вара хĕлле телевизор умĕнче. Хаçат куçлăхсăрах вулать. Ывăлĕсемпе мăнукĕсене килсен тĕнчери мĕн пулса иртни çинчен йăлт каласа парать.
– Вĕсем ĕçлеççĕ те, вулама та вăхăт çук пуль, – тет кулса.
Çулла вара пÿрт ача сассипе тулса ларать. Пурĕ 4 мăнукпа 5 кĕçĕн мăнук Татьяна Петровнăн. Мамакне хыт юратаççĕ вĕсем. Ара, ваттипе ватă пек, ачасемпе ача пек çăмăллăн калаçма юратакан, шÿтлесе çеç тăракан асаннене мĕнле юратмăн. Хăйне саламлама килнĕ хăнасенне шÿтле-шÿтле чунĕсене уçмаллипех уçрĕ.
«Тата килĕр», – тесе çăмăл утăпа ăсатса ячĕ вăл вĕсене алăк патне çити. 60 çултан мала пама та йывăр ăна.
Пурнăçа, çынсене юратсан, чунра усал шухăшпа çилĕ тытса çÿремесен 90 çулта та çамрăк пулма пулать иккен.
Л. ПАВЛОВА.
95 çулта та сăвă
шăрçалать
Январь уйăхĕн пуçламăшĕнче Москакасси ял тăрăхне кĕрекен Хачăк Салинче пурăнакан Евгения Львова 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавна май унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев пулчĕ. Ростислав Николаевич ăна РФ Президенчĕ В. Путин тата район администрацийĕ ячĕпе саламларĕ, асăнмалăх парнепе чĕрĕ чечексем парса чысларĕ. Пархатарлă хĕрарăма сумлă тапхăр тăршшĕнчи хăйĕн ĕçĕсемшĕн тав турĕ. Çавăн пекех кинемее ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Матросов тата социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Н. Васильева та саламларĕç.
Евгения Львова Мари Эл Республикинче кун çути курнă.
– Эпĕ пĕр уйăха та çитмен чухне анне мантан ĕмĕрлĕхех уйрăлса тăлăха хăварнă. Юрать-ха ют çемье хăй хÿтлĕхне илнĕ, пĕчĕкскерне хĕрхеннĕ ĕнтĕ, ăнланатăп, питĕ йывăр пулнă мана ÿстерме, – хурлăхлăн аса илет Евгения Федоровна иртнине.
Шăпа тени хĕрарăма пурнăç тăршшĕпех ытла та çирĕп тĕрĕсленĕ çав. Хăрушă вăрçă унăн мăшăрне Иван Сергеевич офицера тата ывăлне ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйăрса илсе кайнă. Калама çук пысăк хуйхă витĕр тухнă вăл. Пĕтĕм йывăрлăх унăн черченкĕ хул пуççийĕ çине тиеннĕ, пĕрчĕ хыççăн пĕрчĕ пуçри çÿç кăвакарнă. Ку вăл – кун-çул асар-писерĕ. Хуйха-суйха вара ĕçре пусарнă, кунне-çĕрне пĕлмесĕр уй-хирте тимленĕ – нимĕнле ĕçрен те пăрăнман ĕçчен хĕрарăм.
Çулĕ сумлă пулин те сăвă йĕркисем шăрçалама ÿркенмест кинемей. Акă юбилей тĕлне те вăл виçĕ сăвă пĕр туххăмрах вуласа тĕлĕнтерчĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче вара вăл 1000 ытла сăвă та чун витĕр кăларса шăрçаланă. Кун пек çынсен ватăлма вăхăт пур-и вара;
– Тавах В. Путина тата Р. Тимофеева, пире, ватă çынсене, манманнишĕн, пирĕншĕн тăрăшнишĕн. Маншăн чи пысăк парне вара – тимлĕх уйăрни, çывăх çынсем хисеплени, – кăмăллăн калаçать кинемей.
Ырлăх-сывлăх сире, Евгения Федоровна!
Н. Григорьева.