16 января 2013 г.
Çулталăка вĕçлесе çĕнни пуçланнă чух кашниех малашнехи утăмсене палăртать. Хĕрарăмсен районти канашĕ те кăçал туса ирттермелли ĕçсене иртнĕ эрне кунхи ларура çирĕплетрĕ.
Халăха çемье, ашшĕ-амăшĕн пĕлтерĕшне кăтартса ăнлантарассишĕн кăна мар, çемьесене çирĕплетме пулăшакан мероприятисем те чылай йĕркелеме палăртаççĕ районти хастар хĕрарăмсем. «Çулталăкри арçын», «Тавах сире, ял хĕрарăмĕсем!», «Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье», «Ашшĕн кунне паллă тăвасси» – çак тата ытти чылай конкурс-ăмăрту район шайĕнче çеç мар, унăн кашни кĕтеснех çитмелле.
Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова палăртнă тăрăх пурнăçламалли ĕçсен витĕм-лĕхĕ, апла пулсан çынсен активлăхĕ те кашни ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн хастарлăхĕнчен килет. Пĕччен вăй пĕр турат касма, ушкăн вăй сăрт-ту ватма тенĕ пек, ĕç витĕмлĕхĕ тата усси пĕрлĕхре кăна пулать. Çавăнпа та хĕрарăмсен канашĕ районти ытти обществăлла организацисемпе, ведомствăлла организацисемпе, массăллă информаци хатĕрĕсемпе тата тĕрлĕ комиссисемпе тачă çыхăнура ĕçлеме палăртать.
Çирĕплетнĕ ĕç планне тишкерсен хĕрарăмсен канашĕ хăйĕн ĕçне тĕрлĕ енлĕ йĕркелеме палăртни куç кĕрет. Акă йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене, çемьесене пулăшма, вăл шутра юридици тĕлĕшĕпе тухса тăракан ыйтусене татса парассипе те, ачасене те, аслисене те психологи пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе те тимлеме шантарчĕç ларура.
«Çемьесенче ачасем тĕрĕс-тĕкел, сывă пурнăç йĕркине хăнăхса ÿсчĕр, аслă ăрăва хисеплеме хăнăхчăр. Çакна та çынсем хушшинче сармалла пирĕн. Эпир палăртса хунă ĕç питĕ анлă та çăмăл мар. Анчах та мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлама районти хĕрарăмсен хастарлăх та, пултарулăх та, вăй-хал та çитет», – çапла пĕтĕмлетÿ турĕ канаш ертÿçи Л. Тарасова. Ларăва пуçтарăннă маттур хĕрарăмсем унпа сăмахсăрах килĕшрĕç. Вĕсем ĕçе тимлесе кÿлĕнесси иккĕлентермест: яланах умри тĕллевсене пурнăçлама хăнăхнăскерсем шанса панă обществăлла ĕçре те пуçаруллă пуласси курăнчĕ.
Н. Николаева.