Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркелĕхшĕн кашни яваплă

16 января 2013 г.

«Чи пĕлтерĕшли – районта та, хăвăрăн пайра та нимĕнле чрезвычайлă лару-тăру та пулманни. Эсир çирĕп йĕркеленнĕ коллектив, ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултаратăр», – çапла палăртрĕ РФ Чăваш Республики тăрăх Шалти ĕçсен министерствин личнăй составпа ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Игорь Шумов полковник пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçне хакласа.

Шалти ĕçсен районти пайĕн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетме право сыхлавĕн районти ытти органĕсен тата шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи обществăлла канаш представителĕсемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, халăх дружинникĕсем те хутшăнчĕç.

Дружинниксем пирки уйрăм сăмах пулчĕ канашлура. Хăйсен ĕçĕпе ырă сăмаха тата тĕслĕхе тивĕç Игорь Майковпа Нина Шишокина дружинниксене асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Шанса панă ĕçе вĕсем яланах ответлăха туйса пурнăçлаççĕ. Шел пулин те, районти кашни дружинник çакăн пек активлăхпа палăрмасть. Ытларах чух, пытарма кирлĕ мар, ĕç хут çинче кăна пулса пырать: ответлисем пĕрисем, ĕçне вара теприсем пурнăçлаççĕ. Кăçалтанпа вара дружинниксене хавхалантарма район бюджетĕнче укçа-тенкĕ те уйăрса хăварнă. Çавăнпах шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене дружинниксен ретĕнче «ревизи» ирттерсе çак яваплă ĕçе ответлăха туякан çынсене шанса пама сĕнчĕ.

Çынсем йĕркелĕхе хăнăхасси полиципе халăх хушшинчи çыхăнуран та килет. Анчах та хальхи вăхăта илес пулсан районта полицие пулăшу ыйтса тухакансен йышĕ ÿссе пырать (иртнĕ çул çынсенчен пурĕ 6030 заявленипе хыпар килнĕ), çав вăхăтрах обществăлла йĕркене пăсакансене асăрхаттарма, вĕсемпе калаçса илме пакунсăррисемсĕр пуçне урăх никамах та тăрăшмасть-ха.

Çавăнпах тен районта пулса иртнĕ преступленисенчен кашни иккĕ е виççĕмĕш преступленийĕ – эрех ĕçнĕ хыççăн тунисем, кашни иккĕмĕш преступление малтан та йĕркене пăснисем тăваççĕ. Преступленисен тĕсĕсене тишкерсен ытларахăшĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăннă (преступленисен 32 проценчĕ чухлĕ), превентивлисем (çынна хĕнени тата ытти çакна майлисем) те сахал мар (27 процент таран). Обществăлла вырăнсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем нумайланнă.

Иртнĕ çулталăкăн юлашки кварталĕнче шалти ĕçсен районти пайĕ кашни эрнерех ял тăрăхĕсене çитсе профилактика мероприятийĕсем ирттерессине ĕçе кĕртме пултарчĕ. Тăрăшсан çак ырă утăма маларах районта иртнĕ профилактика кунĕсен шайне çитерме те пулать. Профилактика кунĕсен витĕмĕ курăмлă пулнине полицейскисем кăна мар, район администрацийĕн тата ытти органсен яваплă ĕçченсем те палăртатчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та çакăнпа килĕшсе çитес вăхăтрах, йĕркене пăсассине асăрхаттаракан комиссин малтанхи ларăвĕнче, ял тăрăхĕсенче профилактика кунĕсене ирттерессин графикне çирĕплетме шантарчĕ. Кунпа пĕрлех Ростислав Николаевич ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те çак ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрмаллине аса илтерчĕ.

Канашлура видеосăнав оборудованийĕ пирки те пĕрре мар сăмах пуçарчĕç. Пĕлтĕр çуркунне пирĕн районта йышăннă «Хăрушлăхсăр муниципаллă тытăм» тĕллевлĕ программа пурнăçланма тытăнни районта видеосăнав камерисен шучĕ ÿсни çинче кăна мар, культура учрежденийĕсенчи йĕркелĕх шайĕ ÿсме тытăннинче те палăрать. Халĕ акă ялсенчи Культура çурчĕсенче çийĕнчех полицие чĕнмелли кнопкăсем вырнаçтарса хута ярассипе тимлеме тытăннă. Преступленисене асăрхаттарас тĕллевпе вара районта пурĕ 566 видеокамера вырнаçтарнă, вĕсенчен 278-шĕ – тулти камерăсем. Ку тĕлĕшпе Муркаш, Москакасси, Мăн Сĕнтĕр, Катькас тата Юнкă ял тăрăхĕсем уйрăмах ăнăçлă ĕçленине палăртрĕç.

Преступленисен хисепĕ малтанхи çулхинчен чакнă, çав вăхăтрах вĕсене уçса парасси те ÿснĕ. Çул çитменнисем йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахаллани те кăмăла хăпартать. Е. Плечов хăйĕн докладĕнче дознавательсен тата уголовлă шырав уйрăмĕсен ĕçне лайăх хак пачĕ.

Çав вăхăтрах çул-йĕр çинчи лару-тăру самаях шухăшлаттарать. И. Шумов лару-тăрăва хак парса питĕ витĕмлĕ танлаштару илсе кăтартрĕ: «15 çул хушшинче Афган вăрçинче 40 пине яхăн çын пуç хунă, хальхи вăхăтра çул-йĕр çинче кашни çул çавăн чухлĕ çын вилет». Çавăнпа та çулсем çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе ĕçлемелли нумай: водительсемпе кăна мар, çуран çÿрекенсемпе те.

Кăçал валли çак тата ытти задачăсене палăртрĕç полицейскисем. Вĕсене пурнăçлассинче халăх тÿпи те пулмаллах. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Ванеркин калашле, полицейскисен çынсемпе ытларах тĕл пулма, хутшăнма тăрăшмалла: йĕркелĕх пулассишĕн кашнинех яваплăх туймалла.

Н. Николаева.

Л. Павлова

сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика