16 января 2013 г.
Çак кунсенче кăна суту-илÿ точкисенче çăкăр хакĕ 80 пус чухлĕ ÿсрĕ. Чăваш Енре, Атăл çи федераллă округри ытти регионсемпе танлаштарсан, çăкăр хакĕ пĕчĕкрех. Иртнĕ çулхи февральте тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр тата булка изделийĕсем 1, 7 процент, августра 6, 6 процент чухлĕ хăпарчĕç. Хăш-пĕр завод декабрь уйăхĕнче çăкăр хакне виççĕмĕш хут ÿстерчĕ.
Асăннă продукци социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар шутне кĕрет, çавăнпа та унăн хакне ăна хатĕрлекенĕн, сутаканăн ытлашши (30 процентран пысăк мар) тата сăлтавсăр хăпартма ирĕк çук. Раççей Федерацийĕн Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ çул Раççей шайĕнче батон вăтамран 9,5 процент, çăкăр 7,7 процент «çеç» хăпарнă. Тавар хакĕ ÿсни газ, çутă, коммуналлă услуга тата çăнăх хакĕ хăпарнипе çыхăннă.
Танлаштарса пăхар-ха. Иртнĕ çул вăтамран чи пысăк пахалăхлă çăнăх хакĕ 66,7 процент, 1 сортли 70,7 процент, 2 сортли 71,4 процент ÿснĕ. Çавна май продукци хакне тата тăкак шайне шайлаштарасси тавар туса кăлараканшăн çăмăл мар.
Р. Илларионова.