16 января 2013 г.
Çĕнĕ çулти пĕрремĕш çемье
Çĕнĕ çул юратупа çыхăннă хаваслă та савăнăçлă самантсенчен пуçланни кашниншĕнех питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Светланăпа Петр Ивановсемшĕн вара – пушшех те. Мĕншĕн тесен 2013 çулта çамрăк мăшăр хăйсем пĕрлешнине официаллă майпа регистрациленисенчен пĕрремĕш пулчĕ. Январĕн 12-мĕшĕнче Светланăпа Петр район администрацийĕн савăнăçлă йăла-йĕркесен залĕнче Мендельсон кĕввипе хăйсен çемье пурнăçĕнче пĕрремĕш утăмсем турĕç.
ЗАГС ĕçченĕсем вĕсене çемьеллĕ пурнăçра пысăк телей, çирĕп те шанчăклă юрату сунчĕç.
Уйăхлăха хатĕрленеççĕ
Паян районти шкулсен директорĕсен воспитани парас енĕпе ĕçлекен çумĕсем семинар-канашлăва пухăнаççĕ. Мероприяти районти вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн методкабинетĕнче иртет. Педагогсем çитĕнекен ăрăва çарпа патриотика воспитанийĕ парассипе, январĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 23-мĕшĕччен оборонăллă-массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхне хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене тишкерĕç.
Шыва кĕрĕпĕр-и;
Православи тĕнне йышăннисем январĕн 19-мĕшне Иисус Христоса тĕне кĕртнин кунĕ тесе паллă тăваççĕ. Çав кун Иисус шыва кĕнĕ.
Çак кун шыва кĕресси православи тĕнĕн йĕркисене тытса пыракансем хушшинче халĕ те анлă сарăлнă.
Пăр çинче вакă касса пăрлă шыва кĕрсе тухасси – кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Чиркÿ уставĕпе килĕшÿллĕн шыва кĕрсен те, кĕмесен те юрать. Шыва кĕрес тесен вара асăрханулăх, тимлĕх пирки пĕр самантлăха та манмалла мар. Çавна валли уйăрнă ятарлă вырăнсенче кăна шыва кĕмелле. Çакăн пирки асăрхаттарчĕç район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕнчен.
Кăçал шыва кĕрессине Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Каршлăхри, Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Актай патĕнчи çветуй çăл куçсенче, вакă касса шыва кĕрессине Муркашра, Уйкас Янасалта, Орининта, Очăкассинче, Турайра йĕркелеççĕ. Унччен вара шыва кĕмелли вырăна пымалли çулсене тасатмалла, вырăнсенче çирĕплетнĕ ответлă çынсем, полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем, медицина ĕçченĕсем пулмалла, çи-пуç хывса улăштармалли пунктсем йĕркелемелле. Инкек таврашĕ ан пултăр тесен вырăнсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ответлăха çирĕп туйни кирлĕ.
Ĕç тупма пулăшаççĕ
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта вакансисен ярмăрккисене ирттересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çапла майпа пĕр-пĕринпе тĕл пулнă май ĕç паракансен кирлĕ специалистсене, ĕç шыракансен вара юрăхлă ĕç вырăнĕ суйласа илме май пур.
Иртнĕ çул ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç тата вĕренÿ вырăнĕсен 5 ярмăрккине йĕркеленĕ. 4 ярмăрккăна пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен представителĕсемпе çул çитменнисем 188-ăн хутшăннă. Вĕсене вăхăтлăх ĕçсене явăçтарма май килнĕ. Ятарлă ярмăрккă пенси ÿсĕмĕнчи çынсем тата пенсие тухма хатĕрленекенсем валли те ирттернĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.