05 февраля 2014 г.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2014» ăмăртăва иртнĕ вырсарни кун Муркашра йышлăн пухăнса ирттерчĕç. Ура çине тин кăна çирĕппĕн пусма пуçланă ача-пăчана та, сумлă ÿсĕме çитнисене те йăлана кĕнĕ вырăнта - Муркашри стадион патĕнче курма май пулчĕ.
Раççейре çак массăллă стартсене тахçантапах ирттерме тытăннă. Кăçал вĕсем çĕр-шывра 32-мĕш хут иртрĕç пулсан, регионсемпе муниципалитетсенче - 10-мĕш хут. 2014 çул вара спорт тĕлĕшпе пирĕн çĕр-шывшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи массăллă ăмăрту Сочири Олимпиада умĕн иртнине, 1980 çулхи Олимпиада та Раççейре иртнине аса илтерсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев пирĕн районта пурăнакансем те спортăн хĕллехи тĕсĕсене кăмăлланине палăртрĕ, пурне те ăнăçлă стартсем сунчĕ. Унăн шухăшне малалла тăсса район пуçлăхĕ И. Николаев Муркашсене пысăк спортри спортсменсене хăйсен çирĕп кăмăлĕпе, мал туртăмлăхĕпе тĕслĕх кăтартма та сунчĕ.
Спортпа туслă пулни кашни çыннăн лайăх енĕ, çакна пурнăç хăех кăтартса парать. Акă Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи В. Петров та хăйĕн салам сăмахĕнче спорт вăл ÿт-пÿ, кăмăл-туйăм вăйĕ те, сывлăх та, çĕр-шыв пуласлăхĕ те, тесе палăртрĕ.
Спорт уявне пухăннисене саламланă хыççăн ертÿçĕсем хăйсем старта пĕрремĕш тухса ыттисене хавхалантарчĕç, тĕслĕх кăтартрĕç.
Ачасем вара, уйрăмах пĕчĕккисем, хăйсен стартне кĕтсе унталла-кунталла ярăнса çÿрерĕç, ал-ура мышцисене çемçететпĕр теме те пĕлеççĕ шăпăрлансем. Муркашра пурăнакан Слава Миронов старта тухиччен хăй чи кĕçĕн хутшăнакан пулнине тавçăрман паллах. Пĕтĕмлетÿ хыççăн ятарлă грамотăпа кубока тата депутатсен районти Пухăвĕн председателĕнчен ятарлă парнине тивĕçнĕшĕн çак 5 çулти арçын ача питĕ хавхаланни палăрчĕ. Унпа пĕрле ăмăртăва 5 çулхи Карина Порфирьева та тухнă, анчах кăçал старта хутшăнма хатĕрех маррине пĕлтерчĕ Муркаш хĕр ачи.
2005 çулта çуралнисен тата кĕçĕнреххисен ÿсĕмĕнче тупăшакан арçын ачасем старт илчĕç. Куçа тÿрех 71 номерлĕ арçын ача курăнчĕ - чи малта çил пек пырать. Вăл 1 çухрăмлă дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕ. Çак маттур арçын ача Муркашри Игорь Белов пулнă иккен. Кăшт каннă хыççăн ăна хăйĕнчен аслăраххисен, 2003-2004 çулсенче çуралнисен, стартĕнче те курма пулчĕ. Хастарскер çаксене те хыçа хăварма пултарчĕ! Паллах, ăмăрту условийĕсемпе ăна малти вырăна хăйĕн ÿсĕмĕнче тивĕçнине палăртрĕç, анчах та хăйĕншĕн икĕ хут çĕнтерÿçĕ пулма пултарни ÿсĕм картлашкипе ăна çÿлерех хăпартрĕ пулĕ.
2005 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех хĕр ачасенчен Çатракассинчи Виолетта Петрова мала тухма пултарчĕ.
2003-2004 çулсенче çуралнисен йышĕнче Нискассинчи вăтам шкулти Анастасия Попугаева тата Çатракассинчи вăтам шкулти Алексей Якимов çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç.
2001-2002 çулсенче çуралнисен ÿсĕмĕнче Игорь Павлов (Çатракасси) тата Екатерина Костина (Ярапайкасси) палăрчĕç.
1999-2000 çулсенче çуралнисенчен Александра Вострейкинăна (Калайкасси) тата Станислав Степанова (Çатракасси) çитекенсем пулмарĕç.
1997-1998 çулсенче çуралнисенчен финиша пуринчен малтан Светлана Иванова (Муркаш) тата Антон Баранов (Калайкасси) çитрĕç.
1996 çулта çуралнă тата аслăраххисен старчĕсем, шкул ачисенни пек йышлах мар пулин те, хаваслă иртрĕç. Ильинка ял тăрăхĕнчи Анатолий Иванов тата районти шалти ĕçсен пайĕн командинчи Татьяна Иванова мала тухрĕç.
Кирек епле ăмăрту та ветерансем хутшăннипе паха. Йĕлтĕр йĕрĕ çине кăçал та сахаллăн мар тухрĕç вĕсем. Спортри аксакалсем - Муркаш ял тăрăхĕнчи Михаил Ананьевич Романовпа(СССР спорт маçтăрĕ) Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Аверкий Васильевич Васильев (ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ) - кашни çул пуçарулăхпа палăраççĕ. Кăçал акă Михаил Ананьевич 50-ран иртнисен йышĕнче 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ, Аверкий Васильевич вара ăмăртăва чи аслă хутшăнакан пулчĕ.
40-рен аслăраххисен ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ хыççăн Надежда Леденцовăпа (Ильинка) Николай Скворцов (Çатракасси) мала тухни палăрчĕ. 50-ран иртнисем хушшинче Светлана Васильева (Муркашри тĕп больница) тата Владимир Иванов (Шетмĕпуç) çĕнтерме пултарчĕç.
Ăмăртăва, шел пулин те, малтан пĕлтернĕ пек Олимп факелĕ «çитеймерĕ», анчах та Ильинкăри информаципе культура центрĕн директорĕ Наталья Сергеева хăйĕн тумĕпе, хăйĕн хаваслăхĕпе кашниннех кăмăлне хăпартма пултарчĕ: ура тупанĕ таран юбкăпа пулин те йĕлтĕр йĕрĕ çинче пĕрре те такăнмарĕ вăл, пĕрре те ÿкмерĕ!
Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăманнисене хĕллехи сивве парăнтарма Муркаш райповĕн ĕçченĕсем хатĕрлесе панă вĕри чей, кукăль-çăмахĕпе шашлыкĕ пулăшрĕç. Кунти йĕркелĕхшĕн яваплă полицейскисем те хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани палăрчĕ.
Н. Николаева.