Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта Культура çулталăкĕ уçăлчĕ

05 февраля 2014 г.

 

2014 çул  Раççей Федерацийĕнче пурăнакансемшĕн Культура çулталăкĕ пулнипе паллă. Культура ăнлавĕн пĕлтерĕшĕ вара питĕ анлă, вăл сцена çинчи ăсталăхпа кăна чикĕленмест. Çавăнпа та чи малтан эпĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнчи çак  тĕлĕшри шухăш-кăмăлне палăртса хăварасшăн:«Халăха сыхласа хăварас ĕç  чи малтан кил-йышран, çемьерен пуçланать. Тăван килте ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе, çав хушăрах ачисемпе те чăвашла калаçсан, вĕсене халăхăмăрăн йăли-йĕркипе, чĕлхипе, ташши-юррипе мĕн пĕчĕкрен  паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вĕрентсен çак ĕçе пурнăçлама çăмăлрах пулнă пулĕччĕ.  Патшалăх органĕсенче вăй хуракансен, культурăпа вĕренÿ ĕçченĕсен, халăх пĕрлешĕвĕсен пайташĕсен чăвашлăха сыхласа хăварас ĕçре чи малта пулмалла. Пирĕн çамрăк ăру çине уйрăмах тимлĕн пăхмалла. Вĕсем хамăрăн пуян культурăпа тата историпе мухтанма-мăнаçланма пуçласан, йăла-йĕркене  çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăрсан кăна халăхăмăр сыхланса юлас шанчăк пур. Нумай çул аталанса  пынă халăх çĕр пичĕ çинчен çухалмалла мар. Ку енĕпе пирĕн пурин те çине тăрсах ĕçлемелле...» Çапла вара Чăваш Республикин хальхи политикин ку тĕлĕшри тĕп  тĕллевĕ - çынна интелектуаллă аталанма, творчествăра ÿсĕмсем тума услови тата май туса парасси.

Январĕн 31-мĕшĕнче, эрне кун,  Муркаш районĕнче Культура çулталăкĕ уçăлчĕ, Чăваш Енре вара вăл январĕн 17-мĕшĕнче вăй илчĕ. Уяв ял тăрăхĕсем хушшинчи культура центрĕнче пулчĕ. Унта предприятисемпе организацисен ертÿçисем, культура ĕçченĕсем,  хисеплĕ ветерансем хутшăнчĕç. Асăннă уяв анлă та пуян пулчĕ.

Чи малтанах кунта хутшăнакансене фойе тыткăнларĕ.  Йÿçкасси шкулĕн вĕренекенĕсем оркестр вылявне йĕркелерĕç. Кунтах ал ĕçĕсен куравĕпе те паллашма пултарчĕç уява хутшăнакансем. Муркашри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем вара çакăнтах тĕрлĕ ÿкерчĕк ăсталарĕç. Халăх йăли-йĕркине сăнлакан самант кунта чылай пулчĕ. Чăваш тумĕллĕ хĕрсем несĕлсен ĕçне кăтартрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев курава хутшăнма кăмăл тунисен шухăш-кăмăлĕпе паллашрĕ.

 - Эсир халăх йăли-йĕркине упрама  тăрăшни, аслисенчен вара çамрăксем те вĕренни, хăвăр ĕçĕрпе ыттисене паллаштарни питĕ кăмăллă, - терĕ Р. Тимофеев.

Культура çулталăкне официаллă майпа тĕп залра район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ.

- Культура вăл сцена кăна мар, çак ăнлав çыннăн тĕрлĕ енлĕ пахалăхĕпе çыхăннă. Чун пуянлăхĕ те кирлĕ, хамăра тытма пĕлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак хаклавсем вара кулленхи ĕçре те питĕ кирлĕ.  Çынлăх, культура ăнлавсем тĕпре пулмалла. Аслисен йăли-йĕркине упрамалла, хамăрăн та çĕннине ытларах йĕркелеме тăрăшмалла. Культура ĕçченĕсенчен эпир татах та ытларах курăмлă ĕç-хĕл кĕтетпĕр, - терĕ Ростислав Николаевич пухăннисене саламласа.

Ĕçе чунпа парăннисене чыслани, паллах,  питĕ кăмăллă. Культура ĕçĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене -  «Тренккăри информаципе культура центрĕ» филиалăн ертÿçине - Шашкарти библиотекаре  Галина Корнеевăна, «Тренккăри информаципе культура центрĕ» филиалăн ертÿçине - Вăрманкассинчи Культура çурчĕн ертÿçине Эльвира Бронинăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе саламларĕç. Район администрацийĕн  Тав çырăвне Ф. Васильев ячĕллĕ искусство шкулĕ те тивĕçрĕ.

Культура сфери библиотека, театр, художество пултарулăх ушкăнĕсене, уйрăммăн юрлакансене тата ыттисене пĕрлештерет. Сцена çине чи малтанах Москакассинчи «Шуçăм» ушкăн тухрĕ. Библиотека алăкне кĕнеке тусĕсем уçрĕç, тĕрлĕ кĕнеке пирки ачасем хаваслансах сăвă-юрă йĕркисем шăрантарчĕç.

Искусство шкулĕн вĕренекенĕсем  вара куракана хаваслă та правур ташăпа тыткăнларĕç. Асăннă учреждени ачасене шăпах культура ĕçĕнче пуçламăш утăмсем тума пулăшать те ĕнтĕ. 

Иртнĕ çулсенче «сенкер экранпа» чăваш спектаклĕсене кăтартатчĕç, пăхма питĕ кăмăллăччĕ. Куракан артистпа пĕрле хурланатчĕ, савăнатчĕ, тепĕр кунхине хăй шухăш-кăмăлне ыттисемпе пайлатчĕ. Чăваш спектаклĕ  ял çыннишĕн уйрăмах чуна çывăх пулнă. Орининсем уява пухăннисене «Ялта» спектакль сыпăкĕпе паллаштарчĕç. Çак спектакль çĕр-çĕр куракан чун-чĕри витĕр тухнă,  ăна курнăçемĕн курас килет.

Тури чăвашсен музейĕнче ĕçлекенсем пухăннисене чăваш халăх тумĕсемпе паллаштарчĕç. Асамлă тĕрĕ, эреш несĕлсен кун-çулне упрать, вăхăт иртет пулин те вăл кивелмест, вĕсенче вара чăвашлăх çырăннă. Пирĕн, çамрăксен, хамăр историе пĕлмелле тата ăна чĕртсе хĕмлентермелле.

Çапла вара культура ĕçĕ анлă пулнине тепĕр хутчен курса ĕнентĕмĕр.

Культура çулталăкĕнчи черетлĕ мероприяти вĕçленчĕ,  малашне вĕсем ытларах та ытларах пулĕç.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика