Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану ăнăçлăхĕ хамăртанах килет

05 февраля 2014 г.

 

Çулталăк иртсе кайнă май çак кунсенче кашни ĕç коллективĕнче кăна мар, кашни районтах 2013 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене тишкерсе хак параççĕ, малашлăх тĕллевĕсене уçăмлатаççĕ, çĕнĕ çулталăкри задачăсене палăртаççĕ.

Иртнĕ тунти кун кун пек анлă канашлу пирĕн районта иртрĕ. Район активĕн анлă канашлăвĕн  ĕçне депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен, тĕрлĕ харпăрлăх формипе ĕçлекен хуçалăхсен ертÿçисемпе ответлă ĕçченĕсем, федераци структурисен районти представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Пĕрлехи канашлăва çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю. Попов, республикăри гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Н. Ванеркин тата В. Мидуков хутшăнчĕç.

Канашлăва хутшăнакансем Муркаш районĕн пуçлăхĕн - депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн И. Николаевăн депутатсен районти Пухăвĕ 2013 çулта мĕнле ĕçлесе пыни тата кăçал умра тăракан задачăсем пирки, çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев районăн 2013 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсем тата 2014 çулта умра тăракан задачăсем çинчен туса панă доклачĕсене итлесе сÿтсе яврĕç.

Игорь Васильевич палăртнă тăрăх отчетлă тапхăрта депутатсен районти Пухăвĕ хăйĕн ларăвĕсене 7 ирттернĕ, тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухса вĕсенче депутатсем 69 йышăну тунă. Ытларахăшĕ вĕсенчен право акчĕсене çирĕплетессипе, пурлăх ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă.

Район бюджетне йĕркелессин тата пурнăçлассин ыйтăвĕсем тĕп вырăнта пулнă. Район бюджетне пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене яланхи комиссисен ларăвĕсенче тĕплĕ тишкернĕ, депутатсен Пухăвĕ бюджета 5 хутчен улшăнусем кĕртнĕ.

Районăн пĕрлехи бюджечĕ иртнĕ çул тупăшсем енĕпе 548,3 млн. тенкĕпе, расхутсем енĕпе 568,3 млн. тенкĕпе танлашнă. Унчченхи пекех 2013 çулта та район бюджечĕ хăйĕн социаллă пĕлтерĕшлĕхне сыхласа хăварнă.

Вăхăтран вăхăта депутатсем ял хуçалăх производствине аталантарассипе çыхăннă ыйтусене те кун йĕркине кĕртнĕ. Кунпа пĕрлех экономика аталанăвĕн, налуксемпе тÿлевсем пухассин ыйтăвĕсене тишкермен мар.

Муниципалитет пурлăхĕпе, çĕрпе усă курассипе, куçман пурлăх объекчĕсене харпăрлăха çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене       пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Муниципалитет пурлăхĕпе эффективлă усă курассин ыйтăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çавна май депутатсем асăннă ыйтăва кăçал та пысăк тимлĕх уйăрĕç.

Кăçал Раççей Бюджет кодексне улшăнусем кĕртрĕç. Çавна май 2014 çулта депутатсен Пухăвĕн ларăвĕсенче тĕрлĕ енпе аталанăвăн тĕллевлĕ программисене пурнăçласси мĕнле пулса пыни пирки информацисем итлессине практикăлама палăртаççĕ. Депутатсен районти Пухăвĕн 2014 çулхи ĕç планне çирĕплетнĕ чухне те çавна шута илнĕ.

Районта проблемăллă ыйтусенчен пĕри вăл Муркашри лицей çуртне реконструкци туса пĕтерсе ача сачĕ уçасси пулса тăрать. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн тата подрядчик пулса тăракан «Мера» ООО ĕç-хĕлне тишкерме депутатсен комиссине йĕркеленĕ пулнă. Сентябрĕн 18-мĕшĕнче ку ыйтăва Пуху ларăвĕнче пăхса тухнă. Район администрацине те, подрядчика та депутатсен корпусĕ ĕçлĕ сĕнÿсем панă.

Октябрĕн 11-мĕшĕнче тĕрĕслевпе шутлав органне йĕркеленĕ. Ку орган район бюджечĕн укçи-тенкипе, муниципалитет пурлăхĕпе эффективлă усă курнине тĕрĕслесе тăрĕ. Ял тăрăхĕсем те ку функцие асăннă органа шанса панă. Тĕрĕслевпе шутлав палати ирттернĕ тĕрĕслевсен итогĕсене яланхи комиссисен ларăвĕсенче, кирлех пулсан депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕсенче те пăхса тухĕç.

Ял тăрăхĕсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлесси те пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри пулса тăрать. Депутатсем ял тăрăхĕсенче тăтăшах пулаççĕ, пĕрлехи информаци кунĕсене хутшăнса вырăнсенчи депутатсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулаççĕ. Çавăн пекех малашне территорисен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе çыхăнса ĕçлесси пирки информацисем депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕсенче те итлеме палăртса хунă.

Çамрăксем, кадрсен резервĕ пирки те манма юрамасть. Çавна шута илсе тата яш-кĕрĕме районăн обществăпа политика пурнăçне активлăрах явăçтарас тĕллевпе депутатсен районти Пухăвĕн йышăнăвĕпе депутатсен Пухăвĕ çумĕнче Çамрăксен парламентне йĕркеленĕ. Çулталăк хушшинче вĕсен членĕсемпе тĕл пулусем тăтăшах ирттернĕ, тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе явнă. Дублер кунне ирттерме те сĕнÿ пур. Ун чухне вĕренекен тата ĕçлекен çамрăксем хăйсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисен шайĕнче тĕрĕслесе пăхма пултарĕç.

Ăслă-тăнлă, хастар, пултаруллă ĕçченсем - районăн пысăк пуянлăхĕ. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ наградăсене тивĕçнисем сахал мар. Предприятисемпе организацисем ыйтнисене тивĕçтерсе депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕсенче производствăра малта пыракансене наградăлама тăратасси пирки ыйтусем      пăхса тухнă. 2013 çулта 4-на Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсене панă, 14-ăн депутатсен районти Пухăвĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе пĕрлех Игорь Васильевич 2014 çулхи тĕп задачăсене те палăртрĕ. Кусем вĕсем район бюджетне, муниципалитетăн тĕллевлĕ программисене пурнăçласси, Пуху йышăнăвĕсене пурнăçлассипе тĕрĕслев витĕмне, çынсен культура шайне ÿстересси, тирпей-илемпе çыхăннă ыйтусем, район территорийĕнче социаллă тăнăçлăха çирĕплетсе пырасси.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн иртнĕ çулхи итогĕсем тата 2014 çулта умра тăракан задачăсем çинчен канашлура анлă доклад туса пачĕ. Иртнĕ çул район бюджечĕн шутĕнче район шайĕнче пухăнакан укçа-тенкĕ виçи палăрмаллах ÿснĕ. Вăл 177,7 млн. тенкĕпе е пĕтĕм бюджетăн 32,6 проценчĕпе танлашнă. Çавна май район бюджечĕн тупăш шайĕ те 2012 çулхипе танлаштарсан 14 процент ÿснĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕмпе 445 млн. тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Унчченхи çулхинчен ку вăл 8 процент нумайрах. Апла пулин те районĕпе пĕтĕмĕшле аш-какай, сĕт туса илесси те чакнă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче выльăхсен йышне чакарса пыни те йĕркеллĕ пулăм мар. Ростислав Николаевич çавна май ял хуçалăхне пысăкрах инвестицисем хывма майсем туса парассипе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен те çак ĕçрен айккинче тăрса юлмалла мар. Ял хуçалăхĕ умĕнче кăçал тăракан тĕп задачăсем шутĕнче вара район администрацийĕпе ЧР Ял хуçалăх министерстви хушшинче тунă килĕшÿри тĕллевлĕ кăтартусене, вăл шутра ĕç укçи шайĕ енĕпе те тивĕçтересси, обществăлла выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварасси тата ÿстерсе пырасси, машинăпа трактор паркĕсене çĕнĕ техникăпа тивĕçтересси, çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме инвестицисем явăçтарасси, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăрасси тата усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, программăсене хутшăнса ялта ĕçлесе пурăнма йĕркеллĕ условисем туса парасси пулса тăраççĕ.

Районта промышленноç продукцийĕ туса кăларассинче «Сеспель» предприяти тÿпи пысăк. Иртнĕ çул предприяти 1 млрд. та 578 млн. тенкĕлĕх продукци туса кăларса ăсатнă. Муркашри кирпĕч завочĕн кăтартăвĕ 105 млн. тенкĕ, «Моргаушская» строительство организацийĕн - 61 млн. тенкĕ. Промышленноç тата пулăшу сферин предприятийĕсем умĕнче вара çĕнĕ продукци тĕсĕсене туса кăларассине йĕркелени, производствăна инвестицисем явăçтарни, производствăна аталантарнă май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ.

Районта юлашки çулсенче потребительсен рынокĕ япăх мар аталанса пырать. 2013 çулта ваккăн тавар сутассин калăпăшĕ 1 млрд. та 76 млн. тенкĕпе танлашнă. 2012 çулхи танлаштаруллă хаксемпе пăхсан вăл 102,1 процент пулать.

Услугăсемпе тивĕçтересси те япăх шайра мар. Иртнĕ çул тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсене пĕтĕмпе 218,6 млн. тенкĕлĕх пурнăçланă (унчченхи çулхипе танлаштарсан 113,8 процент).

Строительство сфери районта ăнăçлă аталанать. Пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă объектсем, çулсем тăвасси тата юсасси япăх шайра мар. Пур çăл куçсене те шутласан инвестици активлăхне аталантарма пĕлтĕр 1млрд. та 480 млн. тенкĕ уйăрнă. 29388 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. «Моргаушская» строительство организацийĕ Муркашра 24 хваттерлĕ çурт хута янă, халĕ Москакассинче 21 хваттерлĕ çурт тăвас ĕçсем пыраççĕ. Мăн Сĕнтĕрте вара 51 хваттерлĕ çурт тума пуçăннă. Иртнĕ çул Аслă Отечественнăй вăрçăн 17 ветеранне çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 18 млн. та 497 пин тенкĕ уйăрса парса пулăшнă.

Лайăх еннелле пулнă палăрăмлă улшăнусем кашни отрасльтех пур. Çакă Ростислав Николаевич тунă тишкерÿрен те аван курăнать. Вăл районти вĕренÿ, сывлăха сыхлас ĕç, культура, физкультурăпа спорт, социаллă политика, çынсене ĕçпе тивĕçтересси, демографи лару-тăрăвĕ, администраци реформисене пурнăçа кĕртесси, муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр ресурсĕсемпе туллинрех усă курасси çинче тĕплĕ чарăнчĕ, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле хак панипе пĕрлех малашлăх задачисене те пысăк тимлĕх уйăрчĕ.

«Иртнĕ ĕç çулталăкĕнче районта сахал мар ĕç пурнăçланă, лайăх кăтартусем çук мар. Çапах та проблемăсем те пур-ха. Вĕсене татса памалли çул-йĕре пĕрле шырас пулать, алла-аллăн тытăнса пĕрле ĕçлемелле», - палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев. Пĕрлехи ĕçре пулăшса пынăшăн, пĕр-пĕрне ăнланса килĕштерсе ĕçленĕшĕн Ростислав Николаевич Чăваш Ен Пуçлăхне, республика Правительствине, депутатсен корпусне, предприятисемпе организацисен ертÿçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, общество формированийĕсен ертÿçисене тав сăмахĕ каларĕ.

Е. Андреев яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăх та иртнĕ çул ÿсĕм çулĕпе малаллах утăмланă. Çакна хăйĕн сăмахĕнче хуçалăх ертÿçи В. Семенов палăртрĕ. Тĕш тырă культурисене кашни гектар пуçне вăтамран 22,6 центнер пухса кĕртнĕ. Халĕ вăл 600 тоннăна яхăн сутмалăх та пур. Хуçалăх çулталăка самай тупăшлă вĕçленĕ, мăйракаллă шултра выльăхсен йышне сыхласа хăварнă, пăрусем илесси лайăхланнă. Хуçалăх усă куракан çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха çирĕплетессипе пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçланă. Халĕ вара вĕсемшĕн налук тÿлессипе самай расхутланма тивет. Çавна май Виталий Иосифович çĕре харпăрлăха куçарнă хуçалăхсем тĕлĕшпе район администрацине хăш-пĕр çăмăллăхсем пăхса хума сĕнчĕ.

Чуманкассинчи вăтам шкул директорĕ          В. Васильев вĕренÿ ĕçне модернизацилемеллин программине хутшăнса хăйсем патĕнче пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме май килнине палăртрĕ. Юлашки çулсенче шкулăн çивиттине тĕпрен юсанă, пластик чÿречесем лартнă, шкул столовăйне тĕпрен юсаса çĕнĕ оборудовани, сĕтел-пукан вырнаçтарнă, çĕнĕ компьютер техники туяннă. Иртнĕ çулах шкулăн хăйне уйрăм котельнăйне хута яма май килнĕ.

Усси куç умĕнчех. Унччен шкул çуртне хутса ăшăтнăшăн уйăхне 140 пин тенкĕ таран тÿлеме тивнĕ пулсан, хальхи вăхăтра тÿлев сумми 40 - 45 пин тенкĕрен ытла мар.

Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Волков хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕн бюджечĕ 6445 пин тенкĕпе танлашать. Кунта вырăнта пухăнакан укçа-тенкĕ шайне ÿстермелли майсемпе анлă усă курма тăрăшаççĕ. Апла пулсан вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама та майсем ытларах. Акă иртнĕ çул ялсенчи уйрăмах проблемăллă çулсене пурне те май килнĕ таран юсама пултарнă.

Сывлăха сыхлас ĕç отраслĕнче те ырă улшăнусем палăрăмлă. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов каласа панă тăрăх сывлăха сыхлассин сферинче 552 çын вăй хурать. Врачсем 83-ĕн. Вĕсенчен 16-шĕ чи аслă категорие тивĕçнисем, 1-мĕш категориллисем 23 врач. Кадрсем çитеççĕ. Анчах та ыйтусем те пур-ха. Районта иртнĕ çул 1 çула çитмен ачасем вилнĕ тĕслĕх 7 пулни хытах шухăшлаттарать.

Владислав Григорьевич поликлиника çуртне тĕпрен юсаса анлăлатас, районта эрех ĕçнипе çине тăрса кĕрешес, диспансеризацие пурне те явăçтарас ыйтусене те хускатрĕ. Районти 2-мĕш номерлĕ больница шăпи пирки ыйту çине хуравланă май вара вăл малашне те ĕçлесси, анчах та хирурги уйрăмне централизацилеме тивесси пирки асăнчĕ.

Канашлура ытти ыйтусене те хускатакансем пулчĕç. Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ В. Краснов пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисем пушанса пынине, выльăхсен йышне чакарса пынине курсан чун ыратни пирки каларĕ. Çĕр улми туса илессипе район малтанхи вăхăтра ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăни те халĕ асăмăрта кăна.

Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ         В. Кожанов районта туризма аталантарассипе ытларах ĕçлеме сĕнчĕ. Çыннăн ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлмелле. Çавна валли майсем те пулмалла. Ку тĕлĕшпе Ильинка зонине аталантарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Кунпа пĕрлех Мăн Сĕнтĕрсене Сĕнтĕр юхан шывĕ юшкăнпа тулса ларни те хумхантарать.

Тухса калаçакансен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсем çине хуравланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев çавна палăртрĕ. Ял хуçалăхне инвесторсене явăçтарни ку сферăри лару-тăрăва самай лайăхлатма тивĕç. Çавăнпа район администрацийĕ ку ыйту çине малашне ытларах тимлĕх уйăрĕ. Е. Андреев яч. хис. хуçалăх ертÿçин сĕнĕвĕ пирки калас пулсан вара ку ыйтăва депутатсемпе сÿтсе явнă хыççăн май килнĕ таран тивĕçтерме май пулмалла.

Туризма аталантарас ыйтупа район администрацийĕ ĕçлемест мар. Ильинка тăрăхĕнче çĕр арендин унчченхи килĕшĕвĕсене пăрахăçласа ку çĕр участокĕсене муниципалитет харпăрлăхне куçарма тытăннă. Арендаторсем условисене пурнăçламан пирки паянхи куна кун пек 2 килĕшĕве пăрахăçланă ĕнтĕ. Пĕр участокĕнче Ильинка ял тăрăхĕнче пурăнакансем спорт площадки йĕркелес кăмăллă. Туризма аталантарассин ыйтăвĕсемпе ĕçлесси малашне район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн компетенцийĕнче пулĕ.

Республика гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров Муркашсен ĕçне-хĕлне çапла хак пачĕ: «Район республика шайĕнче ытларах енĕпе ытти районсем хушшинче малтисенчен пĕри. Анчах та лăпланса ларма сăлтав çук. Ыйтусем пур. Ял хуçалăх производствин тухăçлăхĕ енĕпе ытларах ĕçлемелле».

Вениамин Иванович асăннă тăрăх республикăра та, районта та пушарсен хисепĕ, вĕсенче вилекенсен шучĕ чакса пырать. Апла пулин те пушарсен тĕп сăлтавĕсем пирки манма кирлĕ мар. Кусем вĕсем электропроводка юсавсăрри, ÿсĕрле пирус туртни, кăмакасен юсавсăр мăрйисем. Пурлăхпа пĕрлех кашни çын пурнăçĕ епле хаклă пулни пирки самантлăха та манмалла мар. Çынсемпе ăнлантару ĕçне анлăрах туса пыни кирлĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю. Попов хăйĕн сăмахĕнче республикăн юлашки çулсенчи ÿсĕмĕсем çинче чарăнчĕ. Чăваш Ен пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе Атăлçи федераци округĕнче 1-мĕш, Раççейре 6-мĕш вырăнта. Пирĕн республика спортпа çывăх пулассипе чи ăнăçлă регион шутланать. Вĕренÿре, ытти сферăсенче те курăмлă çитĕнÿсем пур. Юрий Алексеевич ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен ответлăхĕ çирĕп пулмаллине уйрăммăн палăртрĕ. «Енчен те предприятире ĕç укçи шайĕ пурăнма кирлĕ минимумран та пĕчĕкрех пулсан, ирĕксĕрех ыйту тухса тăрать: кирлех-и кун пек ертÿçĕ;» - терĕ вăл. Муркашсен кăçалхи ĕç итогĕсем вара иртнĕ çулхинчен сумлăрах пуласса шанни пирки пĕлтерчĕ.

Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçсене активлă хутшăннăшăн анлă канашлура Муркашри кирпĕч завочĕн садчикне А. Кирпичниковăна тата Катькасри ветеринари участокĕн заведующине В. Лебедевăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç, районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнисем район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Çавăн пекех тивĕçнисене канашлура ача амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене, нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр участокĕ илме сертификатсем пачĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика