05 февраля 2014 г.
Пĕлтĕртенпе диспансеризаци анлăрах иртме пуçларĕ. Малашне çак тĕрĕслеве кашниех виçĕ çулта пĕрре тухма тивĕç. Кун пирки паян тĕплĕнрех Муркаш район тĕп больницин поликлиника ертÿçипе Галина Федотова врачпа калаçатпăр.
- Галина Гурьевна, кăçал диспансеризаци тĕрĕслевне хăш çулсенче çуралнисем тухаççĕ?
- 2013 çултанпа диспансеризаци тĕрĕслевне 21 çул тултарнă çынсенчен пуçласа 99 çул тултаракансем таранах тухмаллине ятарлă хушупа çирĕплетнĕ. Çапла вара çыннăн малтанхи диспансеризацие 21 çулта, хыççăн - кашни виçĕ çулта хутшăнмалла. Çак палăртнă йĕркене кура кăçал 1993, 1990, 1987, 1984, 1981, 1978, 1975, 1972, 1969, 1966, 1963, 1960, 1957, 1954, 1951, 1948, 1945, 1942, 1939, 1936, 1933, 1930, 1927, 1924, 1921, 1918, 1915 çулсенче çуралнисем диспансеризаци тĕрĕслевне тухмалла.
- Диспансеризаци вăхăтĕнче пурне те пырса тивекен пĕр пек тĕрĕслевсем мĕнлисем?
- Чи малтанах диспансеризаци тĕрĕслевĕ участок терапевчĕн йыхравĕнчен пуçланнине каласа хăвармалла, çавна май пĕрисен çак йыхравпа пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне е фельдшерпа акушер пунктне, теприсен тÿрех поликлиникăна каймалла пулать. Палăртса хăвармалла, арçынсемпе хĕрарăмсен тата ÿсĕме кура тĕрĕслев мелĕсен уйрăмлăхĕсем пур.
Тарăна кайнă чирсемпе чирлес хăрушлăх пуррипе çуккине палăртма май паракан ыйтăма (пирус туртатăр-и, эрех-сăра ĕçетĕр-и, спортпа мĕнлерех «хутшăнусем» сирĕн тата ытти ыйтусем) терапевт кашнинпех ирттерет. Юн пусăмне, кĕлетке çÿллĕшне, йывăрăшне те кашни çыннăннех виçеççĕ. Юнри сахăр тата холестерин шайне (36 çул тултарнă хыççăн - кашни 6 çулта), юнăн пĕтĕмĕшле анализне (36 çул тултарнă хыççăн - кашни 6 çулта), шăкăн пĕтĕмĕшле анализне тата ÿпке флюорографине пурин те тумалла пулать.
- Уйрăм тĕрĕслевсем вара мĕнлисем?
- Хĕрарăмсен акушер тĕрĕслевĕ тата ятарлă цитологи тĕрĕслевĕ (хĕрарăмсен ар органĕсен рак чирĕпе чирлес хăрушлăха палăртма) хушăнать.
Диспансеризацие хутшăнакан арçынсен 36 çултан пуçласа ЭКГ тĕрĕслевне ирттермелле.
39 çултисенчен пуçласа малаллахисен куçри пусăма тĕрĕслесси, юнăн тулли анализне тăвасси, юнăн биохими анализне тăвасси, вар-хырăмри органсен УЗИ тĕрĕслевне ирттересси тата хĕрарăмсен маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухасси те хушăнать.
45 çул тултарнисенчен тата аслăраххисен çын каяшĕнче юн пулма пултарассине тĕрĕслеççĕ тата хĕрарăмсен ЭКГ тĕрĕслевĕ хушăнать.
51 çул тултарнисенчен пуçласа невролог патĕнчи тĕрĕслеве хутшăнмалла пулать. Çак ÿсĕме кĕрекен арçынсен юнри простатспецифика антиген шайне те тĕрĕслеттермелле.
- Эсир каласа панинчен тĕрĕслев анлăхĕ уççăн палăрать. Пĕлтĕрхи диспансеризаци тапхăрĕнчи çак тĕплĕ тĕрĕслевсем мĕн кăтартса пачĕç-ха? Çирĕп сывлăхлă çынсем пур-и пирĕн хушăра?
- Пĕлтĕрхи план тăрăх пирĕн районти 6453 çын диспансеризацие хутшăнмалла пулнă пулсан, пурĕ 6511 çынна тĕрĕсленĕ. Вĕсен йышĕнче 2955 арçын тата 3556 хĕрарăм* тепĕр категорипе палăртсан - 2527 ĕçлекен çын, ĕçлеменнисем - 3724 çын, вĕренекенсем - 260 çын.
Диспансеризаци пĕтĕмлетĕвĕпе çынсен сывлăхне кура вĕсене ятарлă ушкăнсене уйăраççĕ. Çапла вара 1-мĕш ушкăна 2600 çын кĕчĕ. Çак çынсен вăраха каякан инфекциллĕ мар чирсем çук, вĕсемпе чирлес хăрушлăх та хальлĕхе çук. 2-мĕш ушкăна кĕнĕ 725 çыннăн та вăраха каякан инфекциллĕ мар чирсем çук, анчах та вĕсемпе чирлес хăрушлăх пур. 3-мĕш ушкăна 3186 çынна кĕртнĕ, вĕсене больницăра пăхса-сăнаса тăни кирлĕ.
Диспансеризаци тĕрлĕ чир тупса палăртма пулăшрĕ: инфекци чирĕсене - 2, шыçă чирне - 1, эндокрин тытăмĕн чирĕсем - 44, вăл шутра сахăр диабечĕ - 3, чĕрен вăраха кайнă ишеми чирĕ - 2, стенокарди - 3, ÿт-пÿ кирлинчен ытла самăрри – 8, артери юн пусăмĕ пысăкки - 37, ÿпке чирĕ - 2, апат ирĕлтермелли органсен чирĕ - 112 тата ыттисене те.
Çавăнпа та самантпа усă курса кашни çынна хăйĕн сывлăхне упрамалли пирки асăрхаттарса хăварас килет, сывлăха тăтăш тĕрĕслеттерни хăвăршăн лайăх кăна. Çакна ăнланса кăçал диспансеризаци тĕрĕслевне хутшăнма тивĕç çынсем активлă пуласса шанатпăр.
- Тавах, Галина Гурьевна, тĕплĕ калаçушăн.
Н. Николаева.