Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăхăнса пурăнмалла

25 января 2014 г.

 

2013 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 376 номерлĕ «О внесении изменений в отдельные акты Российской Федерации» федераллă саккун Раççей Федерацийĕнче гражданин вырăнта регистрацисĕр пурăннăшăн (е пурăнмалли çурт-йĕре тара илекен (хуçи) çапла майпа палăртнă срокран нумайрах пурăннăшăн) административлă яваплăха çирĕпрех тăвать. Çак саккун кăçалхи январĕн 3-мĕшĕнче вăя кĕчĕ. Асăннă саккунри йĕркене пăснăшăн граждансене паракан штраф виçи 2-3 пин тенкĕпе, пурăнмалли çурт-йĕре тара тытакансем (хуçисем) валли - 2-5 пин тенкĕпе, организацисем валли - 250-750 пин тенкĕпе танлашать.

Кунсăр пуçне Раççей гражданĕсене пурăнакан вырăнта регистраци йĕркине пăснăшăн административлă яваплăх та кĕтет. Граждансен те, пурăнмалли çурт-йĕре тара тытакансене (хуçисене) тата организацисене  пама пăхса хунă штраф виçисем маларах асăннă чухлех, должноçри çынсен - 25-50 пин тенкĕ чухлĕ. Хваттере тара тытакан (хуçи) шута хумалли сăлтавсемсĕрех хваттерте Раççей гражданинĕ регистрацисĕр пурăнни пирки регистраци учечĕн органĕсене пĕлтермелли срокра пĕлтерменшĕн те айăплав пăхса хунă. Граждансем валли ку штраф 2-3 пин тенкĕ, организацисем валли - 4-7 пин тенкĕ. Айăплава хваттере тара тытакан (хуçи) регистраци учечĕн органне гражданин регистрациленни çинчен тĕрĕс мар, пĕлсе тăнă çинчех тĕрĕс мар хыпар панăшăн е суя ĕç хучĕсем тăратнăшăн та пăхса хунă.

Асăннă административлă санкцисем  пурăнмалли çурт-йĕре тара тытакансен (хуçисем) мăшăрне, ачисене, ачисен мăшăрĕсене, ашшĕ-амăшне, ашшĕн е амăшĕн мăшăрне, аслашшĕ-асламăшĕпе кукашшĕ-кукамăшсене тата мăнукĕсене пырса тивмеççĕ.

Гражданин хăй пурăнакан вырăнта регистрациленнĕ регионтах, анчах та тепĕр вырăнта пурăнать пулсан унăн регистрациленме кирлĕ мар.

Сăмахран, гражданин Мускавра пурăнать, анчах та Мускав облаçĕнче регистрацире пулсан, унăн Мускавра регистраци тума кирлĕ мар. Санкт-Петербургпа Ленинград облаçне те çак йĕрке пырса тивет.

Регистраци учечĕн органĕ гражданин регистрацие тăма кирлĕ ĕç хучĕсене вăхăтра панă хыççăн 3 ĕç кунĕнче, электрон майпа çитернĕ хыççăн 8 ĕç кунĕнче регистрацилеме тивĕç. Саккунпа вара регистраци вăхăтне гражданин пурăнмалли вырăна килнĕренпе 90 кун иртиччен тесе палăртнă.

Раççей гражданинĕ паспортсăр пурăннăшăн е чăн мар удостоверенипе пурăннăшăн пама пăхнă штраф виçи те пысăкланчĕ. Халĕ вăл 2-3 пин тенкĕпе танлашать (малтан 1,5-2,5 пин тенкĕ пулнă). Çавăнпа паспорта та вăхăтра улăштармалла, çухатнă пулсан ăна вăхăтра çĕнĕрен тутарттармалла е 14 çул тултарнă хыççăн та тÿрех документа алла илме тивĕçлĕ пулнă пирки манмалла мар.

Кирек мĕнле штрафа та вăхăтра тÿлеменшĕн пăхса хунă административлă яваплăх кăçалтанпа çирĕпрех пулса тăчĕ. РФ административлă правăсен нормисене пăснин кодексĕн 20.25 статйипе килĕшÿллĕн штрафа çак кодекспах палăртнă срокра (60  кун) тÿлеменшăн гражданина икĕ хут пысăкрах штраф тÿлеттерме, анчах та 1000 тенкĕрен сахал мар, е 15 талăк таран административлă арест çирĕплетсе пама, е 50 сехет таран обязательнăй ĕçе явăçтарма право пур. Çулталăк пуçланнăранпа асăннă статьяпа никĕсленсе 12 протокол çырма тиврĕ. Айăплисене миравай судьясем административлă арест (хăшĕсене 3 талăклăх, хăшĕсене 5 талăклăх) пама йышăну турĕç. Арестленисем наказание Шупашкарти ятарлă йышăну пунктĕнче пурнăçлаççĕ.

В. Григорьев,

РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн полици пуçлăхĕн

обществăлла йĕркене сыхлассипе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика