25 января 2014 г.
Хуçалăхри йывăр лару-тăру
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев Чапаев яч. хис. хуçалăхра пулнă. Вăл кунта вăй хуракансемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне шута илнĕ. Асăннă хуçалăхра йывăр лару-тăру. Малашне ăнăçлă аталанасси пирки ĕмĕтленме вара йывăртарах та. Хуçалăх ферминче малтанхи çулсенче 320 пуç ĕне тăнă, халĕ - 70 пуç кăна. Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра паянхи кун пĕр ĕне пуçне вăтамран 16 килограмм ытла сĕт туса илеççĕ, асăннă хуçалăхра вара çак хисепрен 4 хут сахалрах. Утă çителĕксĕр янтăланăран саппасра нумаях та юлман, кÿршĕ хуçалăхран туянма калаçса татăлнă ĕнтĕ.
Пултарулăх каçĕ иртнĕ
Петр Мазуркин пирки пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл йывăçран тĕрлĕ эреш касса кăларас енĕпе палăрать. Унăн ĕç-хĕлĕ пирки республикăра кăна мар, çĕр-шывра тата ун тулашĕнче те пĕлеççĕ. Январĕн 21-мĕшĕнче Калайкассинчи Культура çуртĕнче унăн пултарулăх каçĕ пулчĕ, уява ал ĕç ăсти 65 çул тултарнине халалланă. Кунта пысăк курав хатĕрленĕ, вăл шутра Культура çулталăкне халаллани тата Петр Мазуркин пултарулăхне çутатни. Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека ал ĕç ăстин сумлă кун-çулĕпе паллашма май паракан «Ылтăн эрешпе илемлĕрех» информаци брошюри кăларнă.
Конкурс вĕçленнĕ
Район 70 çул тултарнине халалланă тĕрлĕ мероприяти активлă пырать, вĕсенчен пĕри - «Тăван тăрăхран лайăххи çук» сăн ÿкерчĕксен конкурсĕ. Асăннă ĕç иртнĕ çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнчен пуçланса декабрĕн 30-мĕшĕччен пычĕ. Халĕ жюри членĕсем конкурса тăратнă ĕçсене хакласа пĕтĕмлетеççĕ. Конкурса районта пурăнакан 61 çын хутшăннă, 400-е яхăн ĕç тăратнă. Ытларах пайĕ «Кивĕ сăн ÿкерчĕк мĕн çинчен калать» номинацие суйланă, ку енĕпе 138 ĕç пухăннă. Иккĕмĕш вырăнта - «Хамăн ял тăрăхне юрататăп» номинаци, унта 130 ĕç тăратнă. Тĕплĕнрех вара район сайтĕнчен пĕлме пулать.
Паллă кунсен календарĕ
Çулсеренех ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека «Паллă кунсен календарьне» пухса йĕркелет. Унта тимлекенсем кашни отрасльпе çыхăннă самант пирки тухнă материала тĕплĕн тишкерсе район çыннисене паллаштараççĕ. Вĕсен пуххи кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, пирĕн хамăр историе пĕлмеллех.
Календарьте ăслăлăх тата культура ĕçĕнчи юбилярсем йышлă. Ку çул вара историллĕ событисемпе пуян: район 70 çул тултарать, çавăн пекех «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат та - сумлă юбиляр. Мăн Сĕнтĕрти информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Янаш» халăх юрăпа ташă ансамблĕ те 30 çула çывхарать. Календарьти кашни уйăх хăйне майлă кăсăклă, унпа паллашнă май район кун-çулĕ пирĕншĕн çывăхрах пулĕ.
Р. Илларионова хатĕрленĕ.