29 января 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Гражданла кодексĕн 808 статйинче палăртнă тăрăх займ илнĕ-панă чух, ун сумми ĕç укçин уйăхри чи пĕчĕк виçинчен вунă хут пысăкрах пулсан, çакăн пирки килĕшÿ çырса йĕркелемелле, займ илесси-парасси организацисемпе çыхăннă пулсан вара кирек мĕнле сумма чухне те килĕшĕве çырса тумалла.
Раççей Федерацийĕн Гражданла кодексĕн 432 статйинче палăртнă тăрăх икĕ ен килĕшÿре кирлĕ пек формăпа палăртнă пур тĕп условие те йышăнаççĕ пулсан килĕшÿ тунине пĕлтерет. Çак тĕп условисем шутне килĕшÿ предмечĕ, саккунпа е право акчĕпе тĕп е кирлĕ тесе палăртнă условисем, çавăн пекех пĕр ен палăртнипе килĕшÿре татса памалли условисем те кĕреççĕ.
Килĕшÿ çырнă чух палăртса хăварнă е саккунпа пăхса хунă лару-тăрусене е тухса тăнă килĕшменлĕхсене суд урлă татса памалла.
Займ, кредит килĕшĕвĕсем тăрăх укçа-тенкĕ тавăрса пама ыйтса çырнă исксем тăрăх 2013 çулта Муркаш район судĕнче гражданла 72 ĕç пулнă. (Çакăн пек исксемпе çынсем ответчик ăçта пурăннине кура унта вырнаçнă суда тухаççĕ). Суд 65 гражданла ĕç пăхса тухнă, вĕсенчен 60-шĕнче заявление тивĕçтернĕ, 5-шĕнче заявление тивĕçтермен, 2 ĕçпе заявленисене пăхса тухмасăр хăварнă, 4 ĕçпе производствăна чарнă, ытти 6 ĕçе çак çулталăкра пăхса тухма тивĕç.
Чылай ĕçпе ответчик вырăнĕнче пĕр çынсемех. Вĕсемшĕн çынран укçа кивçен ыйтса ăна тавăрса памасăр пурăнасси йĕркене кĕнĕ ĕнтĕ.
Çапла М. гражданин Хорнуйĕнче пурăнакан Петровскийрен кивçен панă укçана шыраса илме ыйтса суда искпа тухрĕ. Петровский пурăнасса унта пурăнмасть, анчах та ăна унта регистрациленĕ. Иска икĕ ен çырнă распискăра Петровский М. гражданинран 160000 тенкĕ укçа кивçен илнипе, ăна 2010 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче тавăрса пама пулнипе ăнлантарнă. 2011 тата 2012 çулсенче Петровский кивçен илнĕ укçан пĕр пайне - 15000 тенке кăна тавăрса панă, юлашки пайне халĕ те тавăрса памасть. Вăл М. гражданинран пытанса пурăнать, унăн çырăвĕсемпе телефон шăнкăравĕсем çине хуравламасть, чăннипе пурăнакан вырăнне те улăштарнă. Çапла вара М. гражданин искра Петровскийрен 145000 тенкĕ шыраса илме тата укçапа усă курнăшăн 30604 тенкĕ те 83 пус процента, малалла - суд йышăнăвĕ тухакан кунччен, шыраса илме ыйтнă.
Петровский суд ларăвне килмерĕ. Суд ĕçри пур документа тишкерсе йышăнăва куçăмсăр майпа турĕ. Çапла вара Петровскийрен М. гражданин майлă 145000 тенкĕ кивçен илнĕ укçана, 34757 тенкĕ те 70 пус - процент укçине, 4704 тенкĕ те 11 пус суд расхучĕсемшĕн тÿлемелли патшалăх пошлинине, представитель тытса расхутланнăшăн - 2000 тенкĕ шыраса илме йышăну турĕ. Пурĕ 186461 тенкĕ те 81 пус.
Петровский йышăнупа килĕшрĕ, ăна çăхавламарĕ. Йышăну саккунлă вăя кĕнĕ ĕнтĕ.
Петровскийпе çыхăннă çак тĕслĕх унпа пулса иртнĕ пĕртен-пĕр тĕслĕх мар, 2007 çултанпа çак ответчикпа çыхăннă вунă ĕç пухăнчĕ, вĕсенчен виççĕшĕ производствăри тишкерÿ тапхăрĕнче кăна-ха.
Тепĕр чух суда сăлтавсăрах искпа тухнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Кун пек йăнăш утăм тумалла марри пирки вулакансене çитес номерте конкретлă тĕслĕхпе паллаштарса асăрхаттарăпăр.
Т. Салдыркина,
ЧР Муркаш район сучĕн судйи.