Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене тинех асăрханă

29 января 2014 г.

 

Страховани пенсий

Иртнĕ çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пенси реформин саккунне алă пусса çирĕплетнĕ. 2015 çултан пуçласа страховани пенсийĕ тата пухăнакан пенси вăя кĕрет, çавăн пекех ытти çĕнĕлĕх те пур кунта.

Виçĕ условире страховани пенсийĕ уйăраççĕ: хĕрарăмсем 55 çула, арçынсем 60 çула  çитсен*  страховани стажĕ 15 çул пулсан*  ĕçленин пĕтĕм тапхăрĕнчи индивидуаллă пенси коэффициенчĕ 30-тан сахал мар пулсан.

Çапла вара пенсие тухас çула сыхласа хăварнă, стаж шайĕ тата официаллă ĕç укçи  калăпăшĕ мĕн чухлĕ пулнин пĕлтерĕшĕ ÿсет. 

Страховани пенсийĕн условийĕсене тулли шайра вăя кĕртесси 2025 çултан пуçланать. 2015 çул - куçăм тапхăрĕ.  Çак çултан пенсие тухма кирлĕ чи пĕчĕк стаж ултă çул пулать, ун хыççăнхи çулсенче пĕрер çул ÿссе пырать. Индивидуаллă пенси коэффициенчĕн чи пĕчĕк шайĕ 2015 çултан пуçласа  6,6 пулать, ăна та хăпартма палăртнă.

Енчен те пенсие тухас тапхăр çитнĕ тĕле стажпа коэффициент çителĕксĕр пулсан страховани пенсине каярах юлса параççĕ. Е социаллă пенсипе (хĕрарăмсене 60 çултан, арçынсене 65 çултан) тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне пенси çумне пенсионерăн регионти пурăнмалли чи пĕчĕк  виçи шайне çитерме  социаллă хушма тÿлев кĕртме палăртнă.  Индивидуаллă пенси коэффициенчĕн шайĕ кашни çул ĕçленинчен килет. Ĕç укçи мĕн чухлĕ пысăкрах, çулталăкри пенси коэффициенчĕн пĕлтерĕшĕ те ÿсĕмлĕрех. Çулталăкри пенси коэффициентне шутланă чухне ĕç укçин официаллă пайне кăна пăхаççĕ. Пенси фончĕ ĕçлекен кашни çыннăн коэффициентне шута илет. Çак ĕç хăш шайра пынине «Личный кабинет застрахованного лица»  электрон сервисран пĕлме пулать.

Страховани стажĔ

Страховани стажне ĕç çулĕсенче Пенси фондне страховани взносĕ куçарнă  тапхăр кĕрет. Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕç рынокĕнче уççăнлăх ытларах пултăр тесе ĕç параканпа ĕçлекен хушшинчи  правăпа граждан килĕшĕвне хăйсем тĕллĕн тума чарнă. Ăна йĕркелесси патшалăхăн ĕç инспекторĕн предписанийĕпе е суд шайĕнче пулмалла. Ку тĕлĕшпе саккуна пăснă тĕслĕхсемшĕн штраф тÿлеттерме йышăннă, категорие кура 10 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таранах.

Çĕнĕ саккунра страховани стажне страхламан тапхăра (нестраховой период) кĕртессине сыхласа хăварнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене - призывпа çарта пулни, 1, 5 çулччен ача пăхни, инвалид ачана пăхни, 1 ушкăнри инвалида е 80 çултан иртнĕ çынна пăхни -   çулталăкри ятарлă пенси коэффициентне çирĕплетеççĕ, енчен çак  вăхăтсенче ĕçлемен пулсан.

1,5 çулччен ача пăхнă тапхăршăн коэффициент мĕнле пуласси вĕсен шучĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.

- 1,8 - пĕр çулхи отпускшăн - пĕрремĕш ачашăн,

- 3,6 - пĕр çулхи отпускшăн - иккĕмĕш ачашăн,

- 5,4 - пĕр çулхи отпускшăн - виççĕмĕшпе тăваттăмĕш ачасемшĕн.

Йĕкĕреш  е ытларах ача çуралсан коэффициентсене хушаççĕ. Тĕслĕхрен, йĕкĕрешшĕн амăшĕн пĕр харăсах 5,4 коэффициент (1,8 тата 3,6)  пулать. Çапла вара патшалăх амăшне тата ытларах тимлĕх уйăрма пуçлать.

Страховани пенсийĔн формули

Страховани пенсин калăпăшне шутласа пĕлес тесен пĕтĕм çулхи пенси коэффициентне   пĕр çулхи пенси коэффициенчĕн хакĕ çине хутламалла. Пенси коэффициенчĕн хакне çулсеренех Пенси фончĕн бюджечĕ çинчен калакан  федераци саккунĕ палăртать. 2015 çулта  вăл  64 тенкĕ те 10 пус пулĕ.

Саккуна унччен пулман çак çĕнĕлĕхе тĕ кĕртнĕ. Пенси çулĕ çитнĕ, анчах та ĕç пăрахман çын  пенси илме ыйтса каярах та  заявлени çырма пултарать. Çак категори валли хушма хавхалантару мелĕ палăртнă. Пĕр çул каярах юлса пенси илме шутланишĕн страховани пенсийĕ преми коэффициенчĕпе пулать.

Тĕслĕхрен, Верук аппан пенсие тухма вăхăчĕ çитнĕ-ха, анчах та  вăл ку ĕçе  5 çул  каярах хăварма шухăшланă. Çапла вара унăн фиксированнăй тÿлевĕ 36 процент чухлĕ, страховани пенсийĕ  45 процент чухлĕ ÿсет. Енчен те Верук аппа 10 çулах тăхтас тет пулсан  фиксированнăй тÿлев 2,11  хут, страховани пайĕ 2,32 хут хăпарать.

Фиксированнăй  тÿлев малтанхи шутлавра та пулнă. 2015 çулта унăн пĕр уйăхри  калăпăшĕ 3935 тенкĕпе танлашать. Хăш-пĕр категорин татах та пысăкрах.

Фиксированнăй тÿлев преми коэффициенчĕ чухлĕ хăпарать, енчен те çын  малалла та ĕçлет тата пенси илме ыйтман пулсан. Унсăр пуçне фиксированнăй тÿлев хăпарасси ял хуçалăхĕнче тимлекенсене те пырса тивет. Ĕçлеменнисен, ял хуçалăхĕнчи стаж 30 çулран кая  мар тата  малалла та ялтах пурăнаканнисен 25 процент чухлĕ çак тÿлев ытларах пулать.  Раççей Федерацийĕн Правительстви икĕ çул хушшинче ятарлă перечень хатĕрлет, унпа килĕшÿллĕн  ял хуçалăхĕнче тимлекенсен  2016 çултан пуçласа пенси укçи калăпăшне ÿстереççĕ.

Пенсионерсен пенси калăпăшĕ асăннă çĕнĕлĕхсене пула хăпармасть, вĕсене коэффициента куçараççĕ.

Ĕçлекен пенсионерсен  хăйсен ирĕкĕ пур, вĕсем пенсие çулсеренех çĕнĕрен шутлаттарма пултараççĕ. Ун пек чухне индивидуаллă пенсин çÿллĕ шайри коэффиценчĕн пĕлтерĕшĕ 3 коэффициентпа танлашать.

Страховани пенсине срокчен палăртасси

 Пенсие маларах тухас йĕрке сыхланса юлнă. 1 тата 2 № списоксене улшăнусем кĕртмен.

Сывлăхшăн сиенлĕ тата хăрушлăх кăларма пултаракан  ĕç вырăнĕллĕ организацисем 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕç условине ятарлă хак пама тивĕçлĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе страховани взносĕн дифференциллĕ тарифĕпе усă курма палăртнă. Çакăн шайне пĕчĕклетме те, пысăклатма та пултараççĕ.

Палăртнă вăхăтчен пенсие тухма ирĕклĕ çынсем те пенсие тухас тапхăра каярах хăварма пултараççĕ.

Пухăнакан пенси

2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа  пенсин пухăнса пыракан пайĕ хăй тĕллĕн уйрăм пенси тĕсĕ - пухăнакан пенси - пулать. Ăна гражданин суйланă Раççей Пенси фончĕ, çавăн пекех патшалăхăн шутланман пенси фончĕ палăртать. Çакна шутласа парас-тивĕçтерес  йĕрке улшăнмасть. 2016 çултан пуçласа тÿлевĕн  çитес вăхăтри тапхăрне (ожидаемый период выплаты)  федераци саккунĕ палăртать,  ку чухне çак пенсие илекенсен пурнăç тăршшĕне шута илет.

1967 çулта çуралнисен тата унран кĕçĕнреххисен пухăнакан пенси тĕлĕшпе çак икĕ çулта çирĕп суйлав тумалла.

 

Р. Илларионова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика