29 января 2014 г.
Çитес вырсарни кун, февралĕн 2-мĕшĕнче, çĕр-шывĕпех "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2014" йĕлтĕрçĕсен массăллă ăмăртăвĕ иртет.
Ăна кăçал та тивĕçлĕ шайра ирттерес тĕллевпе районта йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Тунти кун унăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Ананьев ертсе пынă ларура хатĕрленÿ тапхăрне сÿтсе яврĕç. Калаçу ăмăртура кăлтăксем пулмалла маррине кăтартса пачĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2014» ăмăртăва хатĕрленсе ирттерме палăртнă ответлă ĕçченсем пурте хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçлассине пĕлтерчĕç.
Малтанласа палăртнă тăрăх ăмăртăва пирĕн ентеш - тĕнчипе палăрнă биатлонист Татьяна Моисеева Олимп факелĕпе çитмелле.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2014» ăмăртăва яланхи пекех вĕренÿ учрежденийĕсен, ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, ытти предприятисемпе организацисен командисем хутшăнаççĕ. Ертÿçĕсен стартне ирттерессине те палăртнă. Ку тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕ ăмăртăва ертÿçĕсен çумĕсем мар, ертÿçĕсен хăйсен хутшăнмаллине çирĕплетсе хăварчĕ. Йĕлтĕрпе чупса ăмăртма ветерансен уйрăм старчĕсене те пăхса хунă. Тĕрлĕ çулсенче çуралнисен ăмăрту дистанцийĕ те тĕрлĕрен. Çанталăка кура вара çак дистанцисем улшăнма та пултарĕç.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2014» массăллă чупăвăн положенийĕ
VIP-старт - 1 çухрăм - ертÿçĕсем хутшăнаççĕ.
Ытти хутшăнакансен дистанцийĕсем çапла:
1997-1998 çулсенче çуралнисем: яшсем - 5 çухрăм, хĕрсем - 3 çухрăм*
1999-2000 çулсенче çуралнисем: яшсем - 3 çухрăм, хĕрсем - 3 çухрăм*
2001-2002 çулсенче çуралнисем: арçын ачасем - 3 çухрăм, хĕр ачасем - 3 çухрăм*
2003-2004 çулсенче çуралнисем: арçын ачасем - 1 çухрăм, хĕр ачасем - 1 çухрăм*
2005 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем - арçын ачасем - 1 çухрăм, хĕр ачасем - 1 çухрăм*
1996 çулта çуралнисем тата аслăраххисем: арçынсем - 3 çухрăм, хĕрарăмсем - 2 çухрăм*
40 çултан иртнĕ ветерансем: арçынсем - 1 çухрăм, хĕрарăмсем - 1 çухрăм*
50 çултан иртнĕ ветерансем: арçынсем - 1 çухрăм, хĕрарăмсем - 1 çухрăм.
Кашни ÿсĕмре çĕнтерÿçĕсене уйрăммăн палăртаççĕ. Командăсен пĕтĕмĕшле вырăнне хутшăнакансен кăтартăвĕсене шута илсе çирĕплетеççĕ. Призерсене шута илнĕ чух шкул командисен кашни ÿсĕмри виçĕ чи лайăх результата, ытти предприяти-организацисен арçынсен виçĕ тата хĕрарăмсен икĕ чи лайăх кăтартăвне шута илеççĕ. Мала тухнисене уйрăммăн тата командăпа палăртса грамотăсемпе тата медальсемпе чыслаççĕ.
Пурте йĕлтĕр сырса ăмăртăва тухма хатĕрленĕр!