29 января 2014 г.
Хăвăрт аталанакан пурнăçра черетлĕ ял хуçалăх çулĕ хыçа юлчĕ. Мĕнле ĕçе туллин пурнăçлаймарăмăр е туса çитереймерĕмĕр тата умра мĕнле тĕллевсем тăраççĕ - хĕл çурринчен иртнĕ май çитес çур аки пирки ĕмĕтленекен кашни хресчене паян çак ыйтусем шухăшлаттараççĕ. Каланине тĕпе хурса хамăр тĕпеле район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне-экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçине В. АНАНЬЕВА чĕнтĕмĕр.
- Владислав Кириллович, кăçалхи пĕрремĕш интервьюра районти ял хуçалăхĕ 2013 çула мĕнле вĕçленипе интересленессĕм килет. Хытах тĕрĕслерĕ пулас вăл хресчене тата хатĕр пултăмăр-и эпир çав тĕрĕслеве йышăнма?
- Тĕрĕсех, паян çĕр ĕçченĕ хăйĕн ĕçне тĕплĕн пĕтĕмлетет. Çулталăк хушшинче пĕтĕмĕшле мĕн туни тата ума лартнă тĕллевсене пурнăçланипе пурнăçлайманнине, мĕн патне ăнтăлмаллине халех палăртни ыранхи куна çиччĕ виçсе пăхни пулать. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасăр шав малалла аталанать. Çавна май хресчен пурнăçĕн кун йĕркинче те тăтăшах çĕнĕлĕхсем вăй илеççĕ, пурнăçа кĕреççĕ. Пулса тухнă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисем хресчене пулăшу алли тăсса парасси ырă йăлана кĕчĕ. Вăхăтлă тата вырăнлă пулăшу ял хуçалăх ĕçченĕсене выльăх йышне сыхласа хăварма, çĕнĕ техника пулăшăвĕпе усă курса çĕр ĕç культурине ÿстерме тата перспективлă ял хуçалăх культурисем акса-лартса ÿстерме, урăх йышши харпăрлăх формисене аталантарма май парать. Кам вĕсемпе çителĕклĕ усă курать - вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă.
- Ку сăмахсене хисепсем çине куçарсан ума мĕнле ÿкерчĕк тухать? Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕç кăтартăвĕсем пирки мĕн калайратăр?
- Ыйтăвĕ анлă пулнăран малтанах ял хуçалăх производствине тĕпе хурса ĕçлекенсене асăнса хăварам. Ку сферăра районта 16 пĕрлешÿллĕ кооператив, 95 хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата 13372 килти хушма хуçалăх ĕçленине палăртатăп. Хăвăрах куратăр, ĕç вăйĕсем пур, апла пулсан ĕç кăтартăвĕсем те пулмалла. Пĕтĕмĕшле кăтартусем районти ял хуçалăхĕ те пĕр вырăнта тăманнине çирĕплетет. Çулталăк хушшинче ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен продукцине пурĕ 445,5 миллион тенкĕлĕх (пĕлтĕрхи çак вăхăтрин 108,2 проценчĕ) туса илме мехел çитерчĕç. Ку савăнтарать тата çав вăхăтрах пирĕн татах та тухăçлăрах ĕçлеме хăват пурри пирки калать. Çак хăватпа иртнĕ çул «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче туллин усă курса 208 миллион тенкĕлĕх продукци туса илчĕç. Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче те мал туртăмлă ĕçлени пĕрешкел условирех тупăш çулĕпе аталанса пыма май пурри пирки калать.
- Аш-какай тата сĕт туса илессипе малалла утăмсем пур-и? Камсене кунта ырăпа палăртма пултаратăр?
- Паян районта пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе пĕрлех харпăрлăх формиллĕ пĕчĕк хуçалăхсем те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те ĕçе ăнăçлă кÿлĕнчĕç. Пĕтĕмĕшле кăтартура, вăрттăнлăх мар, кашнийĕнех тÿпи пур. Харпăрлăх формиллĕ пĕчĕк хуçалăхсем пĕрешкел условисенчех ĕç вăйĕпе тухăçлăрах усă курма май пуррине çирĕплетеççĕ, çĕр çинче тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче хуçалларах ĕçлемелли çулсем пуррине хăйсен тĕслĕхĕсемпе ĕнентереççĕ. Кашни ĕçри ырă пуçарăва аталантарассине эпир хамăр ĕçĕн никĕсĕнче тытса пыма тăрăшатпăр. Сирĕн ыйту çине хуравласа кунта хăш-пĕр хисепсемпе паллаштарам. Районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем çулталăк хушшинче 4,7 пин тонна (пĕлтĕрхин 93,3 проценчĕ) аш-какай туса илнĕ. Кăтарту пĕчĕкленнинче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем производствăна чакарни - тĕп чăрмав. Çапла вара Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе Муркаш ен тунă килĕшÿ кунта 91,6 процент çеç пурнăçланчĕ. Килĕшÿ условийĕсемпе пирĕн 5,13 пин тонна аш-какай туса илмеллеччĕ.
- Сĕт сăвассипе асăннă килĕшĕве пурнăçлама пултартăмăр-и?
- Кунта та пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк килĕшÿпе палăртнинчен пĕчĕкрех. Çулталăк хушшинче районти хуçалăхсем пурĕ 39,4 пин тонна сĕт сунă (унчченхи çулхин 96 проценчĕ). Килĕшÿпе пăхнă кăтартăва (43,1 пин тонна) çитейменни пирĕн ку енпе те ĕçлемелли чылай иккенне кăтартать. Сĕт производствин структуринче килти хушма хуçалăхсем 76 процент, ял хуçалăх предприятийĕсем 23 процент, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 1 процент йышăнаççĕ.
Продукци туса илесси чакни выльăхсен йышĕ сахалланнипе çыхăннă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăхсем пурĕ 14153 пуç шутланнă. Ку вăл çулталăк маларахрин 95,5 проценчĕ çеç. Вăл шутра ĕнесен хисепĕ (8517 пуç) пĕр пуç та чакман. Паян хуçалăхсенче пур 4981 пуç сысна 2012 çулхин 67,9 проценчĕпе кăна танлашать. Çав вăхăтрах ялсенче сурăхсемпе (10577 пуç е 109,7 процент) чăх-чĕп (388,6 пин пуç е 110,8 процент) йышĕ хушăнни ял хуçалăхĕ тăтăшах шыравра пулнине çирĕплетет.
- Ял хуçалăхĕнчи ĕçсен ăнăçăвĕнче техника пĕлтерĕшĕ те пысăк. Малтанхи çулсенче пирĕн хуçалăхсем унчченхи техникăпах ĕçленĕ пулсан халĕ ĕç тухăçлăхне ÿстерекен техника çине тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Çапла вĕт?
- Çакна ырламалла кăна. Чăнах та юлашки çулсенче яла çĕнĕ техника килме пуçларĕ. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем машинăпа трактор паркне çĕнетсе пырассине кун йĕркинчен кăлармаççĕ. Çакă районти производство интенсивлăхне, ĕç продуктивлăхне, механизаторсен ĕç условийĕсене лайăхлатса çĕнĕ аталану шайне çĕкленме пулăшать.
Муркаш енре ял хуçалăх техники çĕнелсе пынине унчченхи техника хатĕрĕ «ватăлса» çитнипе çеç сăлтавламалла мар. Пирĕн çĕр ĕçченĕсем те аграри наукин çĕнĕлĕхĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Çак çулпа кайса вĕсем пĕчĕк тăкаксемпех производствăн пысăкрах картлашкисене çĕнессишĕн тимлеççĕ.
Иртсе кайнă ял хуçалăх çулĕ те ял хуçалăхĕнче ĕçлемелли çĕнĕ техника туянассипе пирĕн хуçалăхсем уйрăмах тимленине çирĕплетрĕ. Агропромышленность комплексĕн районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ предприятийĕсем пĕлтĕр ял хуçалăх техникине пурĕ 34,3 миллион тенкĕлĕх 32 единица туяннă. Вĕсенчен 15-шĕ - тракторсем, 3-шĕ - «хир карапĕсем». Çак ĕç районти техника хăватне ÿстерчĕ кăна. Çĕнĕ техника сĕрмелли-çунтармалли материалсен тăкакне чакарни, ял хуçалăх продукцийĕн хăй хаклăхне пĕчĕклетни, çак çулпа пыни хуçалăхсен экономика хăватне ÿстерни вăрттăнлăх мар.
- Пурнăçланă ĕçсенче патшалăх пулăшăвĕ мĕнле вырăн йышăнчĕ? Витĕмлĕ пулчĕ-и вăл?
- Патшалăх пулăшăвĕ ял хуçалăх тĕлĕшпе пĕчĕк мар. Çак тĕкĕпе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çĕнĕ сарайсем хута каяççĕ, энерги перекетлекен технологисем вăя кĕреççĕ, машинăпа трактор паркĕсем çĕнĕ техникăпа пуянланаççĕ. Патшалăх пулăшăвне район шайĕпе пĕтĕмĕшле пăхсан вăл иртнĕ çул 113 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Çак хисепрен 80,3 миллион тенки çĕр ĕçченĕ патне федераци бюджетĕнчен* 32,6 миллион тенки республика бюджетĕнчен килсе çитрĕ. Çак пулăшупа тухăçлă усă куракансем хăйсен экономикине витĕмлĕ тĕкĕ пачĕç. Патшалăх кăçал та ял хуçалăхĕнчен пăрăнса иртмессе, çакна ĕненсе тата шанса ĕçлекенсем çĕнĕ ÿсĕм чиккисене çĕнессе шанса тăратăп.
- Агробизнес аталанăвĕнчи ĕçсене тĕплĕн пĕтĕмлетесси умра-ха. Кĕçех çĕр ĕçченĕсен пĕрлехи отчетлă пухăвĕсем иртĕç. Çак вăхăтра хăвăр ума мĕнле тĕллевсем лартатăр?
- Хресчен ĕçĕн тĕллевĕ - çĕр-аннемĕре хуçасăр тата пушă вырттарас марри. Çиччĕ виçсе вăй хурсан вăл ĕçлекен çынна тăрантарать, аталану çулне уçать. Тухăç пысăк пулсан район та тĕреклĕрех, хуçалăхсен экономики те пуянрах пулать. Анчах вăй хумасăр сăртран та ярăнма май çуккине паян кашнин ăнланмалла. Ку вăл - район шайĕнчи малашлăха пăхтаракан çĕнĕ шухăшлав. Тунă ÿсĕмсем çĕнĕ çитĕнÿсене алла илме çул уçнине уйрăм хуçалăхсен тĕслĕхĕсем çирĕплетеççĕ.
А. БЕЛОВ калаçнă.