29 января 2014 г.
Уйăхлăх
мероприятисемпе пуян
Январĕн 23-мĕшĕнче районта оборонăллă-массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Вăл февралĕн 23-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта районта тĕрлĕрен мероприятисемпе конкурссем, ăмăртусем сахал мар ирттерме палăртса хунă. Вĕсем пуçланчĕç те ĕнтĕ. Январĕн 25-мĕшĕнче «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче хĕрарăмсен командисем хушшинче волейболла выляссипе район чемпионачĕ иртнĕ.
Январь - февраль уйăхĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Эпĕ - Раççей гражданинĕ» акцин районти тапхăрĕ, паттăрлăх, тематика урокĕсем, ОБЖ енĕпе викторинăсем, февралĕн 1-мĕшĕнче 40 çултан иртнĕ арçынсен командисем хушшинче волейболла выляссипе район чемпионачĕ, февралĕн 2-мĕшĕнче йĕлтĕрçĕсен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2014» ăмăртăвĕ, призыв çулне çитмен яшсем хушшинче пăшалтан тĕл перессипе, февралĕн 8-мĕшĕнче физкультура учительне Г.Н. Осипова асăнса волейболла выляссипе ăмăртусем иртĕç. Тĕрлĕ мероприятисем татах чылай.
Уйăхлăх пĕтмĕшĕнче февралĕн 23-мĕшĕнче В.П. Федорова асăнса пăшалтан тĕл перессипе ăмăрту пулĕ. Февралĕн 21 - 22-мĕшĕсенче вара совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă куна халалласа митингсемпе концертсем йĕркелеме пăхнă.
Пурнăçа хакламалла
Иртнĕ çул 278 хĕрарăмпа 252 арçын çĕре кĕнĕ. Вăл шутран пенси çулне çитмесĕрех арçынсем 112-ĕн тата хĕрарăмсем 26-ăн пурнăçран уйрăлнă. Чи пысăк инкек - ачасем вилни. Тăватă ача пĕр çулталăка çитмесĕрех, икĕ ача виçĕ çула çитиччен, 4 ача 16 çул тултариччен çĕре кĕнĕ.
Вилнин сăлтавĕсем çаксем. Чирлесе вилнĕ хĕрарăмсем 247-ĕн, арçынсем 175-ĕн. 12 хĕрарăмпа 36 арçын хăйсен вилĕмĕпе вилмен. 16 хĕрарăмпа 34 арçын мĕн сăлтавпа вилнине тупса палăртман.
Вунă кунлăх итогĕсем
Январĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса 29-мĕшĕччен район территорийĕнче «Автобус» ятпа вунă кунлăх иртрĕ. Çакна автотранспортпа пассажирсем илсе çÿренĕ чухне пулакан инкексене асăрхаттарас, водительсен транспорт дисциплинине çирĕплетес тĕллевпе йĕркеленĕ. Тишкерÿ çавна кăтартса парать. Аварисем ытларах чухне автотранспорт водителĕсем çул çинче хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе, транспорт хатĕрĕсем хушшинче кирлĕ дистанцие тытса пыманнипе пулаççĕ.
Аварисене кĕçнерни, эрне тата тунти кунсенче ытларах регистрациленĕ.
Инкекре пулăшакана
Турă пулăшать
Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшасси хисеплĕ те чыслă ĕç тесе шутлать Муркашри нотариус Павел Шлаев. Кун пеккисене ыр кăмăллăх пулăшăвĕ парасси Павел Ивановичăн йăлине кĕнĕ темелле. Вăл ăнăçсăр, нумай ачаллă, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенче тăтăшах пулать, ачасен пурнăç условийĕсемпе паллашать.
Ку хутĕнче П. Шлаев Çĕньял Очăкассинчи Алексеевсен çемйине пулăшнă. Çемье сивĕ кунсенче ăшăсăр тăрса юлнă. Çул çитмен Дмитрие амăшĕ пĕчченех пăхса ÿстерет. «Нотариат ачасене пулăшать» акцие хутшăнса Павел Шлаев Çĕнĕ çул умĕн çурта хутса ăшăтма газ парса тăма тытăнма Алексеевсен çемйине кирлĕ сумма укçа уйăрнă, Дмитрие вара çи-пуç, атă-пушмак, шкул хатĕрĕсем, кучченеçсем туянса панă.
Алексеевсен çемйи кирлĕ вăхăтри пулăшушăн П. Шлаева пысăк тав сăмахĕ калать.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.