01 февраля 2014 г.
Январĕн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти музыка шкулĕнче шкул ачисен регионсем хушшинче иртекен «Школа-пресс-2014» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕç. Ку конкурса Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви тата Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ. Çак конкурс 2006 çултанпа пырать, саккăрмĕш хут иртрĕ. Кăçал унта Раççейри тĕрлĕ регионти 234 шкул хаçачĕ хутшăнма кăмăл тунă.
Чи малтанах çамрăк журналистсем валли мастер-класс пулчĕ. Эпир республикăри телевиденипе радиора, тĕрлĕ хаçат-журналта ĕçлекен журналистсемпе паллашрăмăр. Вĕсем хаçатри статьясене еплерех калăпласси, мĕнлерех ыйтусене хускатасси тата журналистикăн хăйне евĕрлĕ саккунĕсен вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕç, шкул ачисене вулакан умĕнчи яваплăх пирки те асăрхаттарчĕç.
Чи интересли вара каярах пулчĕ. Пире, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта тухса тăракан «Школьная пора» хаçат редакцийĕн коллективне, сцена çинче Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева чысларĕ. Эпир «Ялти шкулта кăларакан чи лайăх хаçат» номинацире çĕнтерÿçĕсем пултăмăр. Пĕлтĕрхи конкурсра та эпир çак номиницирех çĕнтер-нĕччĕ. Пирĕн хаçата çакăн пек çÿллĕ шайра хакланăшăн чĕререн савăнтăмăр.
Шкул редакцине хаклă парнесем парса чысларĕç. Парнисем чăннипех те чаплă: фотоаппарат тата Çамрăк журналистсен лигин ертÿçи Евгений Суховерко парнеленĕ журналистсен «Волжские встречи-2014» фестивальне хутшăнмалли виçĕ путевка. Çамрăк журналистсен фестивалĕ май уйăхĕнче иртет. Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вĕренекен чи пултаруллă корреспондентсем фестивальте пулса курĕç.
Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулăн администрацине тата хаçатăн тĕп редакторне Надежда Владимировна Варюхинăна хаçата кун-çул панăшăн, корреспондентсен ĕçне йĕркеленĕшĕн чунтан тав тăватпăр.
Шкул хаçачĕ пирĕншĕн хамăрăн тĕллеве пурнăçламалли трибуна, эффективлă информаци хатĕрĕ, тĕрлĕ шухăша çыхăнтаракан массăллă информаци хатĕрĕ. Пирĕн шутпа хаçат кăларасси - питĕ кирлĕ ĕç. Эпир калав, очерк, тĕрленчĕк, статья, заметка, репортаж çырма кăна вĕренместпĕр, çыхăнуллă калаçма тата çырма, курăмлă тата логикăллă шухăшлама, ушкăнпа пĕрле ĕçлеме хăнăхатпăр, тăван шкул, тăван тавралăх, ял, республика, Раççей пурнăçĕпе кăсăкланатпăр, журналист профессийĕн никĕсĕсене алла илетпĕр.
Шкул хаçатне кăларасси йĕркене кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнче 51-мĕш номер тухрĕ. Хаçатăн ятарлă корреспонденчĕсем хăйсем те кашни кăларăма çырма тăрăшаççĕ, ытти ачасене те хутшăнма хистеççĕ. Хаçатра интервью мелĕпе çыракансен йышĕ ÿсет.
Пирĕн хаçата шкулăн сайтĕнче те курма пулать. Шкул хаçатне вуласа ачасем шкул пурнăçĕпе, унта пулса иртекен ĕçсемпе паллашма пултараççĕ - пĕтĕмпех пĕлсе тăраççĕ. Тĕрлĕ проблемăсем çинчен уççăн каласа пама май тупаççĕ. Малаллахи плансенче - Мăн Сĕнтĕр салинче пулса иртекен ĕç-пуçпа, хыпарсемпе паллаштарасси те. Хамăр хаçата интереслĕрех тума тăрăшăпăр.
Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчен вĕренсе тухнă ачасем хушшинче профессиллĕ журналистсем çук пулин те, халĕ вĕренекенсем хушшинче пурнăçа журналистикăпа çыхăнтарас тĕллевлисем пур. Çак конкурс вара пирĕн хаçатра пултаруллă çынсем ĕçленине кăтартрĕ тесе шутлатпăр. Чăваш çыравçи, чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ Петĕр Хусанкай «эпир пулнă, пур, пулатпăр!» тесе ахаль каламан. Пирĕн те пуласлăх пысăк.
Н. Червякова,
М. Жагерова,
Л. Тушилкина.