Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Строительство пырать - пурнăç аталанать

01 февраля 2014 г.

 

Районта пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă сфера объекчĕсем, çулсем тăвас тата юсас ĕçсем малаллах пыраççĕ. Иртнĕ çул та ку ĕçсем япăх мар пулса пычĕç. Инвестици ĕçне-хĕлне аталантарма иртнĕ çул пĕтĕмпе пур çăл куçран 1137,1 млн. тенкĕ укçа уйăрнă. 29360 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, вăл шутран 28144 тăваткал метр харпăр хăйĕн çурт-йĕрне.

«Моргаушская» строительство организацийĕ Муркашра Парковая урамра 24 хваттерлĕ пурăнмалли çурт ĕçе кĕртрĕ. Халĕ Москакассинче 21 хваттерлĕ çурт тăвас ĕçсем пыраççĕ. Кунсăр пуçне Мăн Сĕнтĕрте «ПМК «Водоснабжения» ООО 51 хваттерлĕ çурт тума тытăннă.

Районта патшалăх пулăшăвĕпе усă курса харпăр хăй çурт-йĕрне тăвасси анлă сарăлнă. Федерацин «Социальное развитие села до 2013 года» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн çурт-йĕр тума тата туянма 8 çамрăк çемьене тата çамрăк специалистсене пĕтĕмпе 5853,42 пин тенкĕлĕх, 5 граждана 2222,78 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлевсем панă. Федерацин «Жилище» тĕллевлĕ программин «Обеспечение жильем молодых семей» подпрограммипе 18 çамрăк çемьене 11517,298 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлевсемпе тивĕçтернĕ. 2013 çултах тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерме района республикăран 5272,74 пин тенкĕ уйăрнă. 2014 çулта çав тĕллевпе 4473,2 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Кăçал район администрацийĕ тăлăх ачасем валли Мăн Сĕнтĕрте 3 хутлă 15 хваттерлĕ пурăнмалли çурт тăвассипе аукцион ирттерет. Проектне хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ.

Вăрçă ветеранĕсемпе вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсем пĕтĕмпе 244 çын хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. 2013 çулта вара кун пеккисене 17 çынна çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 18497 пин тенкĕ уйăрса панă. Çак вăхăта хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен списокĕнче вăрçă ветеранĕсемпе вилнĕ салтаксен тăлăх мăшăрĕсем 12 çын.

Муркашра лицей çуртне реконструкцилесе ача сачĕ тăвас ĕçсем пыраççĕ. Тĕп ĕçсем вĕçленеççĕ ĕнтĕ, шалти ĕçсем пыраççĕ. Ку объекта хута яма пĕлтĕр 14685,97 пин тенкĕ уйăрма пăхнă пулнă. Тунă ĕçсен алă пуснă акчĕсене кура кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 9749 пин тенкĕ куçарнă. Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче комплекслă компактлă строительство ĕçĕсем тумалли программăпа Шурча шкулĕн çуртне юсама 2398,8 пин тенкĕ, кунти Культура çуртне юсама 1484,32 пин тенкĕ уйăрнă.

Район территорийĕнче автомобиль çулĕсем 200,2 километр тата 336 метр тăршшĕ 9 кĕпер. Вĕсене тытса тăма 15760 пин тенкĕ уйăрнă. Ялсенчи 376 километр автомобиль çулĕсене пăхса тăма вара 4949 пин тенкĕпе усă куртăмăр. Район территорийĕнчи çулсене юсама 6673 пин тенкĕ тăкакланă. 547 метр тăршшĕ «Атăл - Вăрăмой» автоçула юсаса тухнă, «Сĕнтĕр - Ильинка» автоçул хĕррипе 1857 метр çуран çÿрекенсен çулне тунă. Ял территорийĕсемпе иртекен çулсене юсама 11680 пин тенкĕ тăкакланă.

Нумай хваттерлĕ çуртсен 5 картишне юсама 3785 пин тенкĕ, «Тойкилтĕ - Кĕртекасси - Исетерккĕ» автоçула тума 981 пин тенкĕ, Çурлатринче Воробьев урамĕнче çул тума 4793 пин тенкĕ хывнă. Пĕтĕмĕшле районĕпе вара пур йышши çулсене тытса тăма, юсама тата тума 48621 пин тенкĕпе усă курнă. Вăл шутран республикăран 38093 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 10528 пин тенкĕ уйăрнă.

Экономикăн социаллă пĕлтерĕшлĕ секторĕсенчен пĕри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕ пулса тăрать. Ку вăл нумай отрасльлĕ комплекс. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе муниципалитетăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн «Моргаушское» унитарлă предприятийĕ тĕп ĕçсене пурнăçлать. Иртнĕ çул вăл пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 44,5 млн. тенкĕпе танлашрĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан ку вăл 116,7 процент.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕн ĕçĕ-хĕлĕ те эффективлă. Паянхи куна компани 70,45 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре е 73 çурта пăхса тăрать. Вĕсенчи 1487 хваттерте 3400 çын пурăнать. Муниципалитетăн çурт-йĕр фончĕн 83 процентне приватизациленĕ. Ертсе пыракан компанин ресурссемпе тивĕçтерекен предприятисем умĕнче парăмсем çук. Хваттерсенче харпăр хăйĕн шутлав приборĕсене вырнаçтарас ĕçсем пыраççĕ. Паянхи куна шывпа усă курнине шута илмелли приборсене 1049 хваттерте вырнаçтарнă. Ку вăл пĕтĕм хваттерсен 71 проценчĕпе танлашать. Кунсăр пуçне нумай хваттерлĕ çуртсен шывпа усă курнине шута илмелли пĕрлехи приборĕсене вырнаçтарас ĕçсем пыраççĕ.

Иртнĕ çул нумай хваттерлĕ 4 çурта тĕпрен юсама май килчĕ. Çав тĕллевпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăламалли фонд шутĕнчен, республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен 6393 пин тенкĕ тăкакланă.

Граждансене авариллĕ çурт-йĕртен куçарма 2013 çулта 19405 пин тенкĕ уйăрнă. Аукцион ирттерсе 19 хваттерте пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерме чикĕллĕ яваплăхлă «ПМК «Водоснабжения» обществăпа муниципалитет контракчĕ турăмăр.

Энергоресурссен тарифĕсем ÿссех пыраççĕ. Çавна май пурăнмалли çуртсемпе обществăлла çурт-йĕре хутса ăшăтассипе энерги, ăшă перекетлеме май паракан технологисемпе анлă усă курасси питех те пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Уйрăмах çакна халĕ çĕклекен çĕнĕ çуртсем тĕлĕшпе каламалла.

Бюджет учрежденийĕсенче ăшă счетчикĕсем вырнаçтарас ĕç вĕçленчĕ. Кунпа пĕрлех çурт-йĕрсенче, учрежденисенче пур çĕрте те энергетика тĕрĕслевĕ туса ирттернĕ, энергопаспортсем илнĕ. Чуманкасси шкулĕн, кунти ача сачĕн ăшă памалли системисене реконструкцилерĕмĕр. Халĕ вĕсен харпăр хăйĕн уйрăм котельнăйсем. Çак ĕçсенех Москакасси шкулĕпе ача садĕнче, Мăн Хураçка шкулĕнче тата Мăн Сĕнтĕрти ача садĕнче туса ирттермелле.

Пристрой туса пĕтерсе Мăн Сĕнтĕрте информаципе культура центрĕн çĕнĕ çуртне хута яма май килчĕ, Шомикра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Çак вăхăта Кашмаш шкулне тума тата Мăн Сĕнтĕрти ача садне реконструкцилеме проектсем хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ.

Кăçал пирĕн умра тăракан задачăсем те пĕчĕк мар. Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи январĕн 19-мĕшĕнчи «Об осуществлении пилотного проекта по комплексной компактной застройке и благоустройству сельских поселений в Чувашской Республике» Указĕпе килĕшÿллĕн конкурса хутшăнас пулать. Çĕнĕ çурт-йĕр хута ярассипе вара «Социальное развитие села» тĕллевлĕ программăна тата федерацин «Жилище» тĕллевлĕ программине хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Федерацин тата республикăн программисемпе социаллă тÿлев шучĕпе уйăракан укçа-тенкĕпе пĕтĕмпех усă курас пулать.

Çулсен ыйтăвĕ те кун йĕркинчен тухмалла мар. Муниципалитет çул-йĕрне тăвассипе, юсассипе тата кирлĕ шайра тытса тăрассипе çине тăрса ĕçлемелле.

Муркаш лицейĕн çуртне реконструкцилесе ача сачĕ уçас ыйтăва кăçал епле пулсан та татса памаллах. Кунсăр пуçне пирĕн умра кăçал Мăн Шаптакра фельдшерпа акушер пунктне уçас задача тăрать. Çавăн пекех çĕнĕ урамсене электрификацилес ĕçсем те вĕçленмен-ха. Электричество паманнисем çак вăхăта 9 урам.

Апла пулсан лăпланса ларма сăлтав çук. Иртнĕ çул палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртессипе япăх мар ĕçлесе пытăмăр пулин те, кăçал туса ирттермелли ĕçсен калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Эпир хамăр умри задачăсене лайăх ăнланатпăр. Пĕрлехи вăйпа вĕсене ăнăçлах татса пама май пулĕ.

В. НИКИТИН,

район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика