Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авиарейссем çĕнĕрен уçăлаççĕ

01 февраля 2014 г.

 

«АК БАРС АЭРО» авиакомпани 2014 çулхи январĕн 31-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 29-мĕшĕччен «Уфа - Шупашкар» тата «Самара - Шупашкар» маршрутсемпе авиарейссем йĕркелет. Пассажирсене илсе çÿреме «Cessna - 208» самолетсемпе усă курĕç.

Шупашкар аэропортĕнче февралĕн 3, 5, 7 тата 10-мĕшĕсем валли билетсене сутаççĕ ĕнтĕ.

Шупашкартан Уфана самолет 9 сехет те 55 минутра çула тухать, 14 сехетре вырăна çитет (тунти кун, юн кун тата шăмат кун). Каялла Пушкăрт Республикин тĕп хулинчен вырăнти вăхăтпа 14 сехет те 40 минутра тухать, Шупашкара 15 сехетре çитет. Билет хакĕ 1775 тенкĕрен тытăнса 4770 тенкĕ таран.

Самарăна самолет тунти кун, юн кун тата эрне кун 15 сехет те 35 минутра çула тухать, 17 сехет те 5 минутра çитет. Каялла та çав кунах вĕçет. Билет хакĕ 2075 тенкĕрен тытăнса 3305 тенкĕ таран.

Кирлĕ информацие çак телефонсемпе илме пулать: 301-487* 621-471* 622-245* 627-217.

ЧР Транспорт тата çул-йĕр

хуçалăх министерстви.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика