Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулни инкекрен хăтарать

15 января 2014 г.

 

Кил-çуртра, вăрманта е экономика объектĕнче пушар тухни нумай чухне унран сыхланмалли правилăсене пăхăнманнинчен вăй илет: çĕршер пин е миллионшар тенкĕлĕх пурлăха кĕл тăвать. Ирĕке кайнă çулăмра çын пурнăçĕ татăлни - уйрăмах хăрушă пулăм. Çакна ăнланатпăр, анчах пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине час-часах иккĕмĕш вырăна хăваратпăр. Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук. Çавăнпа та пушар хăрушлăхĕ çине çиелтен пăхакансемпе килĕшме çук, килĕшес те килмест. Лăпкă вырăнта пурăннине пăхмасăрах пирĕнтен кашнинех вăл е ку асăрханусăрлăха пула самантлăха тимлĕхе çухатни пысăк çухатусем патне çитерет. Ытти çынсем хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни, вĕсем çав правилăсене сĕмсĕррĕн пăсни çине эпир пÿрне витĕр пăхни те  «хĕрлĕ автан» тухассипе  хăратса-шиклентерсе тăрать. Ăна ура хурас-пĕтерес тĕллевпе çĕр-шывăмăрта 1994 çулта «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» Федераци Саккунĕ вăя кĕчĕ. Вырăнти лару-тăрупа пăхсан - çакă йăлтах районăмăр лăпкăлăхĕшĕн. Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе республикăри ĕçтешĕсем хушшинче 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Çакă районти пушар хуралĕ лăпкă пурнăçшăн çанă тавăрса ĕçленине кăтартать. Çавăнпа та хаçат сотрудникĕн Анатолий БЕЛОВĂН ыйтăвĕсем çине паян пушар чаçĕн пуçлăхĕ Иван МЕШКОВ хуравлать.

 

- Иван Александрович, Çĕнĕ çула пысăк ÿсĕмпе кĕтсе илнишĕн сирĕнпе пĕрле хĕпĕртетпĕр, саламлатпăр. Районăмăр 70 çул тултарнă тĕле ку хăйне евĕр парне пулчĕ. Килĕшетĕр-и?

- Ырă сăмахсемшĕн тайма пуç. Вĕсемпе килĕшетĕп. Анчах тунă ÿсĕмсем лăпланмаллине пĕлтермеççĕ. Пирĕн пушар чаçĕ 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнинче малтанах район администрацийĕнпе унăн пуçлăхĕн Р. Тимофеевăн, хамăр тытăмра унчченрех ĕçленисен, ĕçре пуян опыт пухнă аслăрах ăрурисен, паян ĕçлекенсен тата район хаçачĕн т. ыт. те тÿпи пысăк тесе шутлатăп. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн И. Моторинăн аллинчен 1-мĕш степеньлĕ диплом илнĕ чух самай хумхантăм. Çав вăхăтрах çак чикĕрен малашне те чакас маррипе ĕçлеме хама хам сăмах патăм. Мĕншĕн тесен кунашкал чыса Муркашсем 2009 çулта та тивĕç пулнăччĕ.

- Хаçат вулакансене дипломпа илемлĕ кубок хыçĕнче мĕн тăнипе кĕскен паллаштарăр-ха. Çăмăл-и республика шайĕнчи çак чыса тивĕçме?

- Кунта калаçмалли нумай, чылайăшне хумхантаракан тата татса паман ыйту та самай. Вĕсене эпир паян йăлтах курса тăратпăр. Çавăнпах ĕнтĕ 2009 çулта 1-мĕш степеньлĕ, 2010 çулта 2-мĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçни ăнсăртран пулманнине иртнĕ çулхи ĕçсемпе те çирĕплетрĕмĕр. Гражданла оборона системине лайăхлатас, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата ăна вăхăтра сирес, ертсе пырассипе оперативлă ĕçсене хатĕр пулас тĕлĕшпе эпир пурнăç улшăнăвĕсемпе тан пыма тăрăшнине çÿллĕ шайра çапла хакларĕç. Ку пире савăнтарать, татах тăрăшуллă пулма хавхалантарать.

Эпир те аталанура пĕр вырăнта тăмастпăр. Акă нумаях пулмасть çеç-ха çăлавçăсем районти 15 ял-салана техника регламенчĕпе пăхнă пек инкекпе кĕрешме 20 минутра ĕлкĕрейместчĕç. Орининта, Юнкăра, Мăн Сĕнтĕрте, Шетмĕпуçĕнче тата Уйкас Янасалта ирĕклĕ пушар хуралĕсем йĕркелеме пултарнипе районта хăрушсăрлăх витĕмне пĕтĕмĕшле майлах хатĕрлесе çитерме май пулчĕ. Аталану çулĕ çĕнĕ ĕмĕтсем çуратать. Пирĕн çывăх тĕллевре - Юнкă ял тăрăхĕнче муниципалитет пушар хуралĕ йĕркелесси. Ăна пурнăçа кĕртни те районти хăрушсăрлăх витĕмне ÿстерессе шанатпăр. Пушара сÿнтериччен  ăна асăрхаттарма çăмăлрах.

- Иртнĕ çулхи «хĕрлĕ автансем» унчченхи çулхи пушарсемпе танлаштарсан мĕнпе уйрăлса тăчĕç? Вĕсемпе кĕрешме сирĕн вăйсем çителĕклĕ пулчĕç-и?

- Кунта манăн пушарсем пирки калаçиччен çак ĕçри профилактика ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăрас килет. Ăна шута илсе хамăр ĕçре профилактика пĕлтерĕшне яланах тĕп вырăнта тытса пыма тăрăшрăмăр. Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçлĕ шая çитерессипе ял тăрăхĕсемпе пĕрлех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем те алă усса лармаççĕ. Кунта манăн паян 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ райцентрпа Мăн Сĕнтĕрте, Шомикра 7 пушар машини тытни, «Геройпа» «Ударник», «Свобода», Суворов яч. хис. хуçалăхсемпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики ирĕке кайнă вут-çулăмпа туллин кĕрешме ятарлă техника кăларма кирек хăçан та хатĕр пулнине палăртассăм килет.

Пĕлтĕрхи тата виçĕм çулхи пушарсем тенĕрен малтанах статистикăпа паллаштаратăп. 2012 çулхи 45 пушарта 5 çын пурнăçĕ (вăл шутра пĕри ача) вăхăтсăр татăлнăччĕ. Пĕлтĕр ку хисеп сахалланчĕ: 34 пушар 2 çын пурнăçне илсе кайрĕ. Вут-çулăмри çухатусен пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкĕ 2 миллион та 272 пин тенкĕпе танлашрĕ. «Хĕрлĕ автанпа» кĕрешме хатĕр тăни тата инкек тухас-тăвас  пулсан пулăшу хăвăрт чĕнсе илме, çулăмпа кĕрешес ĕçе вăхăтра пуçăнма май пурри 21 миллион та 260 пин тенкĕлĕх пурлăха çăлса хăварма, 2 çынна вилĕмрен хăтарма пулăшрĕ.

- Иван Александрович, 20 çул каялла çулталăк хушшинче тĕрлĕ сăлтава пула сиксе тухнă 70 - 75 пушарта 7 - 15 çын пурнăçĕ татăлатчĕ пулсан, халĕ лару-тăру тĕпрен улшăнни курăнать.

- Килĕшетĕп. Анчах пушар хисепĕ сахалланни тимлĕхе чакармаллине пĕлтермест. Çапла тăватпăр та. Эпир те, патшалăх пушар надзорĕн инспекторĕсемпе вырăнсенчи яваплă специалистсем те, ирĕклĕ пушар хуралĕн  161 ĕçченĕ те ялсенче пурăнакансемпе вырăнсенче тата ĕç коллективĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе вăхăтра инструктажсемпе ăнлантару калаçăвĕ ирттерни, инкек вăхăтĕнче çынсене хăйсене епле тытмаллине, мĕн тумаллине вĕрентни пысăк пулăшу парать. Лăпкăлăхшăн кашнин тăрăшмалла.

Кунта манăн республикăри пушар хуралĕн çулталăкри ĕçне пĕтĕмлетнĕ çĕрте Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каланă сăмахсене илсе кăтартас килет: «Республикăра иртнĕ çулхи чрезвычайлă лару-тăрура çăлавçăсем вăхăтра вырăна çитнипе  икĕ пин ытла çынна вилĕмрен çăлса хăварнă. Апла пулсан вăл çынсене килĕсенче таса-сывă кĕтсе илнĕ, тăлăхсен хисепĕ ÿсмен, вĕсен мал туртăмлăх шанчăкĕ сÿнмен». 

- Пушарсем ăçта тухнине эсир кашни тĕслĕхрех тĕпчесе палăртатăр. Ку енпе мĕнле пĕтĕмлетÿ тухать куç умнее?

- Иртнĕ çул район территорийĕнче пулнă 34 пушартан 28-шĕ çынсен килти хуçалăхĕсенче пулчĕ. Вĕсен сăлтавĕсем пирки çакна палăртатăп. Ытларах чухне вут-кăвар мунча кăмакисемпе мăрйисем юсавсăр пулнипе, килти электрохуçалăх «ватăлнипе» тата унпа усă курас йĕркене сĕмсĕррĕн пăснипе, уçă çулăмпа асăрханусăр пулнипе,  ÿсĕрле пирус туртнипе вăй илнĕ. Эпĕ шутланă тăрăх пулнă инкексем ăнсăртран мар.   Вĕсенчен кашнийĕнченех пăрăнса иртме май пулнă. Инкексенче, тĕпрен илсен, пурăнмалли çуртсемпе верандăсем  9, мунчасем  7, сарайсемпе лаçсем тата гаражсем 9, пурăнмалли мар çуртсемпе склад пÿлĕмĕсем  2, техника хатĕрĕсем  2 кĕлленчĕç.

- «Хĕрлĕ автан» алхаснă тĕслĕхсем ытларах çулла пулнăран çак тапхăрта мĕн çине нумайрах тимлĕх уйăрма тăрăшатăр?

- Çуллахи вăхăтра пушарсем тухассине сахаллатас, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, халăха пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе çулленех пысăк ĕçсем туса ирттеретпĕр. Пушартан асăрханасси тата ирĕке кайнă вут-çулăмпа кĕрешесси ача вăйи мар. Çавăнпа та тĕрлĕ вĕрентÿ ирттерсе пушар хăрушсăрлăх правилисене халăх патне çывăхарах çитерме тăрăшатпăр. Çакна пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕн юлашки кунĕсенче Муркашри вăтам шкулта вĕренекен тата «Лесная сказка» ача-пăча санаторийĕнче канакан-сывалакан ачасемпе çу кунĕсенчи пушар хăрушсăрлăхĕпе вĕрентÿ ирттерни пирки те калайратăп.

Иртнĕ çул районта халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче вут-кăвар алхаснă тĕслĕхсем сисчĕвлентерчĕç. Кунта çакна калас килет. Вырăнти хăй тытăмлăх çинчен калакан  федераци саккунĕ ял тăрăхĕсен администрацийĕсене пушар хăрушсăрлăхĕ çине çирĕпрех пăхма ыйтать. Çакă вăл вырăнсенче пушар хуралĕ тытса тăрасси, агитаци ĕçне вăйлатасси, эрех-сăрапа иртĕхекен çемьесене тата пĕччен пурăнакансене шута илесси т. ыт. те. Кунпа пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен асăннă çынсен хуçалăхĕсене тĕллевлĕ тĕрĕслесе тăма график туни те пушар çулне пÿлĕ çеç. Сирĕн ыйту çине хуравласа çакна калатăп. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче пĕлтĕр икĕ пушар пулчĕ: арçынсен Каршлăхри Александр Невский ячĕллĕ православи мăнастирĕнче тата Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта. Пулса иртнине шута илсе инкексен калăпăшне пĕчĕклетме пурсăмăрăн та кăçал пĕрле тачă çыхăнура ĕçлемелле. Пушар культури общество йĕркелĕхĕшĕн пулнине манмалла мар. Çакна кашни çын патне çитерсен, хамăрăн культурăна ÿстерсен пушарсем сахалланасси пирки манăн пĕр иккĕленÿ  те çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика