15 января 2014 г.
Муркаш районне туса хунă хыççăн çулсем тăвасси пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулнă. Муркашран Москакасси еннелле ун чухне хальхи пек тÿрĕ çул пулман. Лаша урапин çулĕсем кăна. Шупашкара каяс пулсан Муркашсем Пиккикасси, Оринин витĕр çÿренĕ. Чуманкасси тăрăхĕнче пурăнакансен вăрман урлă тухса Кашмаш, Шурча енĕпе çÿреме тивнĕ.
Муркаш - Москакасси çула хăш çулта тума пуçăннине эпĕ ас тусах каймастăп. 1943 çулхи ноябрьтен 1950 çулхи ноябрьччен салтакра пулнă. 1951 çулта вара эпĕ колхозра ĕçленĕ май ку çула тунă çĕре хăйăр, чул турттарма хутшăннă. Вĕсене пĕтĕмпех лашасемпе, вăкăрсемпе турттарнă, наçилккасемпе алă вĕççĕн йăтса сарнă.
Вăл вăхăтра кашни колхозникăн, лашан 6 ĕç кунĕ норма ĕçлемелле пулнă. Çавна шута илсе колхозсене мĕн чухлĕ çĕр ĕçĕ пурнăçлама, мĕн чухлĕ хăйăр турттарма план-задани панă. Чулне те çырма-çатрасенче алă вĕççĕн чакаласа кăларма тивнĕ.
Эпĕ вара çул-йĕр пайĕнче 1952 çулта ĕçлеме пуçланă. Ку çула 1953 çулта туса пĕтернĕ. Çулне тунă хушăрах çулăн икĕ енĕпе те йывăçсем лартнă. Ку ĕçсене йĕркелесе пыраканĕ В. Скворцов пулнă. Йывăç-тĕмсене, сапансене вара эпĕ хатĕрлесе панă.
1959 çулта Муркаш районне пĕтерсе хучĕç. 1962 çул вĕçĕнче Сĕнтĕр районне пĕтерсен ку çул çинчен маннăпа пĕрех пулчĕ. 1964 çулта Муркаш районне тепĕр хут йĕркеленĕ çĕре Муркаш - Москакасси çулĕ япăхса кайма тытăннăччĕ. Çавăнпа çĕнĕ çул тăвас ыйту тухса тăнăччĕ. 1965 çул тĕлне асфальт çул тума проект хатĕрленĕ, ăна плана кĕртнĕ. Анчах та патшалăх планĕпе строительство материалĕсене (вак чул, битум) уйăрса памаççĕ. Çапах та, нушаланса та пулин, 1971 çул тĕлне ку çула асфальт сартăмăрах.
Вак чулĕпе битумне Москакассинчи АБЗ-на кÿрсе панă. Вĕсем пире килĕшÿ тăрăх асфальтне парса тăнă. Вак чулне Куйбышевран, битумне Кстовăран хĕлле хамăрах лумсемпе катса турттарнă.
Çулне туса пĕтерес умĕн следстви пуçланчĕ. Мĕнле майпа вак чул тупса илнĕ пирки. Юлашкинчен çулне туса пĕтерсен çул-йĕр участокĕн пуçлăхне К. Святогорова 2 çуллăх ирĕкрен хăтарчĕç. Эпĕ те вак чул патне кайса çÿренĕ те аранах çăлăнса юлтăм. Çавăн пек нушапа çул турăмăр.
Эпĕ çул-йĕр ĕçне салтака кайичченех, 1941 çултах Горький - Хусан çулне тунă çĕре хутшăннă. Пирĕн Энгельс ячĕллĕ колхоза çулăн Чемей тĕлĕнчи участокне çирĕплетсе панăччĕ. Эпĕ унта лашапа ĕçленĕ май пĕр кунхине пирĕн пата палламан çын пычĕ. «Эпĕ Асламас - Москакасси участокĕпе прораб пулатăп», - тет. Манăн ăна лашапа лартса çÿремелле пулчĕ.
Çав çынна эпĕ салтакра чухне вăрçă хыççăн тыткăна лекнĕ нимĕç çар çыннисемпе пĕрле Мускав - Симферополь, Харьков - Киев çулсене тунă чухне тĕл пулнă. Горький - Хусан çулне тунă чухне вăл Етĕрне хулинче тĕрмере ларнă та ăна çул тутарма хуралсăр çÿреме ирĕк панă. Çул-йĕр инженерĕ пулнă вăл.
1978 çулта Муркашри çул-йĕр участокне Шупашкарти ДРСУ-па пĕрлештернĕ хыççăн эпĕ Муркашри газ участокне 10 çул хушши ертсе пытăм. Япăхах ĕçлемен тесе шутлатăп. Пенсие тухсан та тепĕр çул ĕçлерĕм.
П. МИТРОФАНОВ,
ĕçпе вăрçă ветеранĕ.