15 января 2014 г.
Пысăк курав
2014 çул - Культура çулталăкĕ. Çавна май районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра «Раççейри Культура çулталăкĕ» курав йĕркеленĕ. Вăл «Вырăс культури», «Чăваш культурин тĕнчи», «Муркаш районĕ: историпе культура» тата «Халăх ăс-хакăлĕн астăвăм çăл куçĕ» пайсенчен тăрать.
Курав тăтăшах пуянланса, анлăланса пырĕ. Унпа паллашса кашни çын хăйне валли усăллине тупĕ.
Вакансисем пур
Çулталăк пуçланнăранпа Муркаш халăхне ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç тупма пулăшас ыйтупа 5 çын пынă. Январĕн 13-мĕшĕ тĕлне официаллă майпа регистрациленĕ ĕçсĕр çынсен шучĕ 53-пе танлашнă. Çакă вăл экономика тĕлĕшĕнчен активлă çынсен 0,26 проценчĕпе танлашать.
Ĕç паракансем пĕлтернĕ тăрăх районта халĕ 126 ваканси пур.
Пĕрремĕшсем - Юнкăсем
Январĕн 10-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче районта кăçал пĕрремĕш йĕкĕреш çуралнине регистрациленĕ. Юнкă ял тăрăхĕнчи 1 Май выççăлккинче пурăнакан Наталия Николаевнăпа Вячеслав Николаевич Орловсен çемйинче икĕ хĕр - Верăпа Люба çут тĕнчене килнĕ. Вĕсен Анна аппăшĕ те пур.
Çак кунах районта кăçалхи пĕрремĕш çĕнĕ çемье йĕркеленнĕ. Вĕсем те Юнкă ял тăрăхĕнчен - Кăпасри Иннăпа Андрей Шурдиковсем.
Шейпинга килĕштереççĕ
Шуркасси ялĕнчи хĕрарăмсем каçсерен телевизор умĕнче тунсăхласа лармаççĕ. Активлă канăва кăмăллакансем ял клубĕнче иртекен шейпинг занятийĕсене килĕштерсех çÿреççĕ. Хĕрарăмсем икĕ сехете яхăн тĕрлĕ хускану тăваççĕ.
Кунсерен клуба вунă ытла хĕрарăм пухăнать. Занятисене çак вырăнта пурăнакан Людмила Васильева ертсе пырать.
Н. Николаева хатĕрленĕ.