12 января 2013 г.
Урамра илемлĕ хĕл кунĕсем тăраççĕ. Çилсĕр сивĕ кунсем, лапка-лапка юр çуни пахчаçăшăн питех те лайăх. Юр ытлă-çитлĕ пулни улма-çырла йывăççисемпе тĕмсене сивĕ сиен кÿресрен упрама-сыхлама пулăшать. Хĕл кунĕсенче юр нумай çуни çуркунне тăпрари нÿрĕке сыхласа хăварма май парать. Юр вăйлă çунă хыççăн ăна йывăçсен турачĕсем çинчен силлесе антарасси пирки те манас марччĕ. Мĕншĕн тесен туратсем юр йывăрăшĕпе чĕрĕлсе анас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та çакнашкал хăрушлăх пур туратсем айне шалчасем лартса тĕкĕ пани лайăхрах.
Кăрлач – хĕл варри. Ку вăхăтра ытларах чух кăнтăрла та, çĕрле те шартлама сивĕ хуçаланать. Сывлăш температури питех те аяла анса кайни улма-çырла йывăççисемпе тĕмсене пысăк сиен кÿме пултарать. Сăмахран, улмуççи вуллисемпе турачĕсем 40 – 45 градус сивве тÿсеççĕ пулсан, тымарĕсем 13 – 15 градус сивве те чăтаймаççĕ.
Иртнĕ уйăхра юр сахалрах çунипе сад-пахчара тăпра сийĕ 30 – 35 сантиметр хулăнăш, юрпа сахал витĕннĕ лаптăксем вара унран та тарăнрах шăнма ĕлкĕрчĕç. Çакă кĕркунне лартса хăварнă çамрăк улмуççисемпе груша йывăççисене вĕсем тавра çĕрнĕ тислĕк е торф хулăн хурса хăварман пулсан самай сиен кÿме пултарать. Çавăнпа та кăрлач уйăхĕнче садра улма-çырла йывăççисене сивĕрен сыхласа хăварассипе нумайрах ĕçлемелле. Уйрăмах юр тытса хăварассипе тăрăшуллă пулмалла. Улмуççи вулли тавра юр купалани тымарсене шăнтса ярасран хÿтĕлет.
Садра юр сахал теме пăхать хăшĕ-пĕри. Ку тĕрĕс мар шухăш. Кил-çуртпа хуралтăсем çывăхĕнче, карта хÿттинче юр сахал мар. Унпа усă курма пулать те ĕнтĕ сивĕрен хÿтĕленме.
Грушăна, чиепе сливăна, хурлăханпа хăмла çырли тĕммисене, сырлана сивĕрен сыхлама та юрпах усă курмалла.
Иçĕм çырли ÿстерме юратакансем хĕле хатĕрленсе ÿсен-тăрана сивĕрен сыхлама сахал мар тăрăшаççĕ. Ку аван ĕнтĕ. Апла пулин те иçĕм çырли тĕмми тавра юр хулăнрах хурса пусăрăнтарни сая каймĕ: шартлама сивĕсем те хăрушă пулмĕç, шăшисем те кăшласа сиенлеймĕç.
Çĕр çырли ÿстерекенсен çакна манмалла мар: тăпра температури 8 градусран сивĕрех пулсан çырла тымарĕсем шăнса пăсăлаççĕ. Çавăнпа та çĕр çырли йышăнакан лаптăксенче те юр тытса хăварма тăрăшмалла. Çакă вăл тухăç никĕсĕ пулса юлĕ.
Çуркунне акма хатĕрленĕ пан улмипе груша вăрлăхĕсене стратификацилесси пирки те манмалла мар. Çак ĕçе пурнăçлама вăрлăхсене 3 пай хăйăрпа хутăштарса нÿретмелле те тарăнах мар савăта (ещĕке) тултарса нÿхрепре 3–4 градус ăшăра 120 – 130 талăк упрамалла. Упранă вăхăтра вĕсене тăтăшах пăтратмалла, хăйăр типсе каясран ăна тăтăш нÿретсе тăмалла. Тепĕр чух вăрлăхсем вăхăтсăр та шăтса тухма пултараççĕ. Çакăншăн тÿрех пăшăрханмалла мар. Вăрлăха 0 градус температура тăракан вырăна куçармалла та унта 3 уйăх тытмалла. Стратификацилеме хунă вăрлăха пăнтăх ересрен тата шăшисем сиенлесрен асăрхаса тăмалла.
Çуркунне сыпма хатĕрлесе хăварнă улмуççи сапанĕсем епле хĕл каçнине пăхма та манмалла мар. Управ пÿлĕмĕнчи сывлăш ăшăнса кайнипе сапансем çинчи папаксем вăхăтсăр чĕрĕлме пултараççĕ. Çакна асăрхарăр пулсан сапансене унтан илсе тухмалла та пакетпа чĕркесе юр айне хумалла.
Шартлама сивĕ хĕл кунĕсем – хамăр патăмăра хĕл каçма юлнă вĕçен кайăксемшĕн те йывăр вăхăт. Вĕсем пирки те манас марччĕ пирĕн. Сырăшсем ăсталаса вĕсене сад-пахчари йывăçсен тураттисем çине çакса пани йăнăш пулмĕ. Кайăксем валли унта çăкăр тĕпренчĕкĕ, кĕрпе е хĕвел çаврăнăш вăрри хурса парăр. Çак пархатарлă ĕçе шкул ачисене активлă явăçтарăр.
Сăмахăма вĕçлесе хаçат вулакансене Çĕнĕ çулпа саламлатăп. Кăçал сирĕн пахчасемпе килти хушма хуçалăх тухăçпа савăнтарччăр. Çакна валли кашни вулакана хăй пуçăннă ĕçĕнче ăнăçу сунатăп.
А. ШАРИКОВ,
пахчаçă.
Тереç ялĕ.