Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан манăр: васкакан вакка сикнĕ

12 января 2013 г.

Январĕн 4-мĕшĕнче 17 сехетре «Атăл – Мăн Сĕнтĕр – Шашкарвăрри» автоçул çинче питĕ хăрушă инкек пулса иртрĕ. Çăмăл машинăпа пыракан çамрăк водитель хăйĕн пассажирĕсем çинчен пачах та шутламан тейĕн: çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасăр çăмăл машина водителĕ хирĕç килекен транспорт речĕ çине тухать. Унта вара шăпах УАЗ машина пырать пулнă-мĕн. Машинăсем çапăнассинчен пăрăнма ĕлкĕреймеççĕ. Çак авари ытла та хакла ларать: çăмăл машинăра водительпе юнашар ларса пынă 1994 çулта çуралнă хĕр тата хыçалти ларкăч çинче амăшĕн аллинче пулнă çулталăк çурăри ача вилсе каяççĕ. Çăмăл машина водительне тата ача амăшне йывăр сурансемпе больницăна леçеççĕ.

Ĕçе следовательсем тишкереççĕ. Айăплин саккунпа килĕшÿллĕн явапне тытмаллах пулать. Анчах та вилнисене каялла тавăраймăн çав.

Çав кунах М–7 трасса çинче тепĕр инкек пулса иртет. Унăн сăлтавĕ – машина ытла та пысăк хăвăртлăхпа кайни. Çапла майпа çул-йĕр çинчи лару-тăрура машина хирĕç килекен транспорт речĕ çине тухса каять. Унта тепĕр машинăпа çапăнать. Пĕр пассажира Шупашкарти больницăна леçмелле пулса тухать.

Çул çине тухнă чух, тархасшăн, тимлĕ пулăр. Çанталăк, çул-йĕр условийĕсене шута илĕр. Хăвăрăн тата юнашар ларса пыракансен хăрушсăрлăхĕ пирки ан манăр. Васкакан вакка сикнĕ тесе ахальтен каламан ваттисем.

С. Иванов,

патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика