Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханнине нимĕн те çитмест

12 января 2013 г.

Кашни çыннăн пурăнма право пур. Çакна Раççей Федерацийĕнче Конституципе çирĕплетнĕ. Çак право çыннăн ытти прависемпе ирĕкĕсене никĕслекенни шутланать. Хальхи вăхăтра хăш-пĕр çынсем е патшалăхсем те ыттисенчен вăйлăрах, «çÿллĕрех» пуласшăннипе çак право пирки мансах каяççĕ. Çамрăксенче кăмăл-сипет çирĕплĕхĕ çукки, çынсем пĕр-пĕрне пулăшма васкаманни вара обществăри йĕркесĕрлĕх патне илсе пырать, преступленисен шутне, вăл шутра çыннăн пурнăçне татнипе çыхăннисене те, ÿстерет.

Çынна вĕлернĕ преступленисен йышĕнче çынна асăрхамасла вилĕм кÿни ытларах. Ятарласа е шутламан çĕртех пĕр-пĕр ĕçе пурнăçланă чухне асăрхамасăр тепĕр çыннăн пурнăçне татнине çапла палăртса çырнă саккунра.

Шел пулин те, çакăнпа çыхăннă преступленисем пирĕн районта та пулса иртеççĕ. Муркаш район судĕнче ку тĕлĕшпе пăхса тухнă ĕçсен хисепĕ те ÿсет. Çынна асăрхамасла вилĕм кÿнипе 2011 çулта икĕ çынна айăпланă пулсан, 2012 çулта – виçĕ çынна.

Иртнĕ çулхи ĕçсене тишкерер-ха. Мартăн 1-мĕшĕнче Москакасси çывăхĕнчи обществăлла транспорт чарăнăвĕнче Сергеев гражданинпа Матюхин гражданин хушшинче хирĕçÿ, харкашу тухать. Çав лару-тăрура Сергеев Матюхина тĕксе ярать. Лешĕ вара транспорт иртсе çÿрекен çул çине ÿкет. Унта пыракан тиев машини хыçалти ураписемпе Матюхин урлă каçса каять. Арçын самантрах вилет. Хирĕçÿ тухсанах, çынна çул енне тĕксе яричченех, Сергеевăн пулма пултаракан хăрушлăх пирки шутламалла пулнă. Вăл вара ун пирки асăрхамасла вилĕм кÿнĕ хыççăн тин шутланă.

Муркаш район сучĕ И. Сергеева Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 109 статйин 1 пайĕнче пăхса хунă преступление тунăшăн айăпласа 10 уйăхлăх юсанмалли ĕçсене пурнăçлама тата ĕç укçин 20 процентне патшалăх тупăшĕ шутне тытса юлма çирĕплетрĕ. Кунсăр пуçне пурлăх енчен кÿнĕ сиене 9093 тенкĕ те 06 пус тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене 50 пин тенкĕ тÿлеттерме йышăнчĕ. Йышăну саккунлă вăя кĕнĕ.

Тепĕр ĕç августăн 22-мĕшĕнче каçалапа пулса иртнĕ. Каллех икĕ арçын хушшинче харкашу тухнипе çыхăннă вăл. Мартынов гражданина Э. Яковлев питрен çапнипе лешĕ пÿрт тамбурĕпе çенĕк хушшинчи алăк сулли çине ÿкет. Ăна больницăри реанимаци уйрăмне çитереççĕ. Анчах арçын унтан тухаймасть – унăн пурнăçĕ татăлать.

Муркаш район сучĕ Э. Яковлева юсану ĕçĕсене 1 çулталăк хушши пурнăçлама тата ĕç укçин 20 процентне патшалăх тупăшĕн шутне тытса юлма йышăну тăвать. Йышăну саккунлă вăя кĕнĕ.

Виççĕмĕш тĕслĕхĕ вара кăкăр ачипе çыхăннă. Ачана кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра каçпа амăшĕ çывăрса кайнă. Кăкăр ачан сăмсипе тутине те хупланăран вăл сывлайми пулнипе вилсе кайнă. Çапла икĕ уйăхри ачан пурнăçĕ татăлать. Амăшне айăпласа суд 1 çулталăклăх юсану ĕçĕсене пурнăçлама тата ĕç укçин 20 процентне патшалăх тупăшĕн шутне тытса юлма йышăну тăвать. Йышăну саккунлă вăя кĕнĕ.

Нумай тĕслĕхе тишкерсен вĕсем ытларах чухне эрех ĕçнĕ хыççăн пулни паллă. Çавăнпа та çăмăлттайлăх вилĕм патне илсе çитерме пултарасси пирки манмалла мар. Пурăнмалли çурт-йĕрте çут çанталăк газĕпе усă курмалли хатĕрсем е электроприборсем юсавсăр пулни те унта пурăнакан кашни çыннăн пурнăçне хăрушлăх умне кăларса тăратма пултарассине ан манăр.

А. Яковлев,

ЧР Муркаш район сучĕн суд председателĕн пулăшаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика