12 января 2013 г.
Ялсен социаллă аталанăвĕ пирки паян нумай калаçаççĕ. Хаçат ĕçĕпе унта е кунта пулса курсан социаллă аталану калаçу шайĕнчен конкретлă ĕçсем патне куçни те час-часах куç умне тухать.
Социаллă аталану çĕнĕ шая çĕкленсе пыни пирки калаçас пулсан манăн паян Мăн Сĕнтĕр райповĕ халăхшăн туса ирттерекен ĕç-хĕл çинче чарăнса тăрассăм килет. Суйлавăм та ăнсăртран мар.
...Палăртнă вăхăта Мăн Сĕнтĕр райповĕн харпăрлăхĕнчи «Шуçăм» кафене ял ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем тата аслашшĕ-асламăшĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Райпо канашĕн пуçарăвĕпе юлашки çулсенче çулленех Мăн Сĕнтĕрте нумай ачаллă çемьесем тата тăлăх ачасем валли ирттерекен Раштав елки кăçал та кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче хăйĕн çутисене çутрĕ. Палăртнă пекех райпо пăхса тăракан территорири ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тăрăшнипе тата аслă ăрурисем тимленипе ачасем уява йышлă пухăнса çитрĕç.
Эпĕ «Шуçăма» çитнĕ чух кунти симĕс те илемлĕ тум тăхăннă чăрăш тавра ача-пăча тупăшсах вылятчĕ. Вĕсем хушшинче Юр Пике тумне тăхăннисем те, шăшипе пушмаклă кушак костюмĕ тăхăнса килнисем те, мулкачăна хăваласа çÿрекен кашкăр та, аваллăхри рыцарьсем те пур. Ачисене кура ашшĕ-амăшĕсем те бал-маскарад тумĕнчен ютшăнманни кунта чăн-чăн уяв пулнине çирĕплетрĕ. Ачасем капăр тумлă чăрăш патĕнчен уйрăлма пĕлменни, вĕсем аслисем çине ĕненÿллĕн те юратуллăн пăхни Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕ ку хутĕнче те хăйĕн ĕçĕн тĕллевне тупнине палăртрĕ.
– Райпо канашĕ хăйĕн ĕçне ыранхи кунпа йĕркелесе пыни – пирĕн ырă йăлара. Миллионшар тенкĕлĕх тавар сутрăмăр, халăха тĕрлĕрен услугăсем патăмăр. Мĕн пурнăçлани лайăх-ха, анчах эпир ыранхи пирки самантлăха та манмастпăр. Паянхи ачасем – пирĕн ыранхи пайщиксем. Çакна ăнланса эпир вĕсемпе ачаранах çыхăну йĕркелессине мала хуратпăр. Пирĕн тăрăшулăха ял тăрăхĕсем, ашшĕ-амăшĕсем ăнланни – уяв ăнăçăвĕн палли, – чăрăш тавра выляса чупакан ачасем çине кăмăллăн пăхса калаçать паян уява килнĕ кашни ача валлиех парне çитессине палăртса Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн ертÿçи Людмила Майкова (сăн ÿкерчĕкре).
Людмила Петровнăпа калаçса утнă хушăра пирĕн умран илемлĕ костюмсем тăхăннă Рома Казаковпа Егор Смелов ăмăртса чупса иртрĕç. 4 çулхи Дарья Муляковăпа амăшĕ ташша хатĕрленнĕччĕ. Раштав елкине Оксана йăмăкĕпе килсе çитнĕ Зоя Волкова та уяв илемĕпе кăмăллă. Наташăпа Михаил Отеновсем вара Раштав уявне Катьăпа Ирина хĕрĕсене илсе тухнă.
Чăрăш патне шăпăр çине утланнă карчăк тухсан пурте чăрăш тавра карталанчĕç. Кĕтмен хăна хăйне Юр Пике пек кăтартма тăрăшнине те, Хĕл Мучи пек тыткаланине те шăпăрлансем ĕненмерĕç. Пĕр харăссăн чĕнсен килсе çитнĕ Хĕл Мучипе Юр Пикене вĕсем нумай вăхăтчен сăвăсемпе савăнтарчĕç, юрăсем юрласа кăтартрĕç, ташăри хастарлăха палăртрĕç. Маттуррисем кашниех Хĕл Мучипе Юр Пикерен тутлă кучченеçсем илме тивĕç пулчĕç.
Ташланă-савăннă хыççăн Раштав елкин спонсорĕ – Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн ертÿçи Л. Майкова – уява килнĕ кашни ачана Çĕнĕ çул парнипе савăнтарчĕ.
– Экономика тĕреклĕхĕ пĕрле вăй хунинчен йĕркеленет. Хуçалăх экономики тата предприяти аталанăвĕ пĕрле пулса ыранхи куна пăхсан ăнăçать. Ун хыçĕнче пĕри – пуриншĕн, пурте пĕриншĕн ĕçлени тăрать. Çак çыхăну Муркаш енре аслăрах ăрусем пуçарнипех тачă хутшăнура. Çĕр-шыв рынок хутшăнăвĕсен çулне суйласа илнĕ май юлашки çулсенче Мăн Сĕнтĕр райповĕ хăйĕн ĕçне туллин кăтартма пуçларĕ. Анчах экономика хутшăнăвĕсен çĕнĕ тытăмĕнче те татса паман ыйтусем, пĕрле пулса тумалли йышăнусем çук мар-ха. Раштав елки районти потребительсен кооперацине халăхпа çывăхарах пулма пулăшасса шанатăп. Çак туслăх Муркаш ен экономикине тĕреклетессипе пысăк вăй пуласси те иккĕлентермест, – терĕ Раштав уявне пухăннисене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.
Райпо коллективĕ ĕçлеме тăрăшни, çĕнĕлĕхсемпе паллашса вĕсене алла илсех тăни палăрчĕ çак мероприятире.
– Вырăнти халăхпа ĕçлесе тулашри рынока тухма инноваци активлăхне ÿстермелле – çакă сирĕн умра тăракан тĕп задача. Эсир çакна пултаратăр. Мĕншĕн тесен Муркаш районĕ республикăшăн кирек хăш ĕçре те яланах тĕслĕх пулса тăнă. Район администрацийĕн йышăнăвĕсене предпринимательсем айккинче хăварманни те пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна сумлăрах аталантарма çул уçă пулнине çирĕплетет, – терĕ Раштав уявне хутшăнса Чăваш Республикинчи предпринимательсемпе потребкоопераци ĕçченĕсен профсоюз канашĕн ертÿçи Надежда Гамоля.
Раштав уявĕ районти социаллă аталану çĕнĕ шая çĕкленсе пынине çирĕплетрĕ. Кăçал вăл 57 ачашăн Çĕнĕ çул парни пулчĕ.
А. БЕЛОВ.