12 января 2013 г.
Оринин тăрăхĕнчи «Орин ен» ветерансен хорĕ Çĕнĕ çула савăк кăмăлпа, пысăк çитĕнÿпе кĕтсе илчĕ, вăл «халăх коллективĕ» ята тивĕçрĕ. Çавăнпах Орининти Культура çуртĕнче вĕсем куракан умне пысăк программăпа тухрĕç. Юрă-кĕвĕ ăстисен сцена çинчи ăсталăхне Чăваш Республикин Халăх пултарулăх çурчĕн ертÿçин çумĕ Т. Шамсеева, Т. Ишмуратова методист тата композиторсен ассоциацийĕн членĕ Б. Быков хакларĕç.
Ветерансен хорĕ йĕркеленнĕренпе вăхăт нумаях та иртмерĕ. Апла пулин те вĕсем анлă программăпа районта анчах мар, ун тулашĕнче те куракан кăмăлне тивĕçтерме ĕлкĕрчĕç. Çавна май юрă-кĕвĕ ăстисен ячĕ-сумĕ татах та çĕкленчĕ. Тĕрĕссипе вара ветерансен хорĕ сцена çине пĕрремĕш хут тухсанах кашни куракана тыткăнларĕ, халĕ те вăл халăх кăмăллакан ушкăнсенчен пĕри. Репертуарĕ питĕ пуян вĕсен. Кашни юрри-кĕвви – куракан килĕштерни.
«Чĕрĕ» сасăпа юрлани юлашки вăхăтра манăçа тухма пуçларĕ ĕнтĕ, «Орин ен» ушкăн шăратаканнисене вара тахçанчченех итлеме пулать. Вĕсем СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн искусство ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, композиторĕ Ф. Лукин çуралнăранпа çĕр çул çитнине халалланă «Тусăмсене юрă-кĕвĕпе савăнтарар» фестиваль-конкурса хутшăнса лауреат пулчĕç. Кунта вĕсем ыттисен пултарулăхĕпе те паллашрĕç.
Ветерансен хорне йĕркелессинче пултарулăх ертÿçин В. Александровăн тÿпи пысăк. Вăл – Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн членĕ. Юрă-кĕвĕ пÿлми вара унăн чăннипех те пуян. Культура ĕçĕнче вăл хĕрĕх çула яхăн вăй хурать.
– Сцена çине тухакан кашни ветеран чунтан юрлама тăрăшать. Репетицисене йĕркеллĕ çÿреççĕ. Эпĕ вара вĕсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленишĕн тав тăватăп, – тет юрă-кĕвĕ ăсти Владимир Михайлович.
Ветерансен хорĕн ÿсĕмĕ вара унта çÿрекенсен шухăш-кăмăлĕнчен, кăмăл-туйăмĕнчен чылай килет. Тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ çыннăмăрсемшĕн Культура çуртне килесси ĕç вырăнĕ евĕрех, кунта вĕсем куллен тата палăртнă вăхăтпа çÿреççĕ.
– Çакăнта çÿреме пуçланăранпа вара хама яшланнă пек туятăп. Черетлĕ репитици, концерт хыççăн кăмăл-туйăм та çĕкленет, – каласа парать хисеплĕ пĕр ветеран.
Тепĕр тесен пĕрле пухăнни питĕ кирлĕ. Кунта районти çĕнĕ хыпарсемпе паллашма, пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçма пулать. Хисеплĕ ветерансем вара пĕр çемьери пекех килĕштерсе пурăнаççĕ, юрлаççĕ.
Р. Илларионова.