12 января 2013 г.
Муркаш районĕнче прокуратура – Чăваш Республикин тата Раççей прокуратурисен тытăмĕнчи пай – йĕркеленнĕренпе утмăл тăватă çул çитрĕ. Çак тапхăрта саккунлăх хуралĕнче тăрăшакансем çĕр-çĕр çынна йывăрлăхра пулăшнă, тĕрĕс çултан пăрăннисене ответ тыттарнă. Эпĕ профессиллĕ уяв умĕн район прокурорĕпе, юстици советникĕпе С. Фирсовпа калаçу ирттертĕм, çулталăкри ĕçе тишкерме ыйтрăм.
– Прокуратура органĕ саккунлăх чи çÿллĕ пусăмра пулмаллине тата ăна пăхăнмаллине çирĕплетсе парать. Çавна май Конституцире палăртнă саккунлă правасене туллин хÿтĕлет. Çапла вара саккуна пĕтĕмĕшле пăхăнасси епле шайра пурнăçланнинче прокуратура ĕçченĕсен тÿпи пысăк. Район çыннисем туяççĕ пулĕ, пирĕншĕн пурте пĕр тан: пуçлăх-и вăл е ахаль çын – йĕркене пăснă пулсан кашнин ответ тытмалла. Иртнĕ çул вара уйрăмах граждансен социаллă прависене тивĕçлĕ хÿтĕлесси, коррупципе çивĕччĕн кĕрешесси тата ытти йĕркесĕрлĕхе аталантарма парас марри пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
Оперативлăх тĕпре пулнипе йĕркене пăснă пĕр пин тĕслĕх тупса палăртрăмăр. Ĕç сыхлавĕн сферинче саккуна хирĕçле 600 ĕçе тăрă шыв çине кăлартăмăр. Йĕркене пăсни ытларах ĕç укçи вăхăтра паманнипе е ăна пачах тÿлеменнипе çыхăннă. Çапла вара прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн граждансен интересĕсене хÿтĕлесе пĕтĕмпе 7 миллион тенкĕ ытла укçа таврăнăç тунă. Вырăнсене тухса рейдсем ирттернĕ май производствăра аманасси-сусăрăнасси чакрĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи саккунлăх та – кулленхи тимлĕхре.
Çул çитменнисен прависене хĕсĕрлени те тăтăшах тĕл пулать, хăш чухне вара тăван ашшĕ-амăшĕн чунсăрлăхĕ те курăнать. Ку тĕлĕшпе йĕркене пăснă 500 тĕслĕх тупса палăртнă, айăплисене явап тыттарнă. Çынсен саккунлă интересĕсене хÿтĕлесси тĕпре пулнă май административлă 13 ĕç пуçарнă, должноçри 101 ĕçчене ответ тыттарнă.
Граждансемшĕн прокуратура органĕ яланах саккунлăх хуралĕнче, вĕсен вара пирĕн пата тĕрĕслĕх шыраса килме именмелле мар. Çынсем пирĕн пата тĕрлĕ ыйтупа тăтăшах килеççĕ. Çавна май иртнĕ çул граждансенчен 180 çăхав-çыру илнĕ, 38-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен вара юлашки тапхăрта саккуна пăсасси ÿссех пырать, вăл шутра уйрăмах йывăр преступленисен хисепĕ те.
Пирĕн прокуратурăра ĕçе чунпа парăннă тата яваплăха туякан çынсем тăрăшаççĕ. Хăйсен çитĕнĕвĕсемпе, пултарулăхĕпе хавхалантараççĕ, çавăн пекех ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Акă иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республики шайĕнчи конкурсра прокурорăн аслă пулăшуçи В. Захаров «Прокурорăн чи лайăх пулăшуçи» номинаци çĕнтерÿçи пулчĕ. Прокурор çумĕ Ю. Семенов ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Çавăн пекех Ю. Семенова, Т. Абрамовăна тата И. Тимофеева «Раççей прокуратурине йĕркеленĕренпе 290 çул» юбилей палли парса чысларĕç. Апла пулсан район прокуратурин ĕçĕ-хĕлĕ курăмлă теме пулать.
– Эсир малашне те хăвăр тивĕçе туллин пурнăçласса шансах тăрăпăр. Саккунлăха çирĕп сыхласси яланах тĕп вырăнта пултăр. Профессиллĕ уяв ячĕпе вара сире тата ытти ĕçченсене чи малтан çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатпăр.
Р. Илларионова
калаçнă.