Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлемен пенсионерсем пулăшăва тивĕçеççĕ

12 января 2013 г.

Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Енри ĕçлемен пенсионерсене социаллă хушма тÿлев пама пуçăнчĕç. Çакă вăл пенсионерсен пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçине (минимумне) ÿстернипе çыхăннă. Чăваш Республикин Саккунĕпе ăна 2013 çул валли 5121 тенкĕ чухлĕ палăртнă.

Çапла вара ĕçлемен пенсионерсене паракан федераллă социаллă хушма тÿлевĕн вăтам виçи 167 тенкĕ ÿсрĕ, 1083 тенкĕпе танлашрĕ. Пирĕн районпа илес пулсан ĕçлемен пенсионерсене паракан хушма тÿлев 284 тенкĕ ÿсрĕ, 1198,86 тенкĕне çитрĕ.

2012 çулта хушма тÿлев илсе тăнă ĕçлемен 26 пине яхăн пенсионерăн хушма тÿлев виçине хăй тĕллĕнех (автоматически) çĕнĕрен шутласа палăртаççĕ. Кунпа пĕрлех малтанхи вăхăтра социаллă тÿлев илсе тăнă, кайран вара тупăш ÿснине кура ăна пама пăрахнă пенсионерсен те социаллă тÿлев çĕнĕрен илме тытăнма заявлени çырмалла пулмасть. Ăна кăçал заявлени çырмасăрах парса тăрĕç. Республикăра кун пек пенсионерсен шучĕ 2 пине яхăн. Муркаш районĕнче 2012 çулта социаллă тÿлев илсе тăнă 1410 пенсионерăн хушма тÿлев виçине çĕнĕрен шутласа палăртнă. Заявлени çырмасăрах ĕçлемен 57 пенсионера социаллă хушма тÿлев пама тытăннă.

Енчен те ĕçлемен пенсионерăн тупăшĕ 5121 тенкĕне çитмест тата нихăçан та социаллă хушма тÿлев илсе тăман пулсан, кун пеккисен Пенси фондне пырса заявлени çырас пулать. Тепĕр уйăхран вĕсене хушма тÿлев пама пуçăнаççĕ. 18 çула çитмен ачасем пенси шутласа пама пуçăнсан заявлени çырмасăрах хушма тÿлеве те тивĕçеççĕ.

Аса илтеретпĕр, социаллă хушма тÿлеве республикăри пурăнма кирлĕ минимумран сахалрах тупăшлă ĕçлемен пенсионерсене параççĕ. Тупăш шутне пенси, федераллă тата регион шайĕнчи уйăхсерен парса тăракан укçа тÿлевĕсем, вăл шутра телефоншăн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемшĕн паракан компенсацисем те кĕреççĕ. Социаллă хушма тÿлев виçине республикăри пурăнма кирлĕ минимумран пенсионерăн тупăшне кăларса палăртаççĕ.

РФ Пенси фончĕн

районти управленийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика