Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕнтерÿ ялавĕ» каллех «Прессăн ылтăн фондĕнче»

12 января 2013 г.

Район хаçачĕ «Прессăн ылтăн фончĕ – 2013» пахалăх паллине тивĕçрĕ.

«Прессăн ылтăн фончĕ» пахалăх паллине 2005 çулта Пĕтĕм тĕнчери «Пресса» профессионаллă выставкăн йĕркелÿ комитечĕ çирĕплетнĕ. Унпа пахалăхлă тата общество пĕлтерĕшлĕ пичет изданийĕсене наградăлаççĕ.

2010 çултанпа Раççейри çак проекта «Журналист» издательство çурчĕ, пичетпе массăллă коммуникацисен Федераллă Агентстви, РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерстви, РФ Культура министерстви тытса пыраççĕ.

Раççейри конкурса çĕр-шыври 450 яхăн издани хутшăннă. Лауреатсен ятне 300 ытла хаçатпа журнал тивĕçнĕ.

«Прессăн ылтăн фончĕ – 2013» паллăпа свидетельствăна Мускавра Раççейри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçлĕ форумĕнче параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика