Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсене вăраха тăсмалла мар

27 ноября 2013 г.

 

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  тунти кун район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттерчĕ. Кун йĕркине икĕ ыйту кĕртнĕ: пĕрремĕшĕ - республикăра грипп тата респираторлă вирус чирĕсене асăрхаттарасси, иккĕмĕшĕ - Раççей Федерацийĕн Правительстви 2012 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчи 1425 номерлĕ йышăнăвне пурнăçа кĕртни.

Канашлăва пуçласа малтанах Михаил Игнатьев çанталăк сивĕтсе пынине пула пушар тухас хăрушлăх ÿснине, çÿхе пăр çинче инкексем пулма пултарассине асăрхаттарчĕ, ку тĕлĕшпе муниципалитет пуçлăхĕсене вырăнсенче профилактика ĕçĕсене вăйлатма чĕнсе каларĕ.

Республикăра грипп тата респираторлă вирус чирĕсене асăрхаттарас ĕç мĕнле пынипе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарчĕ. Асăннă чирсемпе аптăрасси ытти çулсенчи çак вăхăтрипе танлаштарсан 48 процента яхăн пĕчĕкрех. Халĕ эпидеми тапхăрĕ пуçланман, апла пулсан прививка кампанийĕн ĕçне пăрахăçламалла маррине каларĕ министр. Малтанласа шутланă тăрăх эпидеми январь-февраль уйăхĕсене çитме пултарать. Паянхи куна республикăна 260 пин доза вакцина килсе  çитнĕ. Пурĕ вара Чăваш Енре пурăнакансен 21 процентне прививка тума планланă.

Аслă ÿсĕмри çынсене прививка тăвассине ĕç параканăн шучĕпе пурнăçлама май пур. Çакна вырăнсенче лайăх ăнлантармалла, мĕншĕн тесен ĕçлекен чирлеменни ĕç параканшăн  лайăх. Çакна шута хурса Михаил Игнатьев прививка кампанине вăхăтра туса пĕтермеллине палăртрĕ.

Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Владимир Аврелькин Раççей Федерацийĕн Правительствин 2012 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчи 1425 номерлĕ «Об определении органами государственной власти субъектов Российской Федерации мест массового скопления граждан и мест нахождения источников повышенной опасности, в которых не допускается розничная продажа алкогольной продукции, а также определении органами местного самоуправления границ прилегающих к некоторым организациям и объектам территорий, на которых не допускается розничная продажа алкогольной продукции» йышăнăвне муниципалитетсем мĕнле пурнăçлани çинче чарăнса тăчĕ. Йышăнура палăртнă вырăнсене кашни ял тăрăхĕнче çирĕплетнĕ схемăсем пулмалла, паллах, объектсен переченĕ те.  Çак информацие официаллă сайта та вырнаçтармалла. Çынсен ăçта мĕн сутма юраманнине пĕлсе тăмалла.

Нормативлă право акчĕсемпе никĕсленсе ирттернĕ тĕрĕслевсем йĕркене пăсакансене вăхăтра тупма май параççĕ. Вĕсене вара явап тыттармаллине аса илтерчĕ республика Пуçлăхĕ.

Анчах та муниципалитетсем асăннă ĕç хучĕсене хатĕрлес ĕçе вăраха тăсаççĕ-мĕн. Çавăнпа та ĕçе вăхăтра пурнăçламаннисене кашнинех уйрăммăн итлерĕç.

 

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика