Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне те пур ĕçе те халăхпа пĕрлех пурнăçласчĕ

28 декабря 2013 г.

 

- Ростислав Николаевич, 2013 çул вĕçленсе пырать. Мĕнпе асра юлчĕ çак çул Сирĕншĕн хăвăршăн? Тата мĕнпе паллă пулса юлчĕ вăл районшăн?

 

- Çулталăк пĕтĕмĕшле ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Çăмăлах пулчĕ тесех калас килмест ăна. Апла пулин те депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсемпе, хуçалăхсен,  предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, район администрацийĕн коллективĕпе пĕрле  ума лартнă тĕллевсене пурнăçлас тесе тăрăшрăмăр. Хамăрăн ĕçре РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Федераллă Пухăва, ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсене, çавăн пекех РФ Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕнчи Указĕсене пурнăçа кĕртес тесе тимлерĕмĕр. Тăрăшни сая каймарĕ. Çитĕнÿсем те пулмарĕç мар.

Иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн район Чăваш Республикинчи муниципаллă районсем хушшинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен халăхшăн тунă ĕç эффективлăхне палăртассипе ирттернĕ ăмăртура   2 вырăн йышăнчĕ. Çапла майпа района тепĕр хушма 2 млн. та 600 пин тенкĕ укçа уйăрчĕç. Çав ăмăртура республикăри ял тăрăхĕсем хушшинче Москакасси ял тăрăхĕ çĕнтерчĕ. Вĕсене те 600 пин тенкĕ ытларах укçа уйăрса пачĕç.  Унччен маларах вара çулла района тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Обществăлла финанссене йĕркеллĕ усă курассипе ирттернĕ Раççейри конкурсра пирĕн Муркаш районĕ 1 вырăн йышăнма пултарчĕ. Асăннă конкурсра пирĕн район иккĕмĕш хут çакăн пек сумлă вырăн йышăнать.

Районта 2013 çулта çĕнĕ объектсем те хута кайрĕç. Анчах  та, шел пулин те, Муркашри 60 вырăнлăх ача садне яваплăха туйман  подрядчика пула  реконструкци хыççăн кăçал хута яраймарăмăр.

 Пĕтĕмĕшле вара район паянхи куна йĕркеллĕ аталанса пырать. Çакна кашни отрасльтех кăтартусем иртнĕ çулхинчен пысăкраххи, халăхăн пурнăç шайĕ ÿсни, инвестици калăпăшĕ хăпарни  кăтартса парать.

Район бюджечĕ (ял тăрăхĕсен бюджечĕпе пĕрле),  тĕпрен илсен, пурнăçланчĕ темелле. Хамăр тăвакан тупăш планĕ 169,7 млн. тенкĕпе танлашать. Ку плана кăçал эпир ирттерсех тултаратпăр. 2013 çулта депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕсенче район бюджетне пысăклатас енĕпе 5 хутчен пăхса тухнă, çав шутра - республикăран 120 млн. тенкĕ тĕллевлĕ усă курмалли укçа-тенкĕ килнине пула.

 

- Уйрăммăн кашни отрасле илес пулсан  вĕсенчи ĕçе пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?

 

- Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн 2013 çул çăмăл пулмарĕ.  Апла пулин те ял хуçалăх продукцине пурĕ 440 млн. тенкĕлĕх е   иртнĕ çулхинчен 7 процент ытларах туса илтĕмĕр. Ял хуçалăх предприятийĕсенче  мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ ÿсрĕ. Суворов яч. хис. хуçалăхра сĕт блокне юсарĕç. Чкалов яч. хис. хуçалăхра сĕт пăрăхне вырнаçтарчĕç. Хуçалăхсем 21 ял хуçалăх техникине пурĕ 26 миллион тенкĕне яхăн суммăлăх туяннă. Çитес çул валли кĕрхи культурăсене иртнĕ çулхинчен нумайрах  - пурĕ 5 пин га яхăн лаптăк çинче акса хăвартăмăр.

Кăçал çĕр хутшăнăвĕсенче йĕрке тăвассипе те чылай ĕç туса ирттертĕмĕр. Çапла майпа вырăнти бюджетăн харпăр хăй тăвакан тупăш пайне самаях ÿстерме май килчĕ: 2013 çулта муниципаллă харпăрлăхран илекен тупăш 2012 çулхинчен 4 хут хăпарчĕ. Арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕсемшĕн аренда укçи тÿлессинче йĕрке тăвассипе нумай ĕç туса ирттернĕ. Ку ĕç малалла пырать.  

Хуçисене кирлĕ мар пай çĕрĕсене ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарассипе пирĕн район республикăра ку енĕпе чи лайăх ĕçлекен пилĕк район йышĕнче. Паянхи куна хуçисене кирлĕ мар шутланакан пай çĕрĕсене  пурĕ 1784 га лаптăк ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕ çине куçарни çинчен калакан район сучĕн йышăнăвĕсем пур. Тата тепĕр 1213 пай çĕрне (пурĕ 1940 га) пай çĕрĕн хуçисем хăйсене кирлĕ мар тесе пĕлтерчĕç. Çапла майпа çак çĕрсене те ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарнă.

Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерессипе ăнăçлă ĕçлерĕмĕр.  Черете тăнă 107 нумай ачаллă çемьерен 61-ĕшне çĕр панă. Паянхи куна нумай ачаллă çемьесене çĕр пама пĕтĕмпе районта 153 çĕр лаптăкĕ хатĕрленĕ. Çывăх вăхăтрах тата тепĕр 50 çĕр лаптăкне хатĕрлесе хуратпăр.

Промышленность предприятийĕсем те ăнăçлă аталанса пыраççĕ. 2013 çулта промышленность таварĕсене хăйсене кăна, ытти пулăшусене шутламасăр, пурĕ 1 млрд. та 975 млн. тенкĕлĕх туса кăларса сутнă е  ку кăтарту 2012 çулхинчен 5 процент чухлĕ  хăпарчĕ. Уйрăмах «Сеспель» предприяти  ăнăçлă аталанса пырать. Кăçал кунта тата тепĕр çĕнĕ цех уçăлчĕ. Муркашри кирпĕч завочĕ проектпа палăртнă хăватпа ĕçлеме пуçласси патне çитни те - пысăк çитĕнÿ.

Суту-илÿ сфери те ăнăçлă аталанчĕ. Кунта Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсен тÿпи уйрăмах пысăк.

 Çулталăкра кунта тавар çаврăнăш планне 1 млрд. та 100  млн. тенкĕлĕх е пĕлтĕрхинчен танлаштаруллă хакпа 3 процент ытларах пурнăçланă.  Ку сферăра çĕнĕ объектсем çине-çинех уçăлчĕç. Муркаш райповĕ кăçал тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн «1000 вак-тĕвек» ятлă магазин, çавăн пекех «Три гурмана» тепĕр магазин тата «Бриз» ресторан уçрĕ.

Тÿлевлĕ пулăшусене те иртнĕ çулхинчен 15 процент ытларах - 207 млн. тенкĕлĕх панă.

Мăн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕ çĕнĕ кăмака лартрĕ.

Сăмаха пĕчĕк тата вăтам педприятисем çине куçарнă май ку отрасль те ăнăçлă аталаннине палăртас килет. Мăн Сĕнтĕрте уйрăм предприниматель сĕтел-пукан сутмалли «Космос» магазин уçрĕ. Çавăн пекех  «Ханты» ятпа магазин тата кафе хута кайрĕç. Муркашра «В трех шагах» магазин хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Малтанхи «Сельхозхими» территорийĕнче суту-илÿпе пулăшусем памалли центр хăпарчĕ. Унсăр пуçне Хунтăкассинче çĕнĕ магазин, Муркашра пластик чÿречесем тумалли цех, шăл юсамалли пÿлĕм уçăлчĕç. Кăçал 3 автозаправка хута кайрĕ: Юнкăпуç тĕлĕнче «Транзит–Сити» тата Муркашри юсавпа техника предприятийĕпе Е. Андреев хуçалăх территорийĕнче. Пирĕн районти предприниматель Етĕрне районĕнче «Созвездие» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерь уçрĕ. Çавăн пекех Катькас ял тăрăхĕнче  мини-зоопарк уçăлчĕ.

Районта 14 муниципаллă программа пурнăçланать. Çав шутран халăхăн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе те темиçе программа ĕçлет. «Çурт-йĕр» федераллă программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе килĕшÿллĕн районти 18 çамрăк çемье çĕнĕ хваттерлĕ пулчĕ е çурт лартма патшалăх пулăшăвне илчĕ. Çак тĕллевпе  тĕрлĕ  шайри бюджетран 11, 5 миллион тенкĕлĕх укçа уйăрса панă. «Ялсене 2013 çулччен социаллă аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан 5 граждан тата 8 çамрăк специалист хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕç. Пĕтĕмпе çакна валли 8,1 млн. тенкĕ укçа уйăрнă. Çавăн пекех ача амăшĕн капиталĕпе районта пурăнакан çемьесем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатаççĕ. 700 яхăн çемье унпа шăпах çак тĕллевпе усă курнă. Унсăр пуçне кăçал 17 вăрçă ветеранĕпе тăлăх арăм çĕнĕ хваттерлĕ пулчĕç. Районта 2013 çулта пурĕ 29,37 пин тăв. м. çурт-йĕр тунă.

Çул-йĕре юсассипе вара çак ĕçсене туса ирттертĕмĕр. Мăн Сĕнтĕр - Ильинка çул хĕррипе çуран утакансем валли тротуар (1 км 857 м) турăмăр. «Волга - Вăрăмой» çула (547 метр ) юсарăмăр.  Унсăр пуçне «Волга -  Мăн Сĕнтĕр - Шашкар пристанĕ» (3,5 км),  «Элĕк - Ишек» (4795 м) çулсем çинче юсав ĕçĕсене тунă. Çавăн пекех Çурлатринче 1 км 26 метр тăршшĕ çула тума, «Муркаш - Турай - Сура» (13,3 км) çула юсама пуçларăмăр. 

Пурĕ 2013 çулта 1130 млн. тенкĕлĕх инвестиципе усă курнă.

Район бюджечĕн 71 проценчĕ  социаллă сферăна аталантарма  каять. Республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Шомикра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. «Земство тухтăрĕ» программăпа района 17 врач килчĕ. «Сывлăх» наци проекчĕпе тата çак сферăна çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн юлашки çулсенче района пурĕ 10 млн тенкĕлĕх çĕнĕ оборудовани килнĕ.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме те район бюджетĕнчен 15 млн. тенкĕ укçа уйăрнă. Çав шутран 4 шкула, 6 шкул столовăйне  тĕпрен юсанă. Чуманкассинчи  вăтам шкулпа ача садне хутса ăшăтма пĕчĕк котельнăйсем туса лартнă. Вĕсене çак эрнере хаваслă лару-тăрура хута ятăмăр.

Физкультурăпа спорта аталантарма та 4,5 млн. тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.

Культура сферинче те ырă палăрăм пулчĕ. Мăн Сĕнтĕрте çĕнĕ информаципе культура центрĕ хута кайрĕ. «Юлашки çулсенче кун пекки республикăра пĕрре те пулман», - тесе палăртрĕç ăна уçнă чухне республикăран килнĕ хăнасем. 

Районти ытти отрасльсем те кăçал ăнăçлă ĕçлерĕç. Кăтартусем пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах.

Çакна та каласа хăвармалла. Районти бюджет сферинчи уйрăм категорисене кĕрекен ĕçченсен ĕç укçине хăпартассине те районта  пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Ку ĕçсене пурнăçлама республикăран укçа уйăрчĕç. Çавăн пекех вырăнти бюджет укçипе те çителĕклĕ усă куртăмăр. Пурĕ 30 млн. тенкĕ укçа тухса кайрĕ çакна валли.

 

- Çитес çултан мĕн кĕтетĕр? Умра мĕнле тĕллевсем?

 

- Çитес çулхи район бюджетне йышăнтăмăр ĕнтĕ. Вăл 433,4 млн. тенкĕпе танлашать. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан çитес çулхи бюджет - программăллă бюджет. Çавна май пирĕн 2013 çул вĕçлениччен 14 программăна йышăнса хăвармалла. Вĕсем çитес çултан ĕçлеме пуçламалла. Пăхса хăварнă укçа-тенкĕн 95 проценчĕ ытла шăпах çав программăсене пурнăçлама каймалла.

Муркаш районĕ – ял хуçалăх районĕ. Çавăнпа та тухăçлă тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç, сĕт, аш-какай  туса илес ĕçре малта пыракан технологипе усă курмалла. Пушă ларакан ферма çурчĕсене усă курассипе тимлемелле.  Çĕр хутшăнăвĕсемпе малалла ĕçлемелле. Çавăн пекех хуçасăр шутланакан объектсене, çав шутра шыв башнисене те ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарассипе ĕçлемелле.

Çитес çул Мăн Сĕнтĕрте кивĕ çуртсенче пурăнакан çынсене 51 хваттерлĕ çурт туса унта куçармалла. Çитес çулах çак ялтах тăлăх ачасем валли 15 хваттерлĕ çурт туса лартатпăр. Нумай ачаллă 1  çемьене çуртпа тивĕçтермелле.  Хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă. Çакна валли укçа-тенкĕне кăçалах уйăрнă ĕнтĕ. Ĕçсене çитес çул туса ирттеретпĕр. Москакассинче кăçал нумай хваттерлĕ  çурт тума пуçланă. Çитес çул валли нумай хваттерлĕ çуртсем тума Муркашра  та 3 çĕр лаптăкĕ хатĕрлесе хунă.

Халăха таса шывпа тивĕçтерессипе, çĕнĕ çуртсем, çулсем тăвас, юсас енĕпе малалла тимлемелле. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарас тесе тăрăшмалла. Районти туризма аталантармалла.

Çитес çул Муркашра лицей пулнă çуртра 60 вырăнлăх ача садне туса пĕтерсе хута ямалла. Москакасси шкулĕпе кунти ача сачĕ валли çĕнĕ модульлĕ котельнăйсем тумалла. Унсăр пуçне вĕренÿ учрежденийĕсене юсассипе малалла ĕçлемелле. 2014 çултан шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене модернизацилес программа ĕçлеме пуçлать. Çавăнпа та ку енĕпе нумай ĕç тума палăртнă.

Тойкилтĕре çĕнĕ ФАП туса лартмалла.

Çавăн пекех çитес çул пирĕн Муркаш районĕ 70 çул тултарать. Ăна та чыслăн хатĕрленсе  ирттерме хатĕрленмелле.

 

- Тен кун çинче тĕплĕнрех чарăнса тăратăр?

 

- Районăн 70 çулхи юбилейне хатĕрленсе ирттерме ятарлă йĕркелÿ комитетне туса хунă. Ĕç планне те çирĕплетнĕ. Унта тĕрлĕрен конкурссем, фестивальсем, тематикăллă каçсем нумай кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн район 70 çул тултарнине халалланă мероприятсем районта пуçпаннă ĕнтĕ. Юбилей çулталăкĕнче  тĕрлĕрен професси çыннисен уявĕсене, ытти мероприятисене анлă ирттермелле. Вĕсенче çав сферăсенче ĕмĕрĕпех вăй хунă, халĕ те тăрăшса ĕçлекенсене халăхпа пĕрле чысламалла.

Пирĕн хамăрăн историе манмалла мар. Ăна çамрăк ăрăва парса хăварассишĕн тимлемелле. Çавăнпа та çитес çулталăк тăршшĕпех Муркаш районĕ, унăн маттур та пултаруллă çыннисем çинчен каласа паракан кĕнеке кăларма материалсем  пуçтарассипе ĕçлес тесе тĕллев лартатпăр. Çавăн пекех пурнăç улшăннăçем район энциклопедине кĕртмелли событисемпе çынсем те хушăнсах пыраççĕ. Пирĕн районăн кĕске энциклопедине çĕнетессипе те ĕçлемелле.

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнче туса хунă Обществăлла канаш ларăвĕнче кăçал ветерансем районта политика репрессине пула инкек тÿссе ирттернисене асăнса палăк лартас ыйтăва хускатнăччĕ. Ку ĕçе тытăннă, малалла тимлемелле. Паянхи куна палăкăн эскизĕ хатĕр. Унăн вырăнне те палăртнă: вăл районти тури чăвашсен музейĕн территорийĕнче пулĕ. Палăка лартма укçа-тенкĕ пуçтарас ĕç пуçланнă. 

 

- Ростислав Николаевич, Эсир район администрацийĕн пуçлăхĕ, çавăн пекех «Единая Россия» партин Муркаш районĕнчи вырăнти уйрăмĕн секретарĕ  пулнă май Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Федераллă Пухăва, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсем çинчен Сирĕн шухăша пĕлес килет.

 

- Асăннă Çырусенче халиччен мĕн тунине пĕтĕмлетнĕ, çитес çулхи задачăсене палăртнă. Халиччен мĕн туни йăлтах халăхшăн, халăха валли пурнăçланă ĕçсем. Вĕсем мĕнле курăмлă пулнине халăхăн пурнăç шайĕ ÿссе пыни те кăтартса парать. Малалла пирĕн ку енĕпе тата тăрăшарах ĕçлемелле.

Анчах çакна манмалла мар. Вырăнта йĕрке пултăр тесен çавăнта пурăнакансен  хăйсен те айккинче тăрса юлмалла мар. Пирĕн проблемăсене пирĕн хамăрăнах татса памалла. Владимир Путин та çынсен гражданла активлăхне ÿстермелли çинчен калать хăйĕн Çырăвĕнче. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ халăха чи çывăх звено пулнине палăртать. Çавăнпа та  ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, ялсенче пурăнакансен пĕрле канашласа тумалла пур ĕçе те.

Кунта çакна каласа хăварас килет. Паян хăй тытăмлăх органĕсен питĕ нумай полномочи. Анчах та вĕсене туллин пурнăçлама полномочисемпе пĕрле вĕсене пурнăçлама май паракан укçа-тенкĕне уйăрман. Владимир Владимирович çак проблемăна асăрхани, ăна татса парассине шантарни питĕ савăнтарать, шанăç парать.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем мĕн туни - йăлтах халăх куçĕ умĕнче. Халăхран вăрттăн ĕç те, хыпар та çук пирĕн. Ку чăннипех те çапла пулмаллине Михаил Игнатьев та хăйĕн Çырăвĕнче палăртсах калать. Пĕтĕм ĕçе вырăнсенче эффективлăхпа мĕн туни йăлт куç умĕнче пулни çинче йĕркелемеллине палăртать. Çавна май обществăлла организацисен активлăхне те ÿстермелле пирĕн.

 Владимир Владимирович çавăн пекех демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва ÿстерес тесен çынсен çурт-йĕр условийĕсене татса памалли çинчен калать. «Раççей çемйине - пурăнмалли çурт»  программа ĕçлеме пуçлассине палăртать. Юлашки çулсенче  ку енĕпе пирĕн район тĕрлĕрен программăна хутшăнса чылай çемьене пулăшни çинчен каларăм ĕнтĕ. Тепĕр çĕнĕ программа пурнăçланма пуçлани вара татах лайăх. Мĕншĕн тесен çурт-йĕр условийĕсем пулсан, вырăнта ĕç пулсан пирĕн ялсем те малалла аталанĕç. Çамрăксем те яла ытларах юлĕç, ялсен малашлăхĕ пулĕ. Паян пур сферăра та специалистсем кирлĕ.

 Ку çеç те мар, паян пирĕн районти арçынсем республика тулашне нумаййăн ĕçлеме çÿреççĕ. Ку проблемăна  республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пысăк тимлĕх уйăрчĕ хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Республикăра арçынсем валли ĕç вырăнĕ ытларах туса парассипе задачăсем лартать. Çакă çемьесем саланакан сăлтавсене чакарма та май парать.

 2014 çул Культура çулталăкĕ пулать. РФ Президенчĕ Владимир Путин та, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хăйсен Çырăвĕсенче нравственность, çемье хаклăхĕсене тĕпе хурса ĕçлемеллине палăртаççĕ. Пурнăçри нумай улшăну çынран хăйĕнчен килет. Çавăнпа та пирĕн чун-чĕрепе таса пулмалла. Палăртнă ĕçсем сахал мар. Кашни хăйĕн ĕç вырăнĕнче таса чун-чĕрепе, пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшса ĕçлесен вĕсене пурнăçлатпăрах. Вара çемьесенче те йĕрке пулĕ, пурнăç шайĕ те хăпарсах пырĕ. Çырусенче  палăртнă задачăсене пурнăçа кĕртес тесе куллен тимлемелле пирĕн.

 

- Çĕнĕ çул çывхарса килет. Мĕн калас тетĕр район çыннисене?

- Чи малтанах районта пурăнакансене пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн  тав тăватăп. Кăçал мĕн туни – пирĕн пĕрлехи çитĕнÿ. Малашнехи тĕллевсем епле пурнăçланасси те пирĕнтен кашнинчен килет. Пĕр тĕллевпе ĕçлесчĕ малалла та. Пурсăра та çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Христос çуралнин праçникĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунатăп пурне те. Çемйĕрсенче юрату, килĕшÿ пултăр яланах. Укçа-тенкĕ те çитсех пытăр. Çитес çул кăçалхинчен ăнăçлăрах та телейлĕрех килтĕр.

Л. ПАВЛОВА калаçнă.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика