Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ертÿçĕне ют пурлăх илĕртнĕ

25 декабря 2013 г.

 

«Шомикри психоневрологи интерначĕ» Чăваш Республикинчи бюджет учрежденийĕн ертÿçин саккунсăр ĕçĕ-хĕлĕ пирки маларах çырнăччĕ. Асăннă учреждени ертÿçи çакăнта тимлекен кассир-бухгалтер шанăçне кĕрсе кунти укçа-тенкĕне хăй кĕсйине чикме шухăшланă. Çакăнта хÿтлĕх тупнă пациентсем валли тĕрлĕ япала туянма тесе учреждени кассинчен 73440 тенкĕ  илнĕ. Кассир ертÿçĕ шухăш-тĕллевне аванах пĕлнĕ, апла пулин те унăн çавăн чухлĕ укçа кăларса хума тивнĕ. Паллах, ултавçă укçана çак тĕлĕшпе усă курман, çавна май учреждени  складне нимĕн те кÿрсе килмен. Анчах та ертÿçĕ кассăна тавар туяннине çирĕплетекен тĕрлĕ чек тăратнă. Çапла вара вăл укçа-тенкĕне хăй кĕсйине чикнĕ. Çакăнта тăратмалли чексем унăн маларахах хатĕр пулнă. Çавăн пекех  саккуна хирĕçлекен ытти самант татах та пур кунта.  Çапла вара вăл хăй ирĕкĕпе учреждени укçипе хуçаланнă, ыттисем ăна хирĕçлеймен. Укçа тăкакланине тÿрре кăларассипе каярах тĕрлĕ йышăну тунă. Çапла вара  ертÿçĕ тĕлĕшпе РФ УК 292 статьян 1 пайĕнчи тата  159 статьян 3 пайĕнчи йĕркесене сĕмсĕррĕн пăснипе уголовлă ĕç пуçарма йышăннă.          

И. Федотов,

следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика