25 декабря 2013 г.
Иртнĕ эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарассин канашĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Ăна МСО "Моргаушская" акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи обществăлла канашăн членĕ, предпринимательсен асăннă шайри канашăн ертÿçи Владислав Семенов уçрĕ тата ертсе пычĕ.
Кун йĕркинче пăхса тухма палăртнă пĕрремĕш ыйтăва район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Нина Костина тишкерчĕ.
2013 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче «Чăваш Республикинче предпринимательсен прависене хÿтĕлессин уполномоченнăйĕ çинчен» 57 № ЧР саккунĕ кун çути курчĕ. Çак çĕнĕлĕх Раççей шайĕнчи саккунпа килĕшсе ун шайĕнче пурнăçланать. Асăннă йĕркен тĕп тĕллевĕ - предпринимателе саккунлă интересĕсемпе прависене хĕсĕрленĕ, çавна май вĕсене каялла тавăрассинче витĕм кÿресси* предпринимателе унăн саккунлă интересĕсемпе прависене ăнлантарасси тата пропагандăласси* Чăваш Республикинче инвестици климачĕпе ĕçлĕ хутшăнăвне лайăхлатассине витĕм кÿресси* предпринимателĕн саккунлă интересĕсемпе прависене хÿтĕлени тата пăхăнни çинчен общественноçа пĕлтерсе тăрасси* Чăваш Республикинчи ку тĕлĕшри патшалăх политикине йĕркелессине тата вăя кĕртессине хутшăнасси* предприниматель сообществипе килĕштерсе ĕçлесси, бизнес представителĕсене Чăваш Республикинче предпринимательство ĕç-хĕлĕн аталанăвне явăçтарасси. Çÿлерех асăннисене тĕпе хурса предпринимательсен прависене хÿтĕлессин Чăваш Республикинчи уполномоченнăйĕ пулма Владимир Иванова çирĕплетнĕ. Çакăн пек ĕçе район шайĕнче те пурнăçламалла. Çавна май маларах тăратнă тата сĕннĕ кандидатурăсене ларура пăхса тухрĕç. Вĕсем вара хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, шухăш-кăмăлĕпе паллаштарчĕç. Асăннă должноçра пулма тивĕçнĕ предприниматель пирки çитес вăхăтра пĕлтерĕпĕр.
Иккĕмĕш ыйту районăн инвестици тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвĕ тавра пулчĕ. Унпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев паллаштарчĕ. Чи малтанах Ростислав Николаевич республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырури инвестиципе çыхăннă хăш-пĕр самант çинче чарăнчĕ. «Инвестици ĕçĕ-хĕлĕшĕн лайăх майсем туса парасси республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тÿрĕ тивĕçĕ шутланать, вĕсен ку енĕпе ĕçе тытăмлăн, тĕллевлĕн тата тухăçлăн йĕркелемелле.
Паян Чăваш Енре Чăваш Республикин Ĕç тăвакан влаç органĕсен лайăх инвестици климатне тивĕçтерес енĕпе тумалли ĕç-хĕл стандартне, Чăваш Республикин Инвестици декларацине, Чăваш Республикин 2020 çулчченхи Инвестици стратегине, инфратытăм объекчĕсен строительствин планне йышăннă».
Район шайĕнче те тĕллевлĕ ĕç ку енĕпе сахал мар пурнăçланать: республика, район экономикин ăнăçлăхĕшĕн тухăçлă тимлеме палăртакансем валли инвестици лаптăкĕсем хатĕрлеççĕ тата ытти те. Çак хатĕр лаптăксемпе официаллă сайтра тĕплĕнрех паллашма пулать, çавăн пекех предпринимательство тĕлĕшпе усă курма май пур куçман пурлăх çинчен те инофрмаци унта çителĕклĕ. Апла пулсан асăннă субъект валли тимлемелли пур - çанă тавăрса вăй хумалла кăна.
Малашлăхлă инвестици çул-йĕрĕсенчен пĕри - туризм. 2013 çулта федерацин «Раççей Федерацийĕнче шалти тата килсе çÿремелли туризма аталантарасси (2013 - 2018 çулсем)» тĕллевлĕ программине «Чăваш Енри халăх ушкăнĕсем» туризмпа кану кластерне тумалли проекта кĕртнĕ. Ăна пурнăçлани пирĕн республикăна килсе çÿрекенсен йышне икĕ хут ытларах ÿстерет. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 7, 5 миллиард ытла тенкĕпе танлашать, çав шутран 5,6 миллиард тенкине уйрăм инвесторсем хывĕç. Турист вăл - инвестор. Палăртма кăмăллă, Муркаш районĕн территорийĕнче те ку енĕпе ăнăçлă та илĕртÿллĕ тата паллă вырăнсем сахал мар.
- Эпĕ сире, пуçаруллă предпринимательсене, активлăрах пулма сĕнесшĕн. Пĕрлехи тăрăшулăхпа район ăнăçлăрах, унăн сăн-сăпачĕ татах хăтлăрах пулмалла, - терĕ Ростислав Николаевич предпринимательсене.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарассин канашĕнче вун виçĕ пуçаруллă предприниматель. Вĕсем тĕрлĕ мероприятире ырă кăмăллăхпа палăраççĕ. Унти йыш тĕлĕшпе хăш-пĕр улшăну пулса иртрĕ, хисепĕ çавах юлчĕ.
Çавăн пекех ытти ыйту тавра та пулчĕ калаçу ларура.
Р. Илларионова.