Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвне сÿтсе яватпăр

25 декабря 2013 г.

 

Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ тĕлĕшпе хăй шухăш-кăмăлне район пуçлăхĕ, депутатсен районти Пухăвĕн  председателĕ, Ильич ячĕпе хисепленекен  ял хуçалăх производство  кооперативĕн ертÿçи Игорь  Николаев пĕлтерет:

- Михаил Васильевич влаç органĕсемпе  обществăн уйрăмах тимлĕх кирлĕ саманчĕсем çинче чарăнчĕ, çавна май пирĕн ума пысăк тĕллевсем лартрĕ.

Патшалăх      влаçĕпе граждан обществи хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва тачăрах йĕркелеме çын тата ача прависемпе тимлекен, çавăн пекех нумаях пулмасть вăя кĕртнĕ предприниматель прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйсем (район шайĕнче те кĕçех пулмалла) туса хучĕç. Ман шухăшпа çакăн пек йĕркелÿ питĕ кирлĕ.  Вăл патшалăх влаçĕпе граждан обществине çывăхлатма, ку тĕлĕшри проблемăна  май пур таран хăвăртрах уçăмлатма май парать.

 Пытарма кирлĕ мар пулĕ, пирĕнте ытларах чухне мĕн те пулин пĕлтерĕшлине тума çунни мар, янттине кĕтес шухăшлав тĕпре тăрать. Çакă, паллах, кулленхи аталанура пысăк чăрмав пулса тăрать.

Эпĕ ял хуçалăх ĕçĕпе тачă çыхăннă, çĕр çинче тимлекенпе куллен калаçатăп, çавна май вĕсен проблемине, вăл шутра çемье проблемине те аван туятăп. Çĕр - пирĕн тĕп пуянлăх, çакă мĕн авалтан çапла пулнă, пулать те. Çавăнпа та унпа тĕллевлĕ усă курмалла, вăл ултавçăсемшĕн услам çăл куçĕ пулмалла мар. Катькас ял тăрăхĕнчи тĕллевсĕр усă курнă çĕр лаптăкĕ шăв-шав  самай çĕклерĕ. Халĕ çак ресурса социаллă нуша валли уйăрнă, питĕ тĕрĕс утăм. Кунта вара тĕпре - çамрăк çемье, вăл шутра ача-пăча ăнăçлăхĕ. Вĕсенче тухăçлă пуласлăха курма пултармалла пирĕн.

Михаил Васильевич ял хуçалăхне аталантарасси республика экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланнине палăртрĕ. Çакă çĕр ĕçченне малашне те шанăçпах пурăнма, çăмăл мар отрасльте ытларах тимлеме хавхалантарать.  Çапла вара Чăваш Республики патшалăх пулăшăвне çĕр ĕçченĕ патне, апла пулсан пирĕн пата, тÿрремĕн çитерес енĕпе - Раççейри чи лайăх регион шутĕнче. Çавăн пекех пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем те пулăшуран аякра юлмаççĕ. Акă иртсе пыракан çулталăкра пирĕн районти виçĕ  хресчен (фермер) хуçалăхĕ грантсене тивĕçрĕ, унччен вара иккĕ пулнăччĕ.   

Патшалăх ял хуçалăх ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине тепĕр самант та çирĕплетет. Çитес çултан пуçласа ял хуçалăх техникине туянма  тăкакланин 15 процентне патшалăх саплаштарать. Çак утăм  ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене техника тата технологи тĕлĕшĕнчен пуянланма май парать. Иртнĕ çулсенчи çанталăкăн йывăр условийĕсем çĕр ĕçченне самай  чăрмав кÿчĕç. Çапла вара çĕнĕ йышши техникăпа усă курни пысăкрах тухăç илме тата  йывăр условире те вырма вăхăтне самай кĕскетме тата  тухăç çухатăвне те чакарма май памалла. Хуçалăхсенчи машинăпа трактор паркне çĕнĕ техника-агрегатпа пуянлатни перекетлĕ тата тухăçлă пулнăран Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ку енĕпе ытларах ĕçлеме тăрăшать. Районти хăш-пĕр хуçалăхсем те çак тĕлĕшпе пуçаруллă, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене те ырăпа асăнмалла.

Çак саманта палăртмасăр иртес килмест, çĕр ĕçченĕн нуши нумай.

Эпир, ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем, хамăр явăçтаракан çăмăллăхлă кредитсем енĕпе процент ставкисене субсидилеме уйăракан укçа-тенкĕ çителĕксĕррине туятпăр. Çак ыйту çивĕч пулнăран Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви ку енĕпе ытларах тимлеме палăртни, паллах, кăмăллă.

Шел пулин те, ял хуçалăхĕнче тимлекенсен ĕç укçи пысăк мар. Çавăнпах та пулĕ вăйпитти арçынсенчен чылайăшĕ аякка кайма тăрăшать. Республика Пуçлăхĕ те ку енĕпе кăмăлсăр. Çемьесем, кĕске вăхăтлăх пулин те, кил хуçисĕр тăрса юлни йĕркеллĕ пулăм мар. Çавăнпа пирĕн  тивĕçлĕ ĕç укçиллĕ ĕç вырăнĕсем ытларах тума майсем тупмалла. Çапла майпа арçынна çемьерех хăварма тăрăшмалла. Çирĕп çемьесем ытларах пулсан çĕр-шыв та тĕреклĕ пулĕ.

Тимлемелли вара пирĕн сахал мар, ĕçлессишĕн кăна ĕçе утмалла мар. Пурнăçа тухăçлăрах тăвас тесе производствăна ытларах аталантармалла, туса кăларакан продукци шайне ÿстермелле, тăкаксене чакарма майсем тупмалла. Кунта манăн «Çеçпĕл» предприяти  пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртас килет.  

Иртнĕ çул Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк пулчĕ. Çак ĕç шайĕнче районта, вăл шутра ял тăрăхĕсенче те курăмлă сахал мар ĕç пурнăçларăмăр. Çитес çул вара Раççейре Культура  çулталăкĕ пулĕ. Çак ăнлавăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Пирĕн район хăй историйĕпе, йăли-йĕркипе, паллă вырăнсемпе, пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсене пирĕн аталантармалла тата упрамалла. Апла пулсан тăван ен ырлăхĕпе ăнăçлăхĕшĕн яваплă пулмалла.

Эпĕ вара самантпа усă  курса пурне те çитсе килекен Çĕнĕ çулпа саламлатăп, тăнăçлăхпа килĕшÿ, чи кирли вара  çирĕп сывлăх сунатăп.

- Хăвăра тавах калаçăва хутшăнма кăмăл тунăшăн тата вăхăт тупнăшăн. Хуçалăх тата район шайĕнчи тилхепене пĕлсе тытса пыма çăмăл мар. Мĕн пур йывăрлăха çĕнтерме вăй-хăват пултăр сирĕн, тăван тăрăхра вара хăтлăх хуçалантăр.

Р. Илларионова

калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика