25 декабря 2013 г.
Тĕп тимлĕхре -
ĕçлекенсен интересĕсем
«Профсоюз членĕсен социаллă тата ĕç прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси - пирĕн тĕп задача», - палăртнă патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ Иван Анисимов. Декабрĕн 23-мĕшĕнче вăл пирĕн районта пулнă. Патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюзĕн Муркаш райкомĕн членĕсеме тĕл пулу район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та хутшăннă.
Иван Алексеевич палăртнă тăрăх хальхи вăхăтра Раççейĕпе патшалăх учрежденийĕсемпе социаллă пулăшу ĕçченĕсен профсоюзĕнче пĕр миллион çынна яхăн шутланать. Муркаш районĕ 19669 пуçламăш организаци хушшинче - ăнăçлисенчен пĕри. И. Анисимов профсоюз активне хастар ĕçшĕн тав тунă, чи активлисене Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесем панă.
1 литрĕ - 20 тенкĕ
Районта пурăнакан çынсен килти хуçалăхĕсенчен сĕт пухакансенчен илнĕ даннăйсене пĕтĕмлетнĕ май çакă паллă. Декабрĕн 19-мĕшĕ тĕлне сутăн илекен сĕт хакĕ вăтам шутпа 20 тенкĕпе танлашать. Ку вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 54 процент хаклăрах.
Çынсем кунсерен çак продукцие 25 - 26 тонна ăсатаççĕ. Унчченхи пекех сĕт пухассипе Муркаш райповĕ ăнăçлă ĕçлет. Потребительсен обществи ял çыннисенчен кунсерен 7 тонна сĕт пухать.
Ĕçсĕррисем 55 çын
Кăçал декабрĕн 23-мĕшĕ тĕлне ĕç шыраса районти ĕçпе тивĕçтерекен центра 1216 çын пынă. Ĕçсĕррисем тесе официаллă регистрациленисем çак вăхăта 55 çын. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,27 процент. Çынсем валли ĕçе вырнаçма вакансисем пурри пирки 30 предприяти информаци тăратнă, пĕтĕмпе 122 ваканси пур.
Иртнĕ тапхăрта яланхи тата вăхăтлăх ĕçсене 1107 çынна вырнаçтарнă. Вăл шутран 90 çынна обществăлла ĕçсене явăçтарнă, 14 - 18 çулсенчи 600 çамрăка тата ĕçсĕр 5 çынна вăхăтлăх ĕç тупса панă, Раççейĕн ытти регионĕсене 20 çынна ĕçлеме янă.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.