Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшусăр хăвармасть

30 ноября 2013 г.

 

Районта социаллă пулăшăва тивĕçлисем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕпе анлăн усă кураççĕ. Акă федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр» тĕллевлĕ программин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе килĕшÿллĕн кăçал кăна 18 çамрăк çемье хăйĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатать. Çав тĕллевпе федераци, республика тата вырăнти бюджетсенчен 11 млн. та 574,741 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Çак вăхăта ку çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр туянма е харпăр хăйĕн çуртне тума социаллă тÿлев илме право паракан свидетельствăсене тивĕçнĕ те ĕнтĕ.

Федерацин «Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн кăçал октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур шайри бюджетран 8 млн. та 110,65 пин тенкĕ уйăрнă. Çапла майпа ялсенче пурăнакан 5 гражданин тата 8 çамрăк çемьепе ялти çамрăк специалист хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă.

2009 çултан тытăнса Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх мăшăрĕсем 244 çын РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Кăçал кун пеккисем 17-ĕн свидетельствăсем илнĕ. Черетре татах 11 çын. Вĕсем те çывăх вăхăтрах хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатĕç.

Тăлăх ачасем тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнисем те патшалăх пулăшăвĕсĕр юлмаççĕ. Вĕсем пурăнакан çурт-йĕре юсама кăçал 258,8 пин тенкĕ уйăрнă пулнă, унпа пĕтĕмпех усă курнă. Çавăн пекех республика бюджетĕнчен 2013 çул валли 3 млн. та 366 пин тенкĕ, нумай пулмасть республика бюджетне улшăнусем кĕртнĕ май хушма укçа 5 млн. та 272,74 пин тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра Москакассинче тата Мăн Сĕнтĕрте нумай хваттерлĕ çуртсем тăваççĕ. Вĕсенче тăлăх 10 ача валли хваттерсем пулĕç.

Юнкă ял тăрăхĕнчи Апроськинсен нумай ачаллă çемйине çурт-йĕр тума пулăшма кăçал республика бюджетĕнчен 1 млн. та 451,63 пин тенкĕ уйăрнă. Çывăх вăхăтрах Юнкă ял тăрăхĕн администрацийĕ çурт тăвакана палăртма аукцион ирттерĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ноябрĕн 26-мĕшĕнче социаллă пулăшу мелĕпе хваттерсене тивĕçнĕ Капитоновсен тата Васильевасен çемйисене çитсе курчĕ, вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашрĕ. Алексей Капитонов - вăрçă участникĕ, вăрçăран инвалид пулса таврăннă, 92 çулта. 2010 çулта ăна Муркашра Парковая урамра икĕ пÿлĕмлĕ хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Мăшăрĕпе 83 çулхи Анастасия Ефимовнăпа 63 çул пурăнаççĕ. Виçĕ ывăл пăхса ÿстернĕ. Виççĕшĕ те çемьеллĕ.

Унччен Капитоновсем Муркашра кивĕ çуртра ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăннă. Халĕ вĕсем хăйсене хăтлă хваттерте аван туяççĕ.

- Тавах пире çакăн пек лайăх пурнăç туса панăшăн. Сивĕ шывĕ те, вĕри шывĕ те пур. Условисем çителĕклĕ. Хваттерте ăшă, хăтлă. Кун пеккине ĕмĕтленмен те, - савăнăçне пытармаççĕ Анастасийăпа Алексей Капитоновсем.

Алексей Капитонович иртнĕ вăрçă çулĕсене лайăх ас тăвать. Вăрçă пуçланнă чухне вăл салтак шинельне тăхăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Малтанах вĕсене Турци чиккине ăсатнă, кайран - Новороссийска. 120 салтак шутĕнче вăл та разведка шкулне лекнĕ. Кайран вара Новороссийска таврăннă хыççăн çамрăк разведчик 1942 çулхи февральте Пĕчĕк çĕр çинче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Алексей Капитонович хăйĕн юлташĕпе задание ăнăçлă пурнăçланă - снайпер-автоматчика тĕп тунă.

Нимĕç самолечĕсем листовкăсем салатнине те вăл лайăх ас тăвать. Совет салтакĕсене хăйсем енне куçма чĕнекен листовкăсем пулнă вĕсем. Тепĕр кунне Алексей аманнă, контузи пулнă салтака госпитале ăсатнă. Сывалса тухнă хыççăн вара каллех вăрçă - Сталинград еннелле. Çапăçусенчи хăюлăхшăн вăл Аслă Отечественнăй вăрçă орденне тивĕçнĕ, çапăçусемпе Белоруссие, Украинăна, Польшăна çитнĕ.

Ватă çынсем ватлăх кунĕсенче пĕччен мар. Ывăлĕсем хăйсен çемйисемпе, мăнукĕсем (вĕсем улттăн) килсех тăраççĕ. Акă ку хутĕнче те аслă ывăлĕ Виталий Алексеевич вĕсемпе пĕрлеччĕ. Хăй вăл Шупашкар хулинче пурăнать, полицин отставкăри подполковникĕ, пенсире. Май килнипе ватă çынсем патĕнче тăтăшах пулать, кил-тĕрĕшре пулăшать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çав кун Муркашри Татьяна Васильева çемйине те çитсе курчĕ. Татьяна Борисовна ачаран иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Ачи Наталия - пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Кунсăр пуçне пĕрле пурăнакан Роза Павловна амăшне те куллен тимлĕх кирлĕ. Ростислав Николаевич Татьяна Борисовнăна Амăшĕн кунĕ ячĕпе саламласа чечек кăшăлĕ тата парне пачĕ.

Татьяна Борисовна хваттере 2012 çулта федерацин «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă пулăшу парасси çинчен» Саккунĕпе килĕ-шÿллĕн тивĕçнĕ. Унччен вĕсем Йÿçкассинче кивĕ çуртра, кайран общежитире пурăннă. 12 тăваткал метр лаптăка çителĕклĕ тесе калаймăн. Халĕ пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте 34 тăваткал метр, условисем япăх тесе калама май çук.

- Хамăра ятăн хваттер илесси пуçра та пулман. 14 çул хваттер илме черетре тăнă. Халĕ ĕнтĕ, пысăках мар пулин те, хăмăрăн хваттер пур. Федераци саккунĕ хваттерлĕ пулма май пачĕ, - каласа парать кил хуçи хĕрарăмĕ.

Татьяна Борисовнăна «лăпланса ларакан» çын тееймĕн. Ырă кăмăллă тата çынсемпе хутшăнакан çын вăл. «Муркаш» фольклор ушкăнне те çÿреме май çитерет, сăвăсем çырать. Обществăлла ытти ĕçсенче те малтисен ретĕнче.

Татьяна хваттерте хăй тĕллĕн пурнăçлакан юсав ĕçĕсене вĕçлейменни пирки каларĕ. Апла пулин те йывăрлăхсене пăхмасăрах вăл хĕрĕ валли спорт кĕтесĕ йĕркелеме май çитернĕ. Кунта канатсем те, швед стенки те, ункăсем те пур. Сывлăхне кура Наталия хĕрĕ шкула çÿреймест. Май килнипе килтех пĕлÿ илессипе те тăрăшать, сывлăхне те çирĕплетет, уйрăмах музыкăна кăмăллать.

Ростислав Николаевич Капитоновсен тата Васильевасен çемйисенче пулса курнă май çемье членĕсене ырлăх-сывлăх сунчĕ, амăшĕсене Амăшĕн кунĕ ячĕпе саламласа район администрацийĕ ячĕпе чечек çыххисем пачĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика