Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

30 ноября 2013 г.

 

Ыйту - ял хуçалăхĕ тавра

Çак кунсенче пирĕн районта РФ АПК ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн президиумĕн ларăвĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев вунă уйăхри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн асăннă ĕçе хутшăнакансем «Оринино», «Ударник», Ильич яч. хис.  тата Суворов яч. хис. хуçалăхсенче пулчĕç. Ĕç ушкăнне уйрăмах Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри ĕç-хĕл кăмăла кайрĕ, кунта пур çĕрте те йĕрке хуçаланть. Ытти хуçалăхсенчи ĕç условийĕ те тивĕçлĕ шайрине палăртрĕç. Паллах, тĕрĕслев асăрхаттарусăр иртмест, çÿлерех асăннисенчен «Оринино» хуçалăхра кăна ĕç сыхлавĕн инженерĕнче уйрăм çын тимлет.

 

Преступлени уçасси ÿснĕ

«Хăрушсăр муниципал йĕркеленĕвĕ» программа шайĕнчи ĕç-хĕле пурнăçлама районта иртнĕ çул çур миллиона яхăн укçа-тенкĕ тăкакланă. Дежурнăй уйрăмпа çыхăнмалли ултă видеокамера туянса вырнаçтарнă. Кăçал Мăн Сĕнтĕрте видеосăнавăн çичĕ системине лартнă. Ку тĕлĕшпе 350000 тенкĕ ытла тăкакланă. Асăннă программа шайĕнче хушма ытти ĕçсем те тума палăртнă. Вĕсене вăя кĕртме те çавăн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Асăннă программа ĕçленипе урамсенче тата обществăлла вырăнсенче тунă преступленисене уçасси ÿснĕ. Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам, Мăн Сĕнтĕр салинче автомашинăран 250 пин тенкĕ укçа вăрланă пулнă, видеосăнав пулăшнипе ăна тупма май килнĕ.

   

Сысна фермисене тĕрĕсленĕ

Республикăри ятарлă комисси районти сысна фермисенче тĕрĕслев ирттернĕ. Ĕç ушкăнĕ «Свобода» хуçалăхра, А. Афанасьева тата          Р. Каргин хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулнă. Р. Каргин малашне сурăх ĕрчетессипе тимлеме палăртать. Çÿлерех асăннă икĕ хуçалăхра вара  малалла та сысна ĕрчетес тĕллевлĕ. Вĕсенчи ĕç-хĕл ятарлă нормăпа килĕшсе тăнине палăртнă комисси членĕсем. Икĕ хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕхе хупă режимпа усă курса ĕрчетеççĕ, ытти йĕркене те пăхăнаççĕ. Ветеринарипе профилактика ĕçĕсене ятарлă схемăпа тата планпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. 

 

Кĕнекене ачаран юрат

Вăл е ку кĕнекене тупса вуласси паянхи куншăн йывăрлăх мар, Интернет тĕрлĕ йышшине сĕнет. Çакна шута илсе ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем кирлĕ те усăллă информаци тупма тата кĕнекене ытларах хаклама вĕренме пулăшаççĕ. Ача-пăча кĕнекин эрни пынă май «Путене» ача садĕнче ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем хаваслă та усăллă мероприяти ирттерчĕç, хайлавçăсемпе тата вĕсен произведенийĕсемпе паллаштарчĕç. Ачасем вара хăйсен пĕрремĕш кĕнекисене аса илчĕç. Енчен те çак мероприяти хыççăн кĕçĕн ăру кĕнекене алла илме е пĕр-пĕр юмах вулама кăмăл турĕ пулсан мĕн пурнăçлани ахаль мар.

 

Амăш капиталне тивĕçнĕ

Пирĕн районта икĕ е унтан ытларах ача пăхса ÿстерекен 1477 çемье амăш капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ. Çав шутран 691-шĕ çурт-йĕр условине лайăхлатнă, 34-шĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекен ачисемшĕн тата ача садне çÿрекенсемшĕн тÿленĕ. Пĕтĕмпе вара патшалăх ку тĕлĕшпе 229 миллион тенкĕ тăкакланă. Пенси законодательствинче амăшĕсем пенсие çул çитиччен тухассине пăхса хунă. Районта çак категорири çынсем 900-ăн.

Р. Илларионова

хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика