Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăр çине кĕме ан васкăр

04 декабря 2013 г.

 

Хĕл ларакан тапхăрта пăр çирĕп шăнса çитеймест-ха, çавăнпа та пăрланнă пĕве те хăрушлăх кÿрет.

Пăр мĕн хулăнăшне унăн тĕсне кура пĕлме пулать. Хулăнни кăвакрах е симĕсрех тĕслĕ. Енчен те çиелтен пăхсан пăр шурă е шупка сарăрах пулсан ун çине ура ярса пусма юрамасть. Чи çинçе пăр, паллах, юр хÿсе лартнă вырăнта, хăмăш хушшинче тата шывра ÿсекен курăк курăннă çĕрте пулать.

Тăрук пăр айне пултăр пулсан çухалса ан кайăр. Алăсене сарса пăр хĕрринчен тытăнса пуçпа шыв айне пулас мар тесе тăрăшмалла. Пăр çийĕнче мĕн чухлĕ нумайрах вырăн йышăнатăр, çавăн чухлĕ лайăхрах. Вакка ытлашши сарса ярасран та асăрханăр. Хăвăра урасемпе пулăшса хытă пăр çине тухма тăрăшăр.

Вакăран тухма пултарсассăн тÿрех хăвăр ăçтан килнĕ çав еннелле упаленсе кайăр. Çыран хĕрринче кăпăшка юр шыраса ун ăшне чăмăр. Типĕ юр сирĕн тумтирти ытлашши шыва сăрхăнтарĕ. Çапах та йĕпе çи-пуçа часрах улăштарма е типĕтме тăрăшăр.

Сирĕн куç умĕнчех кам та пулин шыва каять пулсан ăна малтанах пулăшу çитессе шантарăр. Путакан патне урасене сарса, хырăм çинче шуса çеç пыма юрать. Алă айĕнче йĕлтĕр пулсан йĕлтĕре е йĕлтĕр туйине путакана тăсса парăр. Вакă хĕрне çывхарма юрамасть! Шыва кайнă çынпа ăна пулăшакан пĕр-пĕринчен 3-4 метртан сахал мар хушăра пулмалла. Çавăнпа та шарф, пиçиххи е çакна майлă урăх япалан пĕр вĕçне путакана ывăтса памалла.

Çакна асра тытмалла: хĕллехи кун пулла кайсассăн пĕр тĕлтех темиçе вакă ан шăтарăр, пĕр вырăнта нумаййăн ан пухăнăр. Кашни пулăçăнах çумра 12-15 метр тăршшĕ вĕрен пулмалла. Вĕренĕн пĕр вĕçне 400-500 грамм йывăрăш хатĕр çакмалла, тепĕр вĕçне алла тăхăнтартмалли тĕвĕ тумалла.

Конькипе ярăнас текенсем валли те ятарлă вырăнсем пулмалла. Малтанах çырмари пăр мĕн хулăнăшне тимлĕн виçмелле, тишкермелле, кайран çеç конькипе ярăнма ирĕк памалла. Пăр хулăнăшĕ кун пек чухне 12 сантиметртан çÿхе мар, ярăнакансем нумай пулсан 25 сантиметртан çÿхе мар пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика