Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл юрă-кĕвĕпе телейлĕ

04 декабря 2013 г.

 

Районта ятлă-сумлă çынсем сахал мар, пĕри   ял хуçалăх ĕçĕнче пуçаруллă, тепри сывлăх сыхлавĕнче ырми-канми тăрăшать, виççĕмĕшĕ - юрă-кĕвĕ ăсти. Чунпа пурнăçланă кашни ĕç вара сăваплă та пархатарлă.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Чăваш Енри композиторсен ассоциацийĕн членне, Мăн Сĕнтĕрти  информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Янаш» халăх юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертÿçине Родион Петрова пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл хăй кун-çулне юрă-кĕвĕпе тачă çыхăнтарнă.

- Эпĕ хам ĕçĕмпе питĕ телейлĕ, тăрăшни вара куç умĕнче, - калаçăва пуçарчĕ вăл. 

...1957-мĕш çулхи июнĕн 23-мĕшĕ. Кун таврăнас тапхăр ĕнтĕ, кайăксен вĕçсĕр-хĕрсĕр илемлĕ те хавас кĕвви иксĕлмен-ха. Канăçа çухатнă Петр Петрович мăшăр çунат хушнă тейĕн, ăна мăшăрĕ Нина Ивановна  ывăл парнеленĕ. Чунра вара çав тери савăк. Çемье пуçĕ юрă-кĕвĕ ăсти пулнăран-ши, хавас çемĕ кăларса унталла-кунталла вăр-вар уткалать, алла хут купăс тытмасăр чăтаймарĕ вăл. Тен çак самант ашшĕнчен ĕмĕрлĕх парне е пил пулнă пулĕ. Ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкскерне Родион ят хунă. Çапла вара Вăрнар районĕнчи Авăрçырма ялĕнче пулас хут купăсçă ÿссе аталаннă.

- Пире мĕн ачаллах ĕç çумне çыпăçтарнă. Атте-анне тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ, лайăххипе усаллине уйăрма вĕрентнĕ, - аса илет Родион  Петрович иртнĕ кунсене.

Ашшĕ сутуçăра вăй хунă, амăшĕ вара колхоз ферминче чылай çул тимленĕ. Çавăнпа та кил-тĕрĕшре Родионпа Виталий ывăлĕсем тата Вальăпа Галя хĕрĕсем сахал мар ĕçленĕ. Петр Петрович ăста купăсçă пулнипе ĕçрен пушансан, çемье пĕрле пухăнсан тăтăшах илемлĕ кĕвĕ шăрантарнă. Ачасен те çакă çăмăллăн пулнă.

Родион шкулта вĕреннĕ чухне учительсен ачасене концерт, шÿт, тĕрлĕ сценка лартма хатĕрлесси пысăк йывăрлăх пулман. Пуçаруллă арçын ача яланах хастарлăхпа палăрнă, ыттисене те самантрах хавхалантарнă. Хăй тăтăшах пысăк сцена, ăста юрăçсем тата музыкăн тĕрлĕ инструменчĕ  пирки ĕмĕтленнĕ. Унăн шухăш-кăмăлне ыттисем те ырланă. 1973 çулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ Родион ку ĕмĕте ытла  кая хăвармасăр вăрăм çула тухнă. Шалти туйăм-туртăм  ăна Çĕрпÿри культура училищине илсе çитернĕ.  Тинех вăл кăмăлланă лару-тăру - йĕри-тавра юрă-кĕвĕ тĕнчи. Ял каччи кунта хăйне питĕ меллĕ туйнă. Кашни конкурса, концерта хутшăннă, обществăлла ĕçре активлăхпа палăрнă. Пысăк опытлă ĕçченсемпе  калаçма,  вĕсенчен ытларах вĕренме тăрăшнă. Родион Петров баянпа, балалайкăпа, домрăпа тата ытти инструментпа çăмăллăнах усă курма хăнăхнă. Пысăк сцена унран инçех те маррине чунĕпе туйнă-ха çамрăк. Çапла вара 1976 çулта «Халăх инструменчĕсен оркестрĕ тата клуб ĕçченĕ» специальноçа алла илсе тухнă вăл. Анчах та ăна малта арçын тивĕçне пурнăçлас ĕç кĕтнĕ. Хăй суйлавĕнчен вăл кунта та уйрăлман.

Çул хыççăн çул каять, маттур каччăна тăван тăрăх хапăл тăвать.  Малтанласа хăй пултарулăхне  Родион Петрович Вăрнар районĕнче тĕрĕслесе пăхать. Ăста алăра вара тĕрлĕ инструмента чун кĕрет. Тăрăшуллă ĕçчен пысăк çитĕнÿсем патне ăнтăлма тăрăшать.

Умра - шурă Шупашкар. Çамрăк купăсçă пысăк сцена тата паллă юрăçсем пирки ĕмĕтленетчĕ, тинех шухăш пурнăçа кĕрет пулас. Çапла вара вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн баянисчĕ тата концертмейстерĕ пулса тăрать.

- Малтанах шикленмелле пек туйăнатчĕ, йăлтах паллă та пултаруллă ĕçченсем вĕт, манăн хама тивĕçлĕ шайра кăтартмалла, концерт вара пысăк пахалăхпа иртмелле, - аса илет Родион Петрович иртнĕ çулсене. 

Вун пилĕк çула яхăн ĕçлет вăл кунта, ăсталăха туптать. Ялти пурнăç вара хăйне майлă пырать, чылай чухне ятарлă пĕлÿллĕ çынсем çитмеççĕ унта. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче те çавăн йышши чăрмав пулни сисĕннĕ. Пултаруллă специалиста кунта ĕçлеме килме ыйтса илеççĕ. Çапла вара вăл «Янаш» халăх юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертÿçинче вăй хума пуçлать. Тĕрлĕ концерт программипе Венгринче икĕ хут пулнă, çавăн пекех Финляндинче, Швецинче тата ытти çĕре чылай тухнă. Вĕсем хутшăннă фестиваль, конкурс хисепне шутласа кăларма та йывăр.

- Эпĕ ансамбльпе тачă çыхăну тытакан П. Воробьева, В. Егорова,   Л. Самушкова, Л. Ильгечкина, Р. Николаевăна, Л. Мироваевăна, В. Самушковăна, Л. Щегловăна, А. Егоровăна, А. Ивановăна  пысăк тав сăмахĕ калатăп. Çавăн пекех В. Яковлев балетмейстера, А. Иванов баяниста ырăпа асăнмалла, ыттисем те маттур, -  ăшшăн каласа парать  Родион Петрович хăй ĕçĕ пирки.

Тăрăшса ĕçлекене хисеп туни вара  малашне татах та тухăçлăрах вăй хума хавхалантарать. Эпĕ юрă-кĕвĕ ăстин тата вăл ертсе пыракан ансамбль çитĕнĕвĕсемпе, чыславĕпе паллашмасăр иртме пултараймарăм, анчах та вĕсен шутне тупаймарăм.

Унăн ĕçне тăсакансем - ачисем, вĕсем те юрă-ташă ăстисем. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тени кунта питĕ вырăнлă. Культура ĕçне упракансем,  хаклакансем, тăван халăх йăли-йĕркине йăхран йăха куçаракансем ытларах пулсан чăвашлăх пĕтмест-ха. Несĕлсене сума сăвакансем вара мухтавлă.

 

 Р. Илларионова.   

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика