07 декабря 2013 г.
Коррупципе кĕрешмелли куна декабрĕн 9-мĕшĕнче паллă тăвасси йăлара, вăл ООН Генеральнăй Ассамблейи çирĕплетнипе пулса пырать. Çакна тĕпе хурса Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи пайĕн ĕçĕ-хĕлĕпе следователь, юстици лейтенанчĕ Илья Федотов коррупципе кĕрешес ĕç епле пынипе паллаштарма кăмăл турĕ.
- Иртсе пыракан çулталăкра пирĕн пай сотрудникĕсем ытти органсемпе оперативлă тимленипе, тачă çыхăнса вăй хунипе икĕ коммерци организацийĕн ертÿçи, патшалăхăн пĕр служащийĕ тата полици сотрудникĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тишкерсе следстви ирттернĕ.
2013 çулхи июнь уйăхĕнче Муркаш район сучĕн приговорĕпе «Стройгранд-Групп» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн директорĕ айăплă пулни çирĕпленчĕ. Ответлă ĕçчен РФ УК 159.4 статьян 1 пайĕнчи йĕркене сĕмсĕррĕн пăснă. Ăна айăплав шучĕпе çĕр пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.
Уçă аукцион иртнĕ май çÿлерех асăннă организаци ертÿçи Муркаш районĕнчи пĕр ял тăрăхĕн администрацийĕпе муниципалитет килĕшĕвĕ тунă. Çакна тĕпе хурса «Стройгранд-Групп» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн 1,5 миллион тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем ирттермелле пулнă. Каярах вара ертÿçĕ ултавлă документсем йĕркеленĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхне алă пусма ÿкĕте кĕртнĕ, хăй вара маларах палăртнă ĕçе укçа-тенкĕ унăн счечĕ çине куçнă хыççăн йăлтах йĕркеллĕ пурнăçлама шантарнă. Анчах та вăл хăй сăмахне тытман.
Çапла вара уголовлă ĕçе тишкернĕ май çакă палăрнă. Пĕр миллион тенкĕ ытлалăх ĕçе асăннă организаци пурнăçламан. Çавна май «Стройгранд-Групп» ял тăрăхне тата район администрацине çак укçа-тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Уголовлă ĕç пуçарсан вара хăй сăмахне тытма тивнĕ.
Çавăн пекех следстви комитечĕ тăхăр эпизодпа пуçарнă уголовлă ĕçе вĕçленĕ. Экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен полици сотрудникĕ ют пурлăха хăй аллине çавăрса илме шухăш тытнă. 2009 - 2010 çулсенче Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе муниципалитет шайĕнчи икĕ пÿлĕме приватизаци туманнине пĕлнĕ. Çаксене вăл харпăрлăха куçарма, каярах вара сутса яма ĕмĕтленнĕ. Ĕçе пĕр кăлтăксăр ирттерес тесе район администрацине тата миграци службине суя информаци тăратнă, ултавлă ĕçсем тума хăйĕн икĕ пĕлĕшне хутшăнтарнă. Вĕсемпе «юлашки числопа» усă курса килĕшÿ тунă, çапла вара укçа-тенкĕ тăкакламасăрах пÿлĕмлĕ пулнă. 2010 çулхи апрель тата 2011 çулхи январь уйăхĕсенче çав пÿлĕмсене 500 пин тата 800 пин тенкĕпе сутнă.
Преступлени тăвасси кунпах вĕçленмен-ха. Экономика преступленийĕсемпе чăнахах та «хытă кĕрешекенскер» ултавлă ĕç кал-кал пынине аванах туйнă. Халĕ вара вăл татах та пысăкрах шухăш-тĕллев тытнă. Муниципалитетăн виçĕ çĕр лаптăкĕ тата вунă объект, ку - ял хуçалăх предприятийĕн куçман пурлăхĕ.
Полици сотрудникĕ çурт-йĕрсемпе сооруженисене хăй аллине çавăрса илсе 4 миллион та 800 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
3 пин тăваткал метрлă муниципалитет çĕр лаптăкне ултавлă майпа 49 çуллăх арендăна илнĕ, унăн хакĕ 600 пин тенкĕ ытла. Çапла вара асăннă пурлăха приватизацилесе район харпăрлăхĕнчен кăларас хăрушлăх тухса тăнă.
110 пин тăваткал метр калăпăшлă 6 миллион та 900 пин тенкĕллĕ çĕр лаптăкĕ çинче вăл алла çавăрса илме палăртнă пурлăх виçи пысăк. Район администрацийĕ çакна вăхăтра асăрханă, ĕçе вĕçне çитерме паман.
Çÿлерех асăннă киревсĕр ĕçсене çирĕплетекен факт çителĕклĕ. Вĕсене тĕплĕ тишкернĕ хыççăн уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне пăхса тухма суда тăратнă.
Р. Илларионова калаçнă.