Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2014 çул бюджетне йышăнчĕç

07 декабря 2013 г.

 

Ĕнер район администрацийĕн ларусен залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 30-мĕш ларăвĕ ĕçлерĕ. Депутатсемсĕр пуçне унăн ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, предприятисемпе организацисен представителĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Ларура пăхса тухнă тĕп ыйту, паллă ĕнтĕ, районăн 2014 çулхи тата планланă 2015-мĕшпе 2016-мĕш çулсенчи бюджечĕ çинчен пулчĕ. Бюджет проекчĕпе район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. Ананьева паллаштарчĕ. Депутатсем тĕплĕ сÿтсе явнă хыççăн районăн 2014 çулхи тата планланă 2015-мĕшпе 2016 çулсенчи бюджетне йышăнчĕç.

Çитес çулхи бюджета шайлашуллă темелле. Вăл тупăшсем енĕпе те, расхутсем енĕпе те 433 млн. та 433,6 пин тенкĕпе танлашать. Район хăй ĕçлесе илмелли тупăш шайĕ пĕтĕм виçере 27,3 процентпа танлашмалла. Унăн виçине ÿстерме пултарнине вара ырламалла кăна. Çавна валли майсем çук мар. Ăна бюджета сÿтсе явнă май тухса калаçакансем те хăйсен сăмахĕнче палăртрĕç.

Депутатсем кун йĕркине пăхса тухма пĕтĕмпе 15 ыйту кĕртнĕччĕ. Çапла вара депутатсем районăн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен, Муркаш районĕн администрацийĕн структури çинчен, депутатсен районти Пухăвĕн 2008 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнчи С-24Ÿ5 номерлĕ «Об утверждении Положения о размере должностного оклада, размерах ежемесячных и иных дополнительных выплат лицам, замещающим должности муниципальной службы, и порядке их осуществления» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен, депутатсен районти Пухăвĕн 2012 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнчи С-23Ÿ3 номерлĕ «О районном бюджете Моргаушского района на 2013 год и на плановый период 2014 и 2015 годов» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен, депутатсен районти Пухăвĕн хушăвĕсене, район пуçлăхĕн сĕнĕвĕсемпе ыйтăвĕсене Муркаш районĕн контрольпе шутлав комиссийĕн ĕç-хĕлĕн планне кĕртессин йĕрки çинчен, унăн штатне çирĕплетесси çинчен, Муркаш районĕн муниципалитет харпăрлăх хатĕрĕсене Ильинка, Оринин тата Ярославка ял тăрăхĕсен харпăрлăхне парасси çинчен тата ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

Районти лицей çуртне реконструкцилесе ача сачĕ уçассин ыйтăвĕпе те ларура хĕрÿ калаçу пулчĕ.

Депутатсен районти Пухăвĕн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ              Р. Тимофеев хутшăнчĕ. Район бюджетне йышăннă май депутатсене тав сăмахĕ каларĕ, ăна пурнăçлассипе пурне те çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнме чĕнчĕ.

Хамăр инф.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика