11 декабря 2013 г.
Черетлĕ ял хуçалăх çулĕ вĕçленсе пынă май иртнĕ уйăх вĕçĕнче районти обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен пĕрлехи кунĕсем иртрĕç. Çавна май район администрацийĕн ответлă специалисчĕсем ял хуçалăх производство кооперативĕсенчи, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи выльăх пăхакансемпе тĕл пулчĕç, фермăсенче хĕл тапхăрĕ епле пынипе интересленчĕç.
Мĕн пурнăçларăмăр е туса çитереймерĕмĕр тата умра мĕнле тĕллевсем тăраççĕ - çак ыйтусем паян Çĕнĕ çул çывхарнă май кашни хресчене шухăшлаттараççĕ. Халĕ каланине тĕпе хурса эпир район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе - экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçипе В. АНАНЬЕВПА тĕл пулса калаçу ирттертĕмĕр.
- Владислав Кириллович, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе вите-сарайĕнче тытас тапхăр çĕр ĕçченĕшĕн чи ответли шутланать. Хĕл тапхăрĕн малтанхи икĕ уйăхĕн пĕтĕмлетĕвĕ производство тивĕçлĕ шайра юласса шантарать-и? Хатĕр пултăмăр-и эпир хĕл кунĕсене?
- Хăй ĕçне чунĕпе парăннă хресченшĕн çулталăкăн кашни вăхăчех кĕтсе хатĕрленнипе палăрать. Раштава кĕнĕ май чăн-чăн хĕл пуçланчĕ кăна-ха. Выльăх пăхакана çивĕч тĕрĕслекен шартлама сивĕсем - умра. Çавна шута илсе лартнă тĕллевсене пурнăçланипе пурнăçлайманни тата мĕн патне ăнтăлмалли халех паллă. Хресчен пурнăçĕн кун йĕркинче те тăтăшах çĕнĕлĕхсем çуралса вăй илеççĕ, пурнăçа кĕреççĕ. Пулса тухнă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисем çĕр ĕçченне пулăшу алли тăсса парасси - ырă йăлара. Вăхăтлă тата вырăнлă пулăшу ял хуçалăх ĕçченĕсене выльăх йышне сыхласа хăварма, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче урăх йышши харпăрлăх формисене аталантарма май парать. Вĕсемпе усă куракансен ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă.
Фермăсенчи паянхи ĕçсем патне конкретлăрах пырсан обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕле кĕртнĕренпе хыçа юлнă икĕ уйăх кăтартăвĕсемпе паллашни юрăхлăрах пулмалла. Малтанах хĕл каçма хатĕрленĕ выльăх апачĕ пирки. Тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем хăйсен харпăрлăхĕнчи выльăхсен кашни условнăй пуçĕ валли 36,6 центнер апат единици хатĕрлерĕç. Вăл шутран хĕл каçма - 31,5 центнер. Пĕтĕмĕшле илсен, районти выльăхсене хĕл каçарма апат ытлă-çитлĕ. Рацион пулăхлăхне тивĕçлĕ шайра тытма премикссем, белокпа витаминлă-минераллă хутăшсем, патока (кăшман нимĕрĕ), выльăх тăварĕ тата пурă туянмалла кăна.
Апат пĕтĕмĕшле çителĕклĕ пулнине, малашлăха пăхакансем фермăсене сивĕ тапхăра тĕллевлĕ хатĕрленине, ĕçлес ĕмĕтсем пуррине шутласан хĕл тапхăрĕнче те производство пĕтĕмĕшле уксахламалла мар.
- Хĕле тивĕçлĕ хатĕрленни лайăх, анчах ку тапхăрăн малтанхи уйăхĕсем кăçал мĕнле кăтартусем пачĕç? Кĕтни пурнăçланать-и?
- Пĕтĕмлетсе каласан районти ял хуçалăхĕ пĕр вырăнта тăмасть. Выльăх пăхакансен пĕрлехи кунне пĕтĕмлетсе çакна калас килет. Рейд тĕрĕслевĕсем паян хĕл кунĕсем Суворов ячĕпе хисепленекен, «Оринино» хуçалăхсемпе «Путь Ильича» агрофирмăра тухăçлăрах иртнине çирĕплетрĕç.
Октябрь - ноябрь уйăхĕсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсем пурĕ 153 тонна аш-какай тата 1345,9 тонна сĕт туса илчĕç. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан аш-какай туса илесси 89,1 процентпа, сĕт сăвасси 118,5 процентпа танлашрĕ. Çакă пирĕн татах та тухăçлăрах ĕçлеме май пурри пирки калать. Халĕ калани уйрăм хуçалăхсем тĕлĕшпе пăхсан татах та уçăмлăрах курăнать. Кунта вырăнсенче сĕт сăвасси çине ытларах тимлĕх уйăрнине палăртмалла. Ку отрасльте «Путь Ильича» агрофирма, «Герой», Ильич ячĕпе хисепленекен тата Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Пĕрремĕшсем икĕ уйăхра 319,5 тонна, Анаткассисем 190,1 тонна, Шурчасем 141,2 тонна тата Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх 130,5 тонна сĕт суни тăрăшакансем ĕçлеме пултарни пирки калать. Кунта хуçалăхсем реализацилекен сĕт пахалăхĕ çинче пĕр тĕслĕхпе чарăнса тăрас килет. «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕ пĕтĕмĕшле сунă сĕтĕн 87 процентне чи пысăк сортпа сутса хуçалăх экономикине тĕреклетнĕ. Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Путь Ильича» хуçалăхсенче те пахалăх енĕпе япăх мар ĕçлесе пыраççĕ. Çакнашкал ĕçлеме паян районти нумай хуçалăхра никĕс пур.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем пирки калас пулсан выльăхсен ÿт хушаслăхне те сиктерсе хăвармалли çук. Ку вăл - аш-какай туса илессин никĕсĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен икĕ уйăхри пĕтĕмĕшле ÿт хушаслăхĕ районĕпе 815,6 центнер. Апат пуррине тата уйрăм хуçалăхсем - Ильич яч. хис., «Свобода», Суворов яч. хис, «Ударник», «Путь Ильича» - çу кунĕсенче янтăланă апатпа тулăх усă курнине шутласан ку кăтарту малашнехи уйăхсенче сумлăрах ÿсессе шанатăп.
Юлашки вăхăтра Чул хуларан килекен мобильлĕ цех «Путь Ильича» агрофирмăпа «Оринино» пĕрлешÿллĕ хуçалăхра выльăхсем валли комбикорм хатĕрлессипе тухăçлă ĕçлет. Ыттисен те çак опытпа усă курсан аванччĕ.
- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пĕр кун ĕçлекен тытăм пулманран выльăх пăхакансен пĕрлехи кунĕнче вырăнсене çитсен хăш хуçалăхри лару-тăру ытларах килĕшрĕ сире тата камсен мĕнле ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрмалла?
- Лайăххисене калаçу пуçламăшĕнчех палăртрăм. «Путь Ильича» агрофирмăра, «Герой», Чкалов яч. хис., Ильич яч. хис. тата Суворов яч. хис. хуçалăхсенче хĕл тапхăрне ыттисенчен ăнăçлăрах хатĕрленни куç тĕлне пулчĕ. Анчах ыттисене те тÿрех хурлас килмест. Тĕслĕхрен, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра кăçал çуллахи кунсемпе туллин усă курса выльăх апатне хăйсем валли çеç мар, сутлăх та хатĕрлеме хевте çитерчĕç. Анчах Çурлатринчи сĕт ферминче юсав ĕçĕсене çителĕклĕ туса çитереймен, вите-сарайсене шуратман. Фермăра ĕçлекенсем çитмеççĕ. Çав хушăрах сарайсенчи выльăхсене шыв пырас тата тислĕк кăларас система юсавлă.
Чапаев яч. хис. хуçалăхăн Отарккăри сĕт ферминче пулсан выльăхсене тулăх тăрантарманни куç умне пулчĕ. Çавăнпах кунта паян пĕр ĕне пуçне 5 килограмм ытларах çеç сĕт сăваççĕ. Ку вăл районăн вăтам кăтартăвĕнчен икĕ хута яхăн пĕчĕкрех. Продуктивлăх пĕчĕкки çине выльăх апачĕн пахалăхĕ начарри витĕм кÿрет. Хĕле кĕртнĕренпех кунта выльăхсене уçăлма кăларасси уксахлать. Эпир фермăра пулнă чух унта юсавçăсен бригади ĕçлетчĕ. Çитмен утăна хуçалăх ертÿçи Е. Андреев яч. хис. хуçалăхран туянма пăхнине пĕлтерчĕ.
«Передовик» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси ыррине шантарать: сĕт сăвассипе хуçалăх районта чи кайрисен ретĕнче. Вырăнта çак лару-тăрăва тĕпрен улăштарма майсем пуррине шута илсе Москакассисем тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвасса шанас килет.
Чкалов яч. хис. хуçалăхăн Исетерккĕри сĕт ферминче юсав ĕçĕсем кирлĕ чухлĕ тăтăш пурнăçланса пыраççĕ. Тислĕк кăларас, выльăхсене шыв ĕçтерес система юсавлă пулни тата вырăнта санитари кунĕсене графикпа килĕшÿллĕн ирттерни фермăри йĕркелĕхе çаврăнса тухать. Ĕне сарайĕнче эпир пынă кун козлятникран хатĕрленĕ паха утă çителĕклĕччĕ. Выльăхсен рационĕнче минераллă хутăшсем пурри кунта продуктивлăхпа тĕллевлĕ ĕçленине кăтартрĕ. Çавăнпа сывă та таса ĕнесем талăксерен 10 килограмм ытла сĕт панинчен тĕлĕнме кирлĕ мар.
«Путь Ильича» агрофирмăра пулсан кашни утăмрах хуçалăх ĕçченĕсем выльăхсене вите-сарайĕнче тытас тапхăра тĕплĕ хатĕрленни курăнчĕ. Кунти тирпейлĕхре тăракан таса та мăнтăр ĕнесен продуктивлăхĕ пысăкки пирки те иккĕленÿ пулмарĕ.
- Паян районта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ пĕчĕк хуçалăхсем те ĕçе ăнăçлăн кÿлĕнчĕç. Пĕтĕмĕшле кăтартура хăшĕсен тÿпи пысăкрах?
- Кунта нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Пĕчĕк хуçалăхсем пĕрешкел условисенчех ĕç вăйĕпе тухăçлăрах усă курма май пуррине хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ, çĕр çинче тата выльăх-чĕрлĕх патĕнче хуçалларах ĕçлемелли çулсем пурри пирки калаççĕ. Сирĕн ыйту çине хуравласа кунта хăш-пĕр кăтартусемпе паллаштарам. Район 11 уйăхра чĕрĕ виçепе 3742,5 тонна (пĕлтĕрхин 90,2 проценчĕ) аш-какай туса илнĕ пулсан, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен кăтартăвĕ 1158,1 тонна (91 процент), пĕчĕк хуçалăхсен кăтартăвĕ - 122,1 тонна (101,1 процент), килти хушма хуçалăхсен - 2462,3 тонна (89,3 процент). Сĕт сăвассипе пĕтĕмĕшле кăтартура пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемех тĕп вырăнта тăраççĕ: 8468,1 тонна (110,1 процент). Çак ÿсĕмре «Путь Ильича» агрофирма мал туртăмлă ĕçлени пысăк вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесен кăçал «Ударник» хуçалăх сумалли ĕнесене 90 пуç, «Свобода» 27 пуç, Чапаев яч. хис. хуçалăх 32 пуç сахаллатни шухăшлаттарать.
Продуктивлăх пирки калаçнă чух тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенчи выльăх йышĕ пирки каламасăр та иртессĕм килмест. 11 уйăх пĕтĕмлетĕвĕпе, пĕтĕмĕшле илсен, районта мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ пĕлтĕрхинчен 99,6 процент юлчĕ (15001 пуçпа танлашрĕ). Çав вăхăтрах ĕнесен йышĕ ытти харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсемпе танлаштарсан пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче хушăнчĕ: 2040 пуçран 2162 пуçа çитрĕ.
- Агробизнесăн çывăх малашлăхĕ пирки мĕн шутлатăр, мĕн калайратăр пирĕн вулакансене?
- Ăнăçу никĕсĕ çĕнĕ технологисемпе ĕç йĕркелĕвĕнче пулнине пурте ăнланатпăр. Анчах вĕсене алла илесси нумай чухне йывăррăн пулса пырать е теприсен пачах та вырăнтан тапранаймасть. Малашлăха пăхса ĕçлекенсем вара пĕр вырăнта тăмаççĕ. Çакна çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхсенченех курма пулать. «Путь Ильича» агрофирмăра çĕнĕ производство комплексĕ хута кайни те çакна çирĕплетет.
Ума лартнă тĕллевсем епле пурнăçланнине тĕплĕн пĕтĕмлетесси малта-ха. Хресчен ĕçĕн тĕп тĕллевĕ - çĕр-аннемĕре хуçасăр тата пушă выртарас марри. Çакăнта кашнин вăй хумалла. Ку вăл - район шайĕнчи малашлăха пăхтаракан çĕнĕ шухăшлав.
А. ПЕТРОВ калаçнă.