Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх, асăрханулăх, ырă тĕслĕх кирлĕ

11 декабря 2013 г.

 

Шалти ĕçсен министерствинче пулса иртнĕ реформăпа, «О полиции» Федераци саккунĕпе тата ытти саккунсемпе килĕшÿллĕн участковăйсем хăйсем ответлă пулса тăракан территорисенче пурăнакансем умĕнче çулталăкра икĕ хутран сахал мар тĕл пулса отчет пама тивĕç. Пирĕн районта халĕ шăпах участковăйсем хăйсен ĕç-хĕлĕ пирки каласа панă тапхăр пырать.

Чуманкасси ял тăрăхĕнчи çакăн пек тĕл пулăва ку ял тăрăхĕшĕн яваплă Н. Кудряшов участковăй, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Белов кăна мар, нумаййăн хутшăнчĕç. РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов та, полицин участокри уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн ертÿçи             В. Алексеев та, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн çумĕ В. Вязов ертсе пыракан пай çумĕнче йĕркеленĕ обществăлла канаш членĕсем те активлă хутшăнчĕç.

Чуманкасси ял тăрăхĕнче кăçалхи 11 уйăхра 11 преступлени пулнă (çакă пĕлтĕрхинчен сахалрах), ытларахăшĕ - çынна хĕнени. Н. Кудряшов участковăй сăмахĕнчен обществăлла вырăнта ÿсĕр пулнисене тата çакăн пек вырăнсенче эрех-сăра ĕçекенсене асăрхаттарас тĕллевпе ял тăрăхĕнче 270 ытла адмпротокол çырни те палăрчĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕнчи активпа йĕркеленĕ тĕл пулура асăрхаттару калаçăвĕ пысăк вырăн йышăнчĕ.

Çынна улталаса унăн пурлăхне, укçи-тенкине вăрланă тĕслĕх пурнăçра çав тери нумай. Юлашки çулсенче телефонпа шăнкăравласа е смс-хыпар ярса улталанă тĕслĕхсем те хушăнсах пыраççĕ. Вăрă-ултавçăсем нумай чух кил хуçисем килте пулманнипе е маларах вĕсем патĕнче пулса ăçта мĕн выртнине пĕлнипе усă кураççĕ. Çавăнпа та шанман çынна киле кĕртсе «экскурси ирттерни» те кайран пысăк тăкак кÿме пултарассине асра тытмалла. Килтен нумайлăха каякансен вара кÿршĕсене е тăвансене кил пăхса тăма ыйтмалла, кунпа пĕрлех почта ещĕкĕнчи хаçат-журнала та вăхăтра илсе тăма каламалла. Мĕншĕн тесен ултавçăсем питĕ тавçăруллă, ĕç-пуçа та ытларах чух тĕплĕн хатĕрленмесĕр, шухăшламасăр тытăнмаççĕ.

Участковăй асăннă ял тăрăхĕнче çынсене, уйрăмах Отарккăра пурăнакансене, автотранспорт тĕлĕшпе тимлĕ пулма ыйтрĕ. Çуркунне-кĕркунне вăхăтĕнчи йĕпе-сапара та, тепĕр чух хĕлле те машинăпа яла кĕрсе тухма май çук, çавăнпах ял умĕнче асфальт çул пĕтнĕ вырăнсенче сахал мар машина ларать. Апла пулсан унти хаклă япаласем те вăрра илĕртме пултарнине манмалла мар.

Уйрăм çынсем кăна мар, предприяти-организацисем те, хуçалăхсем те ултавçăсенчен пысăк сиен курма пултараççĕ. Инçе кайма кирлĕ мар: Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи П. Ефимов каланă тăрăх вĕсем кăçал ултавçăсене пула самаях йывăр лару-тăрăва лекнĕ.

Ку тăрăхра кам тата мĕнле преступлени тунине тĕл пулăва пухăннă çынсем халĕ аван пĕлеççĕ - нумайăшĕ килти харкашуран пуçланса хĕнени патне çитнĕскерсем, ÿсĕрле тунăскерсем. Çапла вара вырăнти активлă çынсем камран мĕн кĕтме пултарассине, апла - кама мĕнрен асăрхаттармаллине те лайăхрах ăнланса илчĕç пулĕ. Ку ял тăрăхĕнчен профилактика учетĕнче 32 çын, вĕсен шутĕнче çемьере харкашма «юратакансем» пиллĕкĕн. Шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитменнисен учетĕнче ку тăрăхран никам та пулманни вара кăмăла кăшт хăпартрĕ.

Районта преступленисен шучĕ чакса пынине пĕрремĕш çул мар сăнатпăр. Çак лайăх тенденцие пай пуçлăхĕ Е. Плечов çынсем активлăрах пулма пуçланипе, вĕсем полицейскисенчен çирĕпрех ыйтма тытăннипе те сăлтавларĕ. Кунпа пĕрлех халăх пакунлисене ытларах шанма пуçлани те куç кĕрет. Кăçал çак таранччен кăна-ха шалти ĕçсен пайне çынсенчен 5 пин ытла хыпар-хăнар пулнă.

Чăнах та юлашки çулсенче шалти ĕçсен пайĕн, пĕтĕмĕшле министерствин те ĕç-хĕлĕ уççăн курăнать. Тĕл пулура та Евгений Иванович полици ĕçĕнчи çитменлĕхсем пирки, вĕсене мĕнле майпа пĕтересси пирки те çынсемпе уççăн калаçрĕ. Кунпа пĕрлех полици сотрудникĕсен ăсталăхĕ ÿссе пынине каламасăр иртме çук. Акă Москакассинчен пысăк тиевлĕ икĕ машинăна вăрласа каякансене тупма пирĕн районти полицейскисем Волгоград облаçĕ таранах çитнĕ - тупнă, çула май тĕрлĕ регионсенче çакăн пек тепĕр 9 преступлени уçса пама пултарнă!

Преступленисене уçса парассинче хыпара тÿрех пĕлтерни пĕлтерĕшлĕ тетпĕр пулсан, вĕсене асăрхаттарассинче район шайĕнче йышăннă тĕллевлĕ программăсем кăна ĕçлени çителĕксĕр - çынсен те активлăхрах пулмалла. Акă районта кăçал çынна вĕлернĕ 4 тĕслĕх пулни тĕл пулăва пухăннисене никама та пĕр шухăшсăр хăвармарĕ пулĕ - ытла та тискер ĕçсем (Шомик ялĕ çывăхĕнче хĕр виллине тупни, Катькас ял тăрăхĕнче арăмĕ упăшкине çĕçĕпе чикни, Уйкас Янасал, Москакасси ял тăрăхĕсенче çынна вĕлерни). Кашни вилĕмĕ эрех ĕçнĕрен харкашу тухнипе çыхăннă. Çавăнпа Евгений Иванович та эрех ĕçсе тăтăшах вăрçма-çапăçма юратакансем пирки кая юлмасăр шалти ĕçсен пайне (ята палăртмасăр та юрать) пĕлтерме ыйтрĕ. Наркотиксен, хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕ те çынсене шухăшлаттармасăр иртмелле мар: наркотикăн хăрушлăхĕ пирки те нумай илтетпĕр, «пытанса юлнă» пĕр патрон е хăй тĕллĕн хатĕрленĕ пăшал та мĕнле инкекпе çаврăнса тухма пултарасси паллă. Çавăнпа та саккунсăр упранакан хĕç-пăшала, патронсене хапрăр хăй ирĕкĕпе парсан усси пысăк пулĕ, тепĕр тесен халĕ çакăншăн укçа та параççĕ.

Кунсерен пирĕн пурнăçа тĕрлĕ саккун кĕрет, йышăннă саккунсене улшăнусем те чылай кĕреççĕ - пурне пĕлсе тăма та йывăр. Анчах та ачаран пуçласа çын прависемпе ирĕкĕсем çинчен вĕрентни çакăнта пысăк пулăшу кÿрет. «Çĕр-шывăн тĕп саккунĕнчи - Конституцири тĕп статьясене пĕлнипех çын йĕркене пăсассинчен хăйне хăй асăрхаттарма пултарать. Çавăнпа та ача садĕнчен пуçласах ачасене саккун мĕнне вĕрентмелле. Ашшĕ-амăшĕсем - килте, учительсем шкулта ачасене саккунпа çыхăннă пурнăçри тĕслĕхсем илсе кăтартсан, ăнлантарсан аван пулмалла», - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне обществăлла канаш председателĕ В. Вязов.

Преступленисене, йĕрке пăсасран асăрхаттарасси пур çыннăн тивĕçĕ пулмалли паллă, анчах пурнăçра ун  пек пулса пымасть-ха. Çавăнпа та пурте активлă тата пĕр çыхăнура ĕçлени питĕ кирлине обществăлла канаш членĕ Федор атте те палăртрĕ.

Шкул директорĕ В. Васильев вара шкулти лару-тăрупа паллаштарнă май ачасем ырă мар тĕслĕхе часах курни çинче чарăнса тăчĕ. Çавăнпа та тĕл пулăва пĕтĕмлетсе каланипе - аслисен ачасемпе çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартмаллипе тата йĕркене пăсассинчен пĕрле асăрхаттармаллипе пурте килĕшрĕç.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика