Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çĕр участокĕн тĕллевĕ пур

14 декабря 2013 г.

 

Паян харпăрлăха çĕр илесси кун йĕркинче анлă тăрать. Анчах мĕнле ĕçсем туса ирттерме юрать вĕсем çинче тата çав çĕр пайĕсемпе мĕнле тĕллевпе усă курмалла; Çĕр илекенсем час-часах çак ыйтусен хуравĕсемпе интересленмеççĕ. Çавна пулах вăхăт иртсен вĕсен саккун умĕнче явап тытмалла пулса тухать.

Пуриншĕн те паллă, çĕр ыйтăвĕ пурнăç аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕнче те тĕп вырăнта пулнă. Вăл хăйĕн пĕлтерĕшне паян та çухатман.

Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма çĕр участокĕ илекенсем унта час-часах техобслуживани станцийĕсем е шиномонтаж мастерскойĕсем уçнине курма пулать. Çак утăм - саккуна сĕмсĕррĕн пăсни. Ялсенче пурăнакансем те çакна кураççĕ, асăрхаççĕ. Çавăнпа та ял-хуласенчен хăйсен кÿршисем çĕр участокĕпе тĕллевсĕр усă курни пирки Чăваш Республикипе ĕçлекен Росреестр Управленийĕн патшалăх çĕр надзорĕн пайне  пĕлтернисем нумайланчĕç.

Малтанах çĕрпе усă курас тата  ун çинче çурт-йĕр çавăрас йĕрке пурри пирки асăрхаттарса хăварас килет. Унпа килĕшÿллĕн çĕр лаптăкĕсене  усă курас тата çурт-йĕр çавăрас йĕркепе ял тăрăхĕсемпе хула округĕсене тĕрлĕ тĕллевпе усă курмалли лаптăксем çине пайлаççĕ. Вĕсем: пурăнмалли вырăн, обществăпа ĕç хутшăнăвĕсем валли пăхнисем, производство лаптăкĕсем т. ыт. те. Вĕсен чиккисене ял-хула йĕркелĕвĕн тата пайлавĕн картти çинче палăртаççĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн пурăнмалли индивидуаллă çурт-йĕр строительствин зонинче   уйрăм  çынсен техобслуживани станцийĕсем е шиномонтаж мастерскойĕсем уçма юрамасть. Анчах практикăра çĕр участокĕсене пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма илнĕ граждансем вĕсемпе тĕллевлĕ усă курманни тĕл пулать.

Нумаях пулмасть Шупашкарти Добролюбова, Тельман, Крупская ячĕллĕ урамсенче пурăнмалли индивидуаллă çурт-йĕр çавăрма тесе илнĕ çĕр лаптăкĕсенче автотранспорт хатĕрĕсене ваккăн юсамалли тата пăхса тăмалли пунктсене уçнă. Саккуна пăснă тĕслĕхсенче Росреестр сотрудникĕсен вĕсен хуçисене административлă майпа явап тыттарма тивнĕ. Йĕркене пăсса саккун умĕнче явап тытиччен, ман шутпа, граждансен çиччĕ виçсе шутласа пăхмаллах. Кунашкал тĕслĕх пулсан вĕсен хуçисен саккунпа килĕшÿллĕ пурăнас тесен çĕр участокĕсемпе усă курмалли йĕркене саккун шайне çитермелле.

2013 çул пуçланнăранпа  Чăваш Республикипе ĕçлекен Росреестр Управленийĕ вырăнсенче çĕрпе саккунпа килĕшÿллĕ усă курни тĕлĕшпе 5400 тĕрĕслев ирттернĕ. Çак тĕрĕслевсенче граждансем йĕркене пăснă 2063 тĕслĕх çиеле тухнă. Ытларах чух çĕрпе никам ирĕк памасăр усă курни тата çĕр тĕлĕшпе официаллă документсем хатĕрлесе çитермесĕрех ĕçлени палăрнă. Йĕркене пăсакансене административлă майпа   пĕтĕмпе 1152,9 пин тенкĕ явап тыттарнă.

Кăçалхи тĕрĕслевсем ытларах Çĕнĕ Шупашкар хулинче, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕрпÿ, Улатăр районĕсенче пулнă. Чăваш Республикипе ĕçлекен Росреестр Управленийĕ патшалăх çĕр инспекторĕсем Тăвай, Пăрачкав, Йĕпреç, Канаш, Муркаш, Вăрнар районĕсенче тата Шупашкар хулинче çирĕпрех ĕçленине палăртать.       

Л. ПЕТРОВА,

Чăваш Республикипе ĕçлекен Росреестр Управленийĕн

                                   Муркаш районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика