18 декабря 2013 г.
Иртнĕ кĕçнерни кун, декабрĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн РФ Федераци Пухăвне хатĕрленĕ Çырăвне вуласа пачĕ. Кăçалхи унăн Çырăвĕ 10-мĕш пулчĕ. Вăл 1 сехет те 10 минута тăсăлчĕ. Çулталăк маларах çавна валли ăна 1 сехет те 22 минут кирлĕ пулнăччĕ.
Президент çакăн пирки каларĕ...
Халăх ушкăнĕсем хушшинчи хирĕçÿсен сăлтавĕсем пирки
Раççейри халăх ушкăнĕсем хушшинчи хирĕçÿсемшĕн «аморальлĕ интернационал» айăплă. Вĕсен шутне Раççейăн кăнтăрти хăш-пĕр регионĕсенчен тухнă çынлăх туйăмне çухатнă сĕмсĕрсем тата право сыхлав органĕсен сутăнчăк сотрудникĕсем кĕреççĕ. Кунтах хăйсене вырăс националисчĕсем текенсем, тĕрлĕ сепаратистсем. Вĕсем йăлари кирек епле трагедирен те вандализм е юнлă хирĕçÿ валли сăлтав туса хума хатĕр. Çапла шутлать Президент.
Вăл ăнлантарнă тăрăх кун пек хирĕçтăрусене тума хĕтĕртекенсем вара халăх представителĕсем мар, культура тата традици хаклăхĕсене çухатнă çынсем.
«Çакă пирĕн проблемăсемпех çыхăннă. Экономикăпа социаллă пурнăç тата территори аталанăвĕн йывăрлăхĕсен, коррупци, патшалăх институчĕсен ĕçĕнчи çитменлĕхсен тата, паллă ĕнтĕ, вĕренÿ тата культура политикинчи пысăк кăлтăксен витĕмĕ палăрать», - палăртать Владимир Путин.
Май уйăхĕнчи указсене
пурнăçламаннин сăлтавĕсем пирки
Хăйĕн указĕсене пурнăçласси мĕнле шайра пулнипе Президент кăмăлсăр: «Вĕсене пурнăçа кĕртесси питĕ тăсăлса кайрĕ, çынсем результатсене туймаççĕ».
«Е обществăра кăмăлсăрлăх туйăмĕ çуратма хăтланаççĕ, е нимĕн те тумаççĕ», - хыттăнах каларĕ вăл нимĕнле сăлтава та йышăнас çуккине палăртса. Тепĕр чухне плансемпе тĕллевсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ çитменни çине йăвантарма тăрăшаççĕ. В. Путин шучĕпе политикăна ячĕшĕн йĕркеленĕ принциппа туса хатĕрлеме май çук. Паллă ĕнтĕ, экономика конъюнктури улшăнма пултарать, анчах та ку вăл тĕллевсен ревизийĕ пирки калаçма сăлтав мар. Ĕçлес пулать, ыйтусене татса пама майсем шырамалла, бюджет тата ытти приоритетсене уçăмлă палăртмалла.
Демографи лару-тăрăвне
лайăхлатасси пирки
Кăçалхи январь - октябрь уйăхĕсенче Раççейре çынсен шучĕ ÿснине палăртнă, регионсенчен çурринче ачасем çуралассин шайĕ çынсем вилессинчен пысăкрах.
«Кун пек результатсем 1991 çултанпа пĕрремĕш хут пулчĕç. Кусем вĕсем питĕ лайăх результатсем», - терĕ Президент. Уралăн мĕн пур регионĕсенче тата Атăлçипе Инçет Хĕвел тухăçăн ытларах регионĕсенче ачасем çураласси Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах.
Вăтам тупăшлă çемьесене
пурăнмалли çурт-йĕрпе
тивĕçтермелли программа пирки
Владимир Путин шухăшĕпе пурăнмалли çурт-йĕр политики паян демографи аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ факторĕсенчен пĕри пулса тăма тивĕç. Правительство ку тĕлĕшпе пурнăçа кĕртмелли программа хатĕрлет. Унпа килĕшÿллĕн 2016 çул вĕçленнĕ тĕле социаллă мĕн пур инфраструктурăпа шайлаштарнă 25 млн. тăваткал метртан кая мар пурăнмалли хушма çурт-йĕр хута ямалла. Çапла майпа вăтам тупăшлă çемьесем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарччăр.
«Ку программăна «Раççей çемйин çурт-йĕрĕ» ят пама сĕнетĕп, çапла майпа асăннă проблемăн пĕлтерĕшне палăртас тетĕп», - терĕ Президент 2016 çул тĕлне çуллен хута яракан çурт-йĕр лаптăкĕ 75 миллион тăваткал метртан иртмеллине палăртса. Ку вăл 1987 çулхи рекордлă 72,8 миллион тăваткал метртан та нумайрах.
Виçĕ ачаллă çемьесем пирки
«Пирĕн сирĕнпе ача амăшĕн капиталĕпе 2016 çул хыççăн мĕн тăвасси пирки шухăшласа пăхас пулать», - терĕ çĕр-шыв пуçлăхĕ. В. Путин шучĕпе ку тĕлĕшпе регионсен демографи лару-тăрăвне лайăхлатма хăйсен программисене туса хатĕрлемелле.
Çемьере икĕ ача пулсан виççĕмĕшĕ пулмаллах. «Эпĕ шанса тăратăп, Раççейре виçĕ ачаллă çемье норма пулса тăма тивĕç», - Владимир Путин çапла çирĕплетрĕ.
Чи малтанах ача амăшĕсем валли лайăх условисем туса парас пулать. Вĕсем иккĕмĕш е хыççăнхи ача çуратнă хыççăн карьера валли çул хупăнасси пирки ан шикленччĕр.
Çулленхи диспансеризаци пирки
Президент çынсене хăйсен сывлăхĕшĕн ытларах тимлеме чĕнсе каларĕ.
2015 çултан тытăнса Раççейри пур ачасен те тÿлевсĕр диспансеризаци витĕр тухмалла, аслисен - виçĕ çулта пĕр хутчен. Медосмотр тăни чир-чĕре маларах тупса палăртма май парать.
Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿсет. Раççейре юлашки вăхăтра çакăн пек центрсен сетьне йĕркеленĕ. Вĕсен пулăшăвĕпе вара хуласенче пурăнакансем кăна мар, ыттисем те усă курма пултарччăр.
Тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ пирки
Президент çапла пĕлтерчĕ. Обязательнăй медицина страхованийĕн системи медицина пулăшăвĕпе тÿлевсĕр тивĕçтерессине гарантилеме тивĕç. Пациент хăйне мĕнле пулăшупа тÿлевсĕр тивĕçтерессине пĕлсе тăтăр, врач вара ăна ĕçшĕн мĕнле принципсене пăхса тÿлессе малтанах пĕлме тивĕç.
База ыйтăвĕ - сывлăх сыхлавĕн страхланă принципĕ çине куçасси. Çын хăйĕн сывлăхĕшĕн хăй те тăрăштăр, уншăн ответлă пултăр.
В. Путин çавна та палăртса хăварчĕ. Страхлакан компанисемшĕн медицина учрежденийĕсем пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерни пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Пациент хăйĕн шухăшĕпе лайăхрах ĕçлекен медицина учрежденине суйласа илме пултармалла.
Хальлĕхе обязательнăй медицина страхованийĕн системи çителĕклĕ ĕçлеймест-ха. Ăна аталантарни медицина услугисен пахалăхне лайăхлатма, врачсен ĕç укçи шайне ÿстерме май парĕ.
Сывлăха сыхлассин системи тата унта волонтерсен юхăмне
аталантарасси пирки
Президент медицина проблемисем пирки асăннă май ыр кăмăллăх традицийĕсене çĕнĕрен чĕртесси пирки чарăнса тăчĕ.
Владимир Путин Раççейре сывлăха сыхлас ĕç системинче хăйсен ирĕкĕпе ĕçлеме, ку ĕçре пулăшу кÿме кăмăл тăвакансен анлă юхăмне йĕркелеме сĕнет.
Пысăк технологиллĕ медицина операцийĕсен шучĕ Раççейре çитес 3 çул хушшинче 1,5 хут ÿсмелле. Медицина сферинчи çĕнĕ тĕпчевсен шайĕпе ытти çĕр-шывсенчен юлса пыни чыс тумасть.
Общежитисенче пурăннăшăн тÿлесси пирки
«Хаксене пĕлĕте çити ÿстерме çук», - палăртрĕ Владимир Путин студентсен общежитисенче пурăннăшăн тÿлемелли виçисем пирки асăннă май. Аслă вĕренÿ заведенийĕсен ректорĕсене вăл çакна пĕлтерчĕ. Малашне Финанс министерстви вĕсен тупăшĕсене шута илсе хальхи нормативсене чакарĕ.
Аслă вĕренÿ заведенийĕсене
вĕренме кĕнĕ чухне сочинени çырасси патне таврăнасси пирки
Президент çитес вĕренÿ çулĕнчен тытăнса шкултан вĕренсе тухакансем итоглă сочинени çырассине пăхса хума хушу панă. Унăн результачĕсене аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕнĕ чухне ЕГЭ кăтартăвĕсемпе пĕрлех шута илĕç.
Пĕр çуртри ача сачĕсемпе пуçламăш шкулсем пирки
Вĕренÿ тата наука министерстви пĕтĕмĕшле вĕренÿ системинче кадрсене çĕнетсе улăштарассин программине туса хатĕрлес ĕçсене хăвăртрах вĕçлеме тивĕç. Учительсем хатĕрлемелли тата вĕсен квалификацине ÿстермелли пĕр тытăмлă система пулмалла. Вĕсем инвалид ачасемпе хутшăнма тата ĕçлеме пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Владимир Путин тепĕр проблемăна та палăртрĕ. Çитес 5 - 6 çул хушшинче шкул ачисен шучĕ пĕр миллиона яхăн ÿсмелле. Ача сачĕсене тунă чухне çавна та шута илес пулать. Малашлăхра вĕсемпе пуçламăш шкул вырăнне те усă курма май пултăр. Ку вăл ача сачĕсен проекчĕсен хакĕсене ÿстерме тивĕç мар. Строительство ĕçĕсене пĕрле, комплекслă туса ирттерессине пăхса хумалла. Проблема пĕлтерĕшне кура кунта федераци пулăшăвĕ те кирлĕ пулĕ.
Раççей аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ют çĕр-шыв çыннисене вĕренме
условисем туса парасси пирки
Президент ытти çĕр-шывсен, СНГ çĕр-шывĕсен гражданĕсене Раççей аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренме условисем туса пама чĕнсе каларĕ.
Раççей стандарчĕсемпе ЕГЭ ирттерессипе СНГ çĕр-шывĕсенче те пунктсем йĕркелеме пулать. Калăпăр, вырăс чĕлхин центрĕсен бази çинче. Кун пек экзаменсене пирĕн шкулсенче ЕГЭ ирттернĕ вăхăтрах тыттармалла.
Çĕр участокĕсем уйăрса парассин процедурине ансатлатасси пирки
Президент законодательствăна улшăнусем кĕртме сĕнет. Вĕсем çĕр участокĕсем уйăрса парассин процедурине ансатлатма тивĕç.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çурт-йĕр çавăрма çĕр участокĕсем уйăрса парассипе аукционсем ирттересси уçăмлă та пурне те курăмлă пулмалла. Çак ыйтăва çитес уйăхсенчех татса парас пулать.
Кунпа пĕрлех çурт-йĕр тăваканăн та яваплăх пулмалла. Енчен те вăл çĕр участокĕ илнĕ, анчах та строительство ĕçĕсене вăхăтра пуçăнман пулсан, ăна каялла тавăрса пама тивет.
Раççей традициллĕ çемьене пулăшнине тĕнчере мĕнле хак пани пирки
Президент шухăшĕпе çемье тата тĕн çине урăхларах пăхассине пурнăçа кĕртни демократие хирĕçле пулăм пулса тăрать. Мĕншĕн тесен ку вăл халăхăн ытларах пайĕн ирĕкĕпе çыхăнса тăмасть.
«Традици хаклăхĕсем - традициллĕ çемье, çын пурнăçĕ, вăл шутра тĕн тĕлĕшпе те эпир тытса пыракан позицие тĕнчере ытларах та ытларах çын ырлать. Паллах ку вăл консерватизмла позици. Анчах та вăл малалла тата çÿлелле мар, каялла тата аялалла, хаос тĕттĕмлĕхне кайма чăрмав пулса тăрать», - палăртрĕ Президент.
Студентсен çар хатĕрленĕвĕ пирки
Кăçал контракт йĕркипе службăра тăракан рядовойсемпе сержантсен шучĕ 220 пин çын чухлĕ ÿснĕ. Президент хатĕрленнĕ мобилизаци составне туса хурасси пирки шухăшласа пăхма сĕнет.
В. Путин сĕнĕвĕ çапла: студентсене отсрочка панипе пĕрлех аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи çар хатĕрленĕвĕн системине улăштарас пулать. Студентсем вĕреннипе тата çар сборĕсенче пулнипе пĕрлех çар специальноçне те алла илме пултарччăр.
Çар çыннисене пурăнмалли
çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки
Президент çавăнпа кăмăллă. Çĕр-шыв историйĕнче пĕрремĕш хут çар çыннисене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессин ыйтăвне татса параççĕ.
«Оборона министерствин 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен черете тăнă мĕн пур çар çыннисене 2013 çул вĕçлениччен пурăнмалли яланлăх çурт-йĕрпе тивĕçтерсе пĕтеретпĕр. Çывăх вăхăтрах ку ыйтăва пĕтĕмпех татса парас пулать. Çапла пулĕ те», - палăртрĕ вăл.
Вырăнти хăй тытăмлăх, кадрсемпе тивĕçтересси тата вырăнсенчи влаç тытăмне аталантарасси пирки
Президент вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсене тĕрĕсрех палăртма тата вырăнсенчи влаç системине аталантарма сĕнчĕ. Вырăнсенче вăйлă, пăхăнса тăман, финанс тĕлĕшĕнчен çирĕп влаç пулмалла. Çак ĕçе кая хăвармасăр пуçăнмалла, 2014 çул тĕлне законодательство тĕлĕшĕнчен çирĕплетмелле.
Владимир Путин вырăнти хăй тытăмлăхăн Пĕтĕм Раççейри канашне, муниципалитет йĕркеленĕвĕсене, кĕпĕрнаторсене, Федераци Пухăвĕн членĕсене, Правительствăна çак проблемăсем çине тепĕр хут пур енлĕн çаврăнса пăхма ыйтрĕ.
Вăл каланă тăрăх шăпах ĕнтĕ земствăсемпе вырăнти хăй тытăмлăха аталантарни Раççее малалла татăклă утăмсем тума, пысăк, прогрессивлă улшăнусем пурнăçа кĕртме ăста кадрсем тупма май панă. Халĕ те вырăнти вăйлă хăй тытăмлăх çĕр-шывăн кадр потенциалне çĕнетсе улăштарма хăватлă ресурс пулса тăма тивĕç.
Ют çĕр-шыв çыннисене ĕçе илме ирĕк паракан патент пирки
Президент хальхи патент системине улăштарма сĕнчĕ. Хальхи вăхăтра ют çĕр-шыв çынни уйрăм çын патĕнче ĕçлет пулсан патент туянма тивĕç. Предприятисемпе организацисем тата уйрăм предпринимательсем те ют çĕр-шыв çыннине патентпа ĕçе илме тивĕç. Патент хакне вара регионти ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тата территорире пурăнакансен тупăш шайне кура федераци субъекчĕсен хăйсен палăртмалла.
Патент чи малтанах Раççей территорине лайăх пĕлÿ илнĕ, вырăс чĕлхине пĕлекен професси специалисчĕсем килессине хавхалантармалла. Ĕçе пĕлсе йĕркелесен çĕнĕ патент системи миграци юхăмне йĕркелемелли экономика инструменчĕ пулса тăрĕ.
«Пирĕн кунта задача çăмăл мар: эпир Совет Союзĕ пулнă вăхăтри республикăсемпе йĕркеленнĕ хăйне майлă çыхăнусене татаймастпăр, анчах та йĕркене тăвасах пулать», - палăртрĕ В. Путин.
Ют çĕр-шыв çыннисем пирĕн пата килнине тĕрĕслесе тăрассин витĕмне ÿстересси пирки
Президент шучĕпе ют çĕр-шыв çыннисем Раççее мĕн сăлтавпа тата мĕн вăхăта килнине патшалăх пĕлсе тăма тивĕç.
Раççей саккунĕсене пăсакансене 3 çултан тытăнса 10 çул таран Раççей Федерацине кĕме чарĕç. Ку вăл йĕркене пăснин йывăрăшĕнчен килĕ. Сĕнекен мерăсем вăрттăн ĕçпе е криминаллă ĕç-хĕлпе çыхăннă ют çĕр-шыв çыннисемшĕн хушма чăрмав пулса тăрĕç.
Массăллă информаци хатĕрĕсен
материалĕсем тăрăх.