Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанă тавăрса ĕçлениех палăрмасть

18 декабря 2013 г.

 

Йĕркене пăсассине асăрхаттаракан районти комиссин черетлĕ ларăвĕ ку хутĕнче анлă майпа иртрĕ: унта профилактика субъекчĕсемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем те хутшăнчĕç. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ертсе пычĕ.

Çĕнĕ çулти уяв кунĕсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси - çитес вăхăтри чи çивĕч ыйту. Çавăнпа та ларура кун пирки чи малтан калаçрĕç. Районти вĕренÿ тата культура учрежденийĕсенче уяв каçĕсене декабрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа ирттерме тытăнаççĕ. Унччен вара пур объекта та хăрушсăрлăх енĕпе тĕрĕслеççĕ. Çак ĕç пуçланнă ĕнтĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем ирттерекен тĕрĕслевсенче хальлĕхе пысăк çитменлĕхсем пулман.  Çапах та шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов çак лару-тăрура никамăн та лăпланмалла маррине палăртрĕ, уяв мероприятийĕсем вăхăтĕнче пур объектра та район администрацийĕнчен тата ял тăрăхĕнчен ответлă ĕçченсене çирĕплетме сĕнчĕ. Кунта каланипе пĕрлех - нихăш ертÿçĕн те хăйĕн çинчен ответлăх илмелле марри пирки çирĕп сăмах пулчĕ.

Уяв кунĕсем халăх дружинникĕсемшĕн те хĕрÿ кунсем пулма тивĕç, анчах та районти 65 дружинникран 12-15-шĕ кăна çак обществăлла ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать мĕн. Дружинниксене укçан хавхалантарма май пулманнипе ларура çак ыйтăва та сÿтсе яврĕç. «2013-2015 çулсенче Муркаш районĕнче йĕркене пăсассинчен асăрхаттарасси» тĕллевлĕ программăпа пăхса хунă укçа-тенкĕрен хавхалантару валли те укçа «тупма» май пуррине палăртрĕç.

Пирĕн районти хăрушсăрлăхпа çыхăннă тепĕр программа - 2012-2015 çулсене палăртнă «Хăрушлăхсăр муниципалитет йĕркеленĕвĕ». Çак программăна пурнăçлама иртнĕ çул уйăрнă 472930 тенкĕпе пĕтĕмпех усă курнă - видеокамерăсем вырнаçтарнă, кăçал та 773522 тенкĕпе усă курнă. Видеокамерăсем вырнаçтарнин усси пур - шалти ĕçсен пайĕн ĕç кăтартăвĕ тăрăх преступленисене уçса парасси лайăхланни палăрать. Кунта вара çак оборудованин тÿпи пуррине те калать Е. Плечов. Акă иртнĕ кунсенче видеокамера пулăшнипе кăна Мăн Сĕнтĕрте пысăк сумма укçа вăрлакана тупса палăртнă.  Çапла вара камерăсен пахалăхĕ пĕлтерĕшлине палăртмасăр иртме çук, мĕншĕн тесен ку кашни çыннăн хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă.

Йĕплĕ пралук леш енчен таврăнакансене, условлă майпа айпланнисене тата çакăнпа çывăх ытти хăш-пĕр категорие кĕрекенсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси, вĕсен социаллă хăнăхăвĕ те ыйту çине ыйту çуратать - лару-тăру лайăх теме çук. Тĕпре вара -  çакăншăн яваплă çынсемпе ĕç тăвакан уголовлă инспекци хушшинче çыхăну япăххи.

Полицин участокри уполномоченнăйĕсен ĕç вырăнĕ пирки те сăмах пулчĕ. Ку ыйтупа пĕлтĕртенпе (ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн 2012 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнчи ларăвĕн протокол йышăнăвĕ вăя кĕнĕренпе) пĕрре мар калаçрĕç ĕнтĕ, анчах та хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче участковăйсен пÿлĕмĕсене халĕ те тивĕçлĕ шая çитереймен-ха.

Ларăвăн иккĕмĕш пайĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе уйрăммăн иртрĕ. Тĕп ыйтусем çаксем пулчĕç: кăçалхи бюджета пурнăçласси, ял тăрăхĕсенче шывпа тивĕçтерессин тата шыв юхса тухассин схемине туса хатĕрлесе çирĕплетесси, ял тăрăхĕнчи хуçасăр пурлăха муниципалитет пурлăхне куçарасси. Юлашки икĕ ыйтупа çыхăннă ĕçсем пысăк калăпăшлă, апла пулин те вĕсене çитес вăхăтрах вĕçне çитермелле. Ларури ĕçлĕ калаçу вара ял тăрăхĕсем хальлĕхе çанă тавăрса ĕçленинех кăтартса памарĕ.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика