21 декабря 2013 г.
Муркаш район сучĕн приговорĕпе Раççей шалти ĕçсен министерствин экономика преступленийĕсемпе тата коррупципе кĕрешекен Етĕрнери пайĕн аслă оперуполномоченнăйĕ пулнă Игорь Илларионовпа Кашмаш ялĕнче пурăнакан унăн пĕлĕшĕ Николай Давыдов айăплă пулнине çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш преступник тăватă çул çурă, иккĕмĕш çын вара виçĕ çул йĕплĕ пралук леш енче ирттерĕ. Унсăр пуçне «коррупципе хытă кĕрешнĕ» полици сотрудникĕ текех полици майорĕ мар ĕнтĕ, çавăн пекех унăн виçĕ çул хушши йĕрке хуралĕн органĕсенче ĕçлеме те ирĕк çук.
Экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен полици сотрудникĕ ют пурлăха хăй аллине çавăрса илме шухăш тытнă. 2009 - 2010 çулсенче Муркашри муниципалитет харпăрлăхĕнчи икĕ пÿлĕме приватизаци туманнине пĕлнĕ. Çаксене вăл уйрăм харпăрлăха куçарма, каярах вара сутса яма ĕмĕтленнĕ. Ĕçе пĕр кăлтăксăр ирттерес тесе район администрацине тата миграци службине суя информаци тăратнă, ултавлă ĕçсем тума хăйĕн икĕ пĕлĕшне хутшăнтарнă. Вĕсемпе «юлашки числопа» усă курса килĕшÿ тунă, çапла вара укçа-тенкĕ тăкакламасăрах пÿлĕмлĕ пулнă. 2010 çулхи апрель тата 2011 çулхи январь уйăхĕсенче çав пÿлĕмсене 500 пин тата 800 пин тенкĕпе сутнă. Иккĕмĕш çын çак ултавлă ĕçрен алă пин тенкĕ укçа «ĕçлесе илнĕ», ăна полици сотрудникĕ маларах калаçса татăлнипе панă.
Преступлени тăвасси кунпах вĕçленмен-ха. Экономика преступленийĕсемпе чăнахах та «хытă кĕрешекен» экс-полицейски ултавлă ĕç кал-кал пынине аванах туйнă. Халĕ вара вăл татах та пысăкрах шухăш-тĕллев тытнă. Черетре - ял хуçалăх предприятийĕн куçман пурлăхĕ. Полици сотрудникĕ çурт-йĕрсемпе сооруженисене хăй аллине çавăрса илсе 4 миллиона яхăнлăх тăкак кÿнĕ.
Çÿлерех асăннă киревсĕр ĕçсене çирĕплетекен факт çителĕклĕ. Вĕсене тĕплĕ тишкернĕ хыççăн уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне судра пăхса тухнă.
И. Федотов,
следователь.