21 декабря 2013 г.
Районта черетлĕ информаци кунĕ иртнĕ юн кун декабрĕн 18-мĕшĕнче иртрĕ. Унăн теми пуриншĕн те питех те пысăк пĕлтерĕшлине палăртмалла. Мĕншĕн тесен ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи ĕç коллективĕсенче ирттернĕ тĕл пулусенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 12-мĕшĕнче РФ Федераци Пухăвне тухнă Çырăвĕ тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев декабрĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕ пирки сăмах пычĕ.
Ĕç çынни коллективĕсемпе тĕл пулма республика тĕп хулинчен Муркаша Чăваш Республикин юстици министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ирина Семенова, аслă професси вĕренĕвĕн «Московский государственный открытый университет имени В.С. Черномырдина» федераци патшалăх бюджет учрежденийĕн Шупашкарти политехника институчĕн директорĕ Александр Акимов, Раççей Федерацийĕн Пенси Фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Ирина Коннова, Чăваш Ен çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев килсе çитрĕç. Вĕсем район администрацийĕн, федераци органĕсен районти структурисен представителĕсемпе тата ответлă ĕçченĕсемпе, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсенче пулса территорисенчи ĕç коллективĕсенче тĕл пулусем йĕркелерĕç, çĕр-шыв тата республика ертÿçисен çулленхи Çырăвĕсемпе паллаштарчĕç, çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Пĕтĕм ĕç - халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн
Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ Ирина Семенова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа чи малтан Чуманкасси ял тăрăхĕнче пулчĕç. Чуманкасси шкулĕнче вĕрентекенсемпе, ял тăрăхĕн активĕпе, ял çыннисемпе тĕл пулчĕç.
Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухнă май Ростислав Николаевич çакна палăртрĕ. РФ Президенчĕн Федераци Пухăвне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсенче халиччен мĕн туни тата мĕн тума палăртни йăлтах халăха валли пулнине, çитес çул валли мĕн палăртни те пĕтĕмпех çынсен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă.
Хамăр района илес пулсан та çакнах палăртмалла. Кăтартусем те çакăн çинченех калаççĕ. Иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн район Чăваш Республикинчи муниципаллă районсем хушшинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен халăхшăн тунă ĕç эффективлăхне палăртассипе ирттернĕ ăмăртура 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çапла майпа района 2 млн. та 600 пин тенкĕ хушма укçа уйăрчĕç. Çав ăмăртура республикăри ял тăрăхĕсем хушшинче Москакасси ял тăрăхĕ çĕнтерчĕ. Вĕсене те 600 пин тенкĕ ытларах укçа уйăрса пачĕç. Унччен маларах вара çулла района тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Обществăлла финанссемпе йĕркеллĕ усă курассипе ирттернĕ Раççейри конкурсра пирĕн Муркаш районĕ 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.
Кăçал туса çитереймен ĕçсенчен Ростислав Николаевич подрядчик тÿрĕ кăмăллă пулманнипе лицей çуртне реконструкци тăвасси тăсăлса кайнине палăртрĕ. Ытти енĕпе вара районта лару-тăру япăх темелле мар. Çăмăл мар пулин те, ял хуçалăхĕнче кăçалхи 11 уйăхра иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 8,8 процент ытларах продукци туса илсе вырнаçтарнă. Сĕт хакĕ те паян чакмасть. Апла пулин те ял çыннисем ĕне тытма пăрахса пыни шухăшлаттарать. Ял хуçалăх предприятийĕсем вара дотаципе пĕрле пĕр литр сĕтшĕн 24-35 тенкĕ илеççĕ.
Промышленность предприятийĕсем те ăнăçлă аталанса пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăкрах. «Сеспель» ăнăçлă аталанса пырать. Кăçал кунта тата тепĕр çĕнĕ цех уçăлчĕ. Муркашри кирпĕч завочĕ проектпа палăртнă хăватпа ĕçлеме пуçласси патне çитни те - пысăк çитĕнÿ.
Çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе район темиçе программăпа ĕçлет. Çитес çул Мăн Сĕнтĕрте кивĕ çуртсенчен çынсене 52 хваттерлĕ çурт туса унта куçармалла. Çак ялтах тăлăх ачасем валли 15 хваттерлĕ çурт туса лартатпăр çитес çулах. Хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă. Москакассинче кăçал нумай хваттерлĕ çурт тума пуçланă. Çитес çул валли нумай хваттерлĕ çуртсем тума Муркашра та 3 çĕр лаптăкĕ хатĕрлесе хунă.
Ростислав Николаевич ытти отрасльсен аталанăвĕ çинче те тĕплĕн чарăнчĕ. Юстици министрĕн çумĕ Ирина Семенова республикăра пулса иртнĕ улшăнусем çинче тĕплĕн чарăнчĕ. «Республика тĕллевлĕ 14 программăпа ĕçлет. Хăй çине илнĕ обязательствăсене пĕтĕмпех пурнăçласа пырать», - терĕ.
Мĕн туни, мĕн тăвасси йăлтах халăхăн пурнăç шайне ÿстерес тĕллевпе пулса пынине палăртрĕ. 2015 çул тĕлне бюджет сферинче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 20 пин тенке çитмелле. Медицинăра кăçалтан пуçласа çитĕннисене кашни 3 çулта диспансеризаци витĕр кăлараççĕ. Çакă чир-чĕре вăхăтра тупса сиплеме пуçлама май парать. Асăннă сферăри пулăшу пахалăхне хăпартассипе тата нумай ĕçсем пулса пыраççĕ.
Шкул çулне çитмен ачасене ача сачĕсене вырнаçтарса пĕтересси те малтан пурнăçланма пултарайман задача пек туйăнатчĕ. Паянхи кун тĕлне вара 3 çула çитичченхи ачасем тĕлĕшпе ку тĕллеве пурнăçланă. Çитес çул 3 çултан аслăрах ачасене пĕтĕмпех ача садне вырнаçтарса пĕтермелле. Республикăри 12 шкул Раççейри чи пысăк кăтартуллă 500 шкул йышне, 3-мĕш номерлĕ лицей чи пултаруллă 25 вĕренÿ учрежденийĕсен шутне кĕни те асăннă сферăра ĕçсем йĕркеллĕ пынине кăтартса параççĕ.
Халăха спорта явăçтарассипе нумай ĕçсем туса ирттернĕ. Кашни район центрĕнчех сывлăха çирĕплетмелли комплекссем пур.
Ирина Анатольевнăпа Ростислав Николаевич ытти кăтартусем çинче те чарăнса тăчĕç. Ун хыççăн пуçтарăннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç. Ял çыннисене ял хушшинче çул тăвас ыйту пăшăрхантарать. Ростислав Николаевич çак тата шыв ыйтăвĕ пур çĕрте те тухса тăнине палăртрĕ. Чи малтан халăха шывпа тивĕçтерес ыйтăва татса памаллине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен çул тунă хыççăн шыв валли пăрăхсем хывни тунă ĕçе çĕнĕрен пăсса майлаштарасси патне илсе пынине палăртрĕ. Асăннă проблемăсене татса парассипе пирĕн хатĕр пулмалла. Çул тума проектсем хатĕрлесе çитермелле. Шыв башнисене ял тăрăхĕсен хăйсем çине куçармалла. Çак ĕçсене тумасан халăха шывпа тивĕçтермелли программăна хутшăнма май çук.
Тепĕр ыйту. Ял çыннисем çĕнĕ çурт лартма пуçласан ун вырăнĕ выльăх масарĕ пулнă вырăнтан инçе пулманни - çурт лартма ирĕк илме чăрмантарни. Ку ыйупа Ростислав Николаевич Патшалăх Канашĕн депутачĕсем урлă Патшалăх Думине тухса саккуна улшăнусем кĕртмеллине палăртрĕ. Çавăнпа та район администрацийĕ ку ыйтупа республикăна тухать.
Ялсенче хĕлле çул тасатса тăрассипе вара ку ял тăрăхĕнче подрядчик паллă. Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, Чуманкасси шкулĕн директорĕ В. Васильев Ростислав Николаевича шкула хутса ăшăтма уйрăм котельнăй хута яма май тупнăшăн тав сăмахĕ каларĕ.
Унтан информаци ушкăнĕ Турайри тата Анаткассинчи информаципе культура центрĕсенче Турай ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухнă хыççăн пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.
Кунта Турай больницинче койкăсен шучĕ чакни пирки ыйту хускатрĕç тата шкул автобусĕсемпе ача садне каякан ачасене лартма юраманни халăха килĕшменни çинчен пĕлтерчĕç. Пĕрремĕш ыйту пирки. Сипленме больницăна выртмалла чухне район больницине, республикăна яраççĕ. Çакă пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парасси çине пысăк тимлĕх уйăрни çинчен калать. Тепĕр ыйту пирки вара республикăра пĕлеççĕ. Аслă çулсенчи ачасем автобуссемпе шкула çитнĕ чух кĕçĕн çулхи ачасем юнашар ялсенчи ача садне çуран кайни тĕрĕсех мар пулĕ. Ку тĕлĕшпе те улшăнусем пулма кирлĕ.
Анаткассинчи информаципе культура центрĕнчи тĕл пулăва аслă класра вĕренекенсем те йышлăн пуçтарăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев вĕсене профессие тĕрĕс суйлама ырă сунчĕ. Аслă тата вăтам вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă хыççăн тăван района таврăнма ыйтрĕ. Кăçалтан пуçласа пĕрлехи патшалăх экзаменĕпе пĕрлех сочинени çырассине пурнăçа кĕртни ачасен пĕлĕвне тĕрĕс хак пама май панине палăртрĕ.
Кашни тĕл пулу вĕçĕнчех Ростислав Николаевич пуçтарăннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ. Пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, малашне те пĕр тĕллевпе район аталанăвĕшĕн ĕçлессе шанни çинчен пĕлтерчĕ.
Л. ПАВЛОВА.
Кашийĕнех ответлăха туяс пулать
Республика çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Лилия Тарасова Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче пулчĕç, кунти пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн, Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн коллективĕсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç, Ильинкăри участок лесничествине çитсе килчĕç, унти ĕçсемпе паллашрĕç. Шетмĕпуçĕнчи тĕл пулусене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Александров ертсе пычĕ.
Информаци кунне хутшăнакансем çавна палăртрĕç. Çĕр-шыв тата республика ертÿçисен Çырăвĕсем пирĕншĕн кашниншĕнех пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç докуменчĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсенче хамăрăн Раççейăн тата республикăн малашлăхри çул-йĕрне, кая хăвармасăр татса памалли задачăсемпе проблемăсене, умри ĕçсене палăртнă. Çаксем вара вĕсем пĕтĕмпех çынсен пурнăç шайне лайăхлатассипе, ырлăх-пурлăхне ÿстерессипе, паянхи куна ыранхинчен, ыранхи куна паянхинчен лайăхрах тăвассипе çыхăннă. Анчах та такам çине шаннипе нимĕн те пулмасть. Хамăрăнах çине тăрса ĕçлес пулать.
Ку тĕлĕшпе федерацин вырăнти хăй тытăмлăх системи пирки йышăннă 131-мĕш саккунĕ патнех таврăнма тивет. Лилия Юрьевна палăртнă тăрăх унччен асăннă саккунра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 11 тивĕçĕ пирки сăмах пынă пулсан, халĕ вĕсен шучĕ икĕ хут ытла ÿснĕ. Апла пулсан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕлтерĕшĕ те ÿссе пырать. Çавăнпах ĕнтĕ Владимир Путин Президент хăйĕн Çырăвĕнче вырăнти хăй тытăмлăх системи, унăн пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ, вĕсене кадрсемпе тивĕçтересси тата вырăнти влаç тытăмне малалла аталантарса пырасси çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Вырăнти влаç тытăмне финанс тĕлĕшĕнчен çирĕплетессипе, вăйлăрах тăвассипе тата унăн пăхăнманлăхне ÿстерессипе Владимир Владимирович çывăх вăхăтрах законодательство шайĕнчех улшăнусем çирĕплетме сĕнчĕ. Мĕншĕн тесен вырăнти ыйтусене татса парасси вырăнти влаç органĕ мĕнле ĕçлесе пынипе тÿрремĕнех çыхăннă.
Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Çырăвĕн тĕп шухăшĕ те çавăнпах çыхăннă: хамăрăн пурнăçа хамăрăн пултаруллă ĕç-хĕлпе кăна лайăхлатса пыма май пур. Ку тĕлĕшпе граждан обществин принципĕсене пурнăçа кĕртсе пыни те пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Обществăлла пĕрлешÿсемпе организацисен пурнăç юххинчен айккинче тăрса юлмалла мар.
Тепĕр пĕлтерĕшлĕ саманта та палăртса хăварас пулать. Пирĕн район та, республика та дотациллĕ. Федераци шайĕнчен пулăшу пулмасăр ниепле те май çук. Вăл пулĕ те. Анчах та укçа-тенкĕне тĕлли-паллисĕр, конкретлă сăлтавламасăр уйăрса парасси пулмасть. Çавăнпа та ял тăрăхĕн шайĕнче те тĕрлĕрен проектсене, программăсене хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апла пулсан «ыйтма та пĕлес пулать».
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Александров вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене уçăмлатрĕ. Çĕр ыйтăвнех илер. Çырусенче те ку ыйтăва пăрăнса иртмен. Çĕр участокĕсене харпăрлăха çирĕплетессин процедурине ансатлатнипе пĕрлех вĕсен хуçисен ответлăхне те ÿстерме палăртнă. Харпăрлăхри çĕрсем пушă выртни йĕркеллĕ пулăм мар. Вĕсем çинче нимĕнле объектсем те çĕкленмеççĕ, нимĕнле ял хуçалăх культури те акса-лартса çитĕнтермеççĕ пулсан, кун пек «хуçасен» ку çĕр лаптăкĕсемпе сыв пуллашма тивĕ.
Ял тăрăхĕнче пай çĕрĕсемпе участокĕсене харпăрлăха çирĕплетес ĕçсем пуçăннă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра ытларах вилнĕ çынсен çĕр участокĕсене муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетессипе ĕçсем пыраççĕ. Ыйтман пай çĕрĕсене, хуçасăр объектсене харпăрлăха куçарассипе ĕçлемелли çук мар. Ĕçĕ ансат мар. Ыйтусене ытларах чухне суд урлă татса пама тивет. Çапах та çак ĕçсене пĕтĕмĕшпех тата тивĕçлĕ шайра туса ирттерес пулать. Ку вăл вырăнти бюджетпа та çыхăнман мар.
Николай Поликарпович пĕлтернĕ тăрăх ял тăрăхĕн бюджечĕ 2 млн. та 817 пин тенкĕпе танлашать. Палă ĕнтĕ, вырăнти пĕлтерĕшлĕ пур ĕçсене туса ирттерме ку вăл çителĕксĕр. Икĕ Культура çуртне тытса тăма 900 пин тенкĕне яхăн тăкакланать. Кунсăр пуçне çул-йĕрне те юсамалла, хĕллехи вăхăтра тасатса тăмалла, урамсене çутатмалла, йăла каяшне тиесе турттармалла, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелемелле, шывпа тивĕçтерессипе тĕрлĕ ыйтусене татса памалла. Куллен туса пымалли пур ĕçсене асăнса пĕтереймĕн.
Хĕллехи вăхăтра ял урамĕсене юртан тасатассине хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçине В. Горбунова шаннă. Тав сăмахне кăна тивĕçлĕ вăл уншăн.
Çынсене шыв ыйтăвĕ самай канăçсăрлантарать. Ял тăрăхĕн территорийĕнчи шыв уçламалли 3 башньăна ял тăрăхĕн харпăрлăхне çирĕплетнĕ. Анчах та тепĕр 3 башня никам çинче те мар. Вĕсене те хуçасăррисен шутне кăларса харпăрлăха куçарас пулать. Шетмĕпуçĕнче, Первомайски урамра, Катăкуйĕнче, Карманкассинче, Автанкассинче пурăнакансене шывпа тивĕçтерессипе пăтăрмахсем пур.
Пур ял патне те асфальт çул сарса çитернĕ. Анчах та йĕркеллĕ çулсăр ял урамĕсем çук мар. Вырăнти майсемпех кăçал Катăкуйĕнче 400 метр çула йĕркене кĕртме май çитернĕ.
Программăна кĕрсе çĕнĕ 5 урама электричество парса тăма тытăнма пăхнă пулнă. Çак вăхăта Советская урам кăна электричествăсăр юлать. Автанкассипе Тивĕшре урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрассипе ыйтусем пур. Çитес çул урамсенчи электричество хунарĕсем валли релесем, электричество счетчикĕсем вырнаçтарма палăртаççĕ. Кирек епле пулсан та малаллах талпăнатпăр-ха.
Информаци ушкăнĕн ертÿçи - республика çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев Муркаш районĕшĕн палламан-туман çын мар. Хăй вăл Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ пулин те, унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн районпа тачă çыхăннă. Республика тĕп хулине ĕçлеме куçиччен вăл 11 çул ытла кунта лесничи пулса тăрăшнă. Çавна май Анатолий Петрович хăй ертсе пынă Ильинкăри участок лесничествине те çитсе курма кăмăл турĕ, кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Анатолий Касьянов лесничи вăрман тăрăхĕсем лартса чĕртес, вĕсене пăхса тăрас, сыхлас ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Анатолий Калистратович лесничествăна пушар сÿнтермелли машинăпа тивĕçтерме май тупнишĕн кăмăллă пулни çинчен пĕлтерчĕ. Ку вăл вăрман сыхлавне тивĕçтерессипе кăна мар, çывăхри ялсенче пурăнакансен хуçалăхĕсенче пушар тухас пулсан та вăхăтлă пулăшу парассипе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмах май юлашки çулсенче çуллахи шăрăх кунсенче вăрман тăрăхĕсенче пушарсем пулманни сыхлав, асăрхаттару, ăнлантару ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра туса пыни пирки калать.
Информаци кунĕнчи тĕл пулусем ĕç коллективĕсенче тивĕçлĕ шайра иртрĕç. Çĕр-шыв Президенчĕн В. Путинăн тата республика Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн Çырăвĕсем пирĕнтен кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ пулнине, вĕсенче палăртнă задачăсене ăнăçлă татса парасси кашнинченех килнине, кашниех хăйĕн вырăнĕнче чуна парса ĕçленипе тÿрремĕнех çыхăннине ытларахăшĕ тĕрĕс ăнланать. Апла пулсан çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнмелли кăна юлать.
В. ШАПОШНИКОВ.
Тĕллевĕ паллă, пурнăçламалла кăна
Район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Нина Костина çÿлерех асăннă ĕç шайĕнче Йÿçкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ. Калаçу çак ял тăрăхĕнче иртрĕ.
Чи малтанах Нина Марксовна кунта пухăннисене Çырусемпе паллаштарчĕ. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх Чăваш Ен патшалăх пулăшăвне çĕр ĕçченĕсем патне ăнăçлă çитерессипе Раççейри пуçаруллă регионсем шутĕнче. Чăваш Республикинче, вăл шутра Муркаш районĕнче те, хушма хуçалăх тытакансем çăмăллăхлă кредитсемпе ăнăçлă усă кураççĕ. Çак укçа-тенкĕ хуçалăха аталантарма чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнăран чылайăшĕ тепĕр хут та ун патне таврăнать.
Çак саманта та палăртса хăвармалла. Чăваш Республики фермер ĕçне пуçăнакан, çавăн пекех çемье ферми йĕркелекен çынсене пысăк тĕрев парать. Ку тĕлĕшри пулăшупа усă куракансен йышĕ ÿсни савăнтарать. Иртсе пыракан çулталăкра пирĕн районта грант илнисем виççĕн пулчĕç. Республикипе вара икĕ çулта 97 фермер тата 10 çемье выльăх-чĕрлĕх ферми аталантарма пĕтĕмпе 164 миллион тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса тата пысăк пахалăхлă продукци пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илмелле, вăл пире яланах кирлĕ.
Патшалăх ял хуçалăх ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине тепĕр самант та çирĕплетет. Çитес çултан пуçласа ял хуçалăх техники туянма тăкакланин 15 процентне патшалăх саплаштарать. Çак утăм ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене техника тата технологи тĕлĕшĕнчен пуянланма май парать. Иртнĕ çулсенчи çанталăкăн йывăр условийĕсем çĕр ĕçченне самай чăрмав кÿчĕç. Çапла вара çĕнĕ йышши техникăпа усă курни пысăкрах тухăç илме тата йывăр условире те вырма вăхăтне самай кĕскетме тата тухăç çухатăвне те чакарма май памалла.
Республикăра предпринимательство сферине тĕрев парасси аякра пулманнине палăртмалла. Бизнес представителĕсемпе влаç органĕсем хушшинчи тĕрлĕ ăнланманлăха шайлаштарма Предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе яваплă уполномоченнăй институт туса хунă. Çак йĕркелÿ тĕлĕшпе районта та тивĕçлĕ ĕç пырать. Иртсе пыракан çулта вак тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем валли уйăрнă пулăшу шайĕ 356 миллион ытла тенкĕпе танлашать. Ку тĕрев районта та курăнать. Унчченхи çулсенче ку калăпăш самай пĕчĕк пулнă. Çак тата ытти отрасле тишкерчĕç кунта пухăннисем.
Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ.
Информаци кунне хутшăнакансем тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç, вĕсем вара сахал мар пулчĕç кунта. Хисеплĕ ватăсене ял хуçалăх предприятийĕн шăпи кăсăклантарчĕ. Çамрăксен хăйсен пăшăрханăвĕ, вĕсене сахал тупăшлă çемьесем тĕлĕшри йĕрке хумхантарчĕ. Хурăнкассисене вара çул-йĕр пур чухне те тивĕçлĕ шайра пулманни пăшăрхантарчĕ тата ытти ыйту пулчĕ кунта.
Р. Илларионова.